Выбрать главу

— Эсĕ витĕр тухнă курăнать. «Далеко пойдет» теççĕ вырăссем ун пеккине. Пăсăлса каймасан, чăнах çын пулăн. Ху та купца пуласшăн пуль-ха эс?

— Çук, — терĕ Рамаш, — атте купца пулса курни те çитĕ.

— Мĕн калаçан, лапăрти. Аçу ĕмĕрне сутуçă пулман. Хăй тунă хăмăт-кутлăха сутса курнă ĕнтĕ.

— Вот, пĕлместĕр те. Апла пулсан, каласа кăтартам-ха сире, — терĕ те Рамаш, чей куркине вырăс пек ӳпĕнтермесĕрех аяккалла тĕртсе лартрĕ. — Пасарлăял пилĕк çухрăма тăсăлса выртать. Лавккасем пурте пасар вĕçĕпче. Ял тепĕр вĕçне вырăссемпе хутшăнса пĕр çирĕм-вăтăр кил чăваш пырса ларнă. Пурте Тупшанкăран куçнă. Эпĕ кăна чулçырмасем. Çавах аттен темле хурăнташĕсем тупăнчĕç унта. Çав хурăнташсене, кӳршĕ-аршăсене пулăшас тенĕ атте. Пĕррехинче лаша кӳлсе пасара кайрăмăр та урапа тулли тавар тиесе килтĕмĕр. Атте кутлăхсем туса ларнă çĕртех тавар сутать: чей, сахăр, пирус, краççын. Эп аттене пулăшкалатăп. Кăшт хаклăрах пулсан та, илеççĕ таварне. Кашни вак-тĕвекшĕн пилĕк çухрăма танккас килмест-çке-ха çынсен. Анчах пурте укçасăр, кивçенле илме тăрăшаççĕ. Эпĕ ун чух шкула çӳреттĕм. Куратăп, ĕç тухмасть капла. Тытрăм та хăма çине çапла çырса хутăм: «Паян кивçен памастпăр, ыран килĕр». Хăмине атте курман чух алăк çумне çапса хутăм.

— Мĕн пулчĕ вара? — кулса ыйтрĕ Мăрзабай.

— Мĕн пулчĕ? Хăмине аттене асăрхаттаракансем тупăнчĕç. Атте çынсемпе пĕрле кула-кулах ăна тăпăлтарса пăрахрĕ, кайран, кулмасăрах, ман хăлхана тăпăлтарчĕ. Анчах хăй, кĕсни шăтăкланнине курсан, Пасар вĕçне тавар илме урăх каймарĕ. Тавар кивçен илнĕшĕн укçине кайран та тӳлемерĕç. Аттен парăмсем çырнă пĕчĕк кĕнеки халь те турăш кĕтессинче тусанланса выртать.

— Калаçма ăста эс, — терĕ Мăрзабай. — Те чăн калатăн, те — суя. Кăшт тыттаратăн та пуль, артист. Санрап темĕн те кĕтме пулать.

— Тупата туршăн, чăн-чăнах, Павел Алексеевич, — терĕ те Рамаш, хуçана чей ĕçтернĕшĕн тав турĕ.

«Ку шĕвĕр сăмса Чее Миттяран та чеерех пулас. Мăрзабай кĕрӳшĕ пулма тивĕçлех мар пек», — шухăшларĕ хуçа, каччăсем тухса кайсан.

Каччисем лупас çине хăпарса выртрĕç. Унта хăпарсанах, Рамаш хăйне пачах урăхла тыткалама пуçларĕ. Малтан вăл Трашук Куçминккара мĕнле пурăнни çинчен, ашшĕ мĕнле вилни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вырăспа чăваш кĕпер тунă чух яланах çапăçса кайни çинчен хăех асăнчĕ:

— Вăл йăлана пăрахас пулать. Вырăсран хăрама та, унпа хирĕçме те кирлĕ мар. Вырăс хушшинче фальшинсем, медведевсем пур, чăваш хушшинче хаяр макарсем, мăрзабайсем пур. Çавсене хирĕç пĕтĕçес пулать чухăн чăвашпа вырăсăн.

Трашук хăйсем Куçминккара епле «революци туни» çинчен каласа кăтартрĕ, Ятрус учитель пирки те, Виктор Половинкин çырăвĕ пирки те асăнчĕ.

— Эс, Рамаш, большевиксене курнă-и? — ыйтрĕ вăл çавăн хыççăн.

— Курнă, санпа калаçнă пекех калаçнă пĕринпе.

— Мĕнле çынсем вĕсем, каласа кăтарт-ха, — йăлăнчĕ Трашук. Хăй, чавсаланса, пуçне кăшт çĕклесе, юлташпе куçран пăхрĕ.

Рамаш, улăм çӳппи чăмлакаласа, нумай вăхăт çӳлелле пăхса выртрĕ. Унтан сасартăк лăпкăн, шăппăн:

— Ман атте большевик, — терĕ. — Асту, хуçа умĕнче ун пирки ан асăн.

Ку хыпар шалтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Трашука. Вăл Ятрус учитель сăмахĕсене аса илчĕ, шухăша кайрĕ. «Питĕ лайăх сăмах», — терĕ учитель «большевик» сăмах пирки. Анчах вăл сăмаха вырăссем те ăнлантарса параймаççĕ, ун пек сăмах çук вырăс чĕлхинче теççĕ. «Эсер» сăмаха лайăх ăнлантарса параççĕ. Социалист-революционер тени пулать иккен вăл.

Çапла шухăшланă хыççăн Трашук сăмах хушрĕ:

— Большевиксем пирки чухлаймастăп çав эпĕ. Вĕсем эсерсемпе хирĕçеççĕ вĕт. Революцпе хирĕç-и вара çав большевиксем?

Трашукăн айванлăхĕнчен тĕлĕнмерĕ Рамаш. Ялта большевиксене пĕлсех каймаççĕ çав. Çитменнине, вĕсем пирки тăшмансем суя сăмах сараççĕ.

— Хирĕç мар, — терĕ Рамаш, каллех пăшăлтатса. — Чăн-чăн революционерсем çавсем ĕнтĕ, большевиксем.

— Эсерсем камсем вара? Ячĕ вĕсен мĕн тĕрлĕ! Социалист тата ре-во-лю-ци-онер!

— Хитре сăмахпа улталасшăн çав вĕсем халăха, — терĕ Рамаш. — Пуян чурисем вĕсем. Юрĕ-ха, ун пирки кайран тĕплĕнрех калаçăпăр. Итле-ха, тусăм, Мăрзабай ытлашши вашаватлă пирĕнпе. Ну эпĕ «кĕтнĕ хăна» пулам, мĕн тесен те — авалхи тусĕн ывăлĕ. Сана вара, хăйĕн тарçине, мĕн тӳрĕпе кăмăллăн йышăнать? Вăл сана кĕрӳ тăвасшăн мар-и, ача?

Трашук хирĕç чĕнмерĕ. Уйăхĕпех ыйхă катса çывăрнăран, вăл халĕ сасартăк çывăрса кайрĕ.

Рамаш çуркунне шăрши-сывлăшĕпе киленсе нумай вăхăт куç хупмасăр, тӳпере ялан çынна таçта илĕртсе чĕнекен çăлтăрсем çине пăхса выртрĕ.