Выбрать главу

Таймансем

Тĕне кĕнĕ чăвашсем авалхи тĕп чăвашла ятсене асран çухатса пĕтернĕ. Чулçырмара та халĕ суя хушаматсем çеç таса чăвашла: Курак, Чакак, Шакмак… Вĕсем вырăс пуп чиркӳ кĕнеки тăрăх тупса панă ятсем çумне хутшăнаççĕ: Курак Иванĕ, Чакак Ваççи, Шакмак Çимунĕ…

Тĕп чăвашла ятсенчен Чулçырмара пĕр Тайман ят çеç юлнă, ятран хушамат пулса юлнă.

Чулçырмари Таймансем ваттисем мĕн астăвассах чухăн пурăннă. Анчах юлашки Тайман, Тайман Сахарĕ, пĕтĕм вăйран çӳлелле кармашнă. Тĕрлĕ ал ĕçне ăста пулнăран, чылай аталаннă-ха вăл, лаша, ĕне, темиçе сурăх тытакан пулса, вăтамсен шутне кĕре пуçланă.

Юлашки Тайман ăшĕнче яланах (мĕн ачаран) таçталла, çӳлелле, çутă инçетелле чĕнекен ĕмĕт пурăннă. Çав ĕмĕтне пула ĕнтĕ вăл лаша сутса… граммофон туяннă, вырăс хушшине Пасарлăяла куçса кайнă.

Сахар ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр ачи, пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă. Унăн ашшĕ мĕскĕн йаваш-чăвашран иртеймен. Амăшĕ пирки ун пек калама çук вара. Якаль хĕрĕ Круни — Куштан Теменĕн аппăшĕ — Чулçырмана çĕн çын пул-са килсен, ял çыннисене шалтах тĕлĕнтернĕ. Ĕçре те, ĕçкĕре те никам та Крунипе танлашма пултарайман. Юрлас енчен илсен — ун пек юрлакан ялта мар, таврара пулман теççĕ. «Круни ĕçкĕ вăхăтĕнче Чулçырмара юрлани Якалĕнче илтĕнет», — тесе калаçатчĕç ял çыннисем. Ватăлас енне кайсан та, арçынсемпе парăнмасăр çапăçатчĕ, тет, вăл.

Пур енчен те çынран ирттернĕ Круни, анчах пĕр енчен вара ирттерме мар, çитереймен те — ача тума пĕлмен.

Çавăн пирки вăл мĕн-мĕн туса хăтланса пăхман-ши? Тĕрлĕ юмăçсем патне çӳренĕ, пĕр «тухатмăш» патне те çитсе курнă. Авалхи йăласене аса илсе, чӳк те тунă, киремет те тунă: Чӳккукринче пăру пуснă. Киреметре качака пуснă.

Чăваш йăлисемпе меслечĕсем пулăшманнине кура, Круни вырăссен йăли-меслечĕпе Таллă мăнастирне кайса Николай-угодник святоя пысăк çурта лартса ӳкĕтленĕ. Вырăс светтуйĕ «пулăшнипе» вара хĕрĕхе çитсе пыракан хĕрарăм тинех ывăл ача çуратнă. Анчах чăн çапла пулнине çынсем ĕненсех кайман, Круние ача тума Таллăри сăваплă Микулай мар, Лешеккинчи çылăхлă Микулай пулăшнă тесе калаçма пуçланă. Ун пек сăмах саракан карма çăварсене Круни сахал мар вĕренткеленĕ: хĕрарăм пулсан — сурпан çаккине татса, сурпанне аркатса, çӳçрен тăпăлтарнă, арçын пулсан — тӳрех хăлха чиккинчен парса чикелентернĕ. Вара ял çыннисем, Круни сăмахне ĕненнĕ пек пулса, унăн пĕртен-пĕр ывăлне мĕн пĕчĕкренех Çветтуй Сахар тесе чĕне пуçланă.

Ячĕ, мăшкăллă ят пулин те, Сахара пит килĕшнĕ. Ача чух вăл ытти ачасем пек урамра алхасса, йытă хыççăн чупса çӳремен, вăрманта вĕçен кайăк йăвисене тустарман, çын пахчине хăяр вăрлама кĕмен. Пĕррехинче Сахар кӳршĕри пуян ывăлĕ, Хаяр Макар ятлă йĕкĕт, Чӳккукринче хăйсен ватăлнă ула йыттине çакса вĕлерме тăнине курнă. Улапая çăлма ĕлкĕрнĕ ача, йытă каллех, килне таврăнса, Макар аллине ан лектĕр тесе, ăна чăтлăхра кăкарса хăварнă. Анчах ирхине Улапай валли апат илсе килсен, мĕскĕн йытта тупайман Сахар. Лешĕ, айван, пăява кăшласа татнă та килнех таврăннă. Хаяр Макар ăна Тикĕтпуссине кайса çакнă-çакнах. Çавăн хыççăн Сахар Хаяр Макара курайми пулнă.

Ялйышсем пурăна киле Сахара мĕн тӳрĕпе «хисеплĕ» ят панине мана пуçланă, ăна ытларах Тайман Сахарĕ тесе чĕнекен пулнă. Кĕçех ача хăй тĕллĕн, хăй ăссĕн çын пулма тăрăшни палăрнă.

Амăшĕ Сахара шкула яман, килте ĕçлеме хистемен, ачаш пăхса ӳстернĕ. Ашшĕ, Матви ятлă питĕ йăваш çын, чурăс арăмĕпе килĕшмен вăхăтра та хирĕçмесĕр, сăмах чĕнмесĕр ирттерсе янă, хăй ирĕкне палăртма хăранă.

Çапах тăнлă та çутă ĕмĕтлĕ ача ачашланса, пăсăлса кайман. Вăл хăй ăсĕпех тĕрлĕ ал ĕçне вĕренме тăрăшнă. Круни пĕртен-пĕр ывăлĕн ырă кăмăлне ăнланайман, «йăраланчăк» ачине ятланă, кӳпкенĕ те ирĕксĕрех урама ачасемпе выляма, çапăçма хăваласа кăларнă. Сахар амăшне итленĕ пек пулса, хапхараи «ачасемпе выляма-çапăçма» тухса кайнă, хăй çавăнтах картишне хыçал енчен çатан урлă каçса кĕнĕ. Унта вăл, пĕр-пĕр вăрттăнрах кĕтесе кĕрсе ларса, кивĕ кутлăх-йĕвен-нăхта татăкĕсемпе айкашнă, тĕвĕсене шĕшлĕпе салтса çĕнĕрен тĕвĕлеме вĕреннĕ. Киле кайраы хапхаранах хăшкăлтатса «таврăннă». Амăшĕ мухтанă вараланса пĕтнĕ ачана — лешĕ «таврăнас» умĕн юриех çĕр çине выртса йăваланнă-çке. Ашшĕ, ывăлĕ çине арăмĕнчен вăрттăн ăшшăн пăхса, куç хĕснĕ. Вăл Сахар епле «выляни-çапăçнине» тахçанах сиснĕ, ывăлĕ урамра «вылянă» вăхăтра арăмне е вăлтса ăçта та пу-лин ăсатнă, е, ăсатаймасан, сăра ĕçтерсе юрлаттарнă.

Кĕçех Сахар кĕтмен çĕртен тăлăха юлнă. Унăн ашшĕ, аллăсене çитнĕскер, хĕллехи вăхăтра мунча кĕнĕ хыççăн çур витре сивĕ сăра ĕçнĕ те, ӳпкине шăнтса, темиçе кун хушшинче çĕре кĕнĕ.

Унăшки вилсен, Круни карчăк вунпĕрти ывăлне, «çын пултăр» тесе, хăйĕн тăванĕсем патне Якальне леçсе хăварнă. Тăван куккăшĕсем ачана çулла та, хĕлле те нумай ĕçлеттернĕ, айăпсăрах тӳпелесе, хĕртсе асаплантарнă. Çулла, суха вăхăтĕнче Сахара ĕç вăкăрĕсем хыççăн çӳреттернĕ. Акапуç тытса пыракан Темен куккăшĕ хаяр кăмăлĕпе Круни аппăшĕнчеп те ирттернĕ. Вăл ытларах вăкăрсене мар, ачана пушăпа тивретнĕ, апат тăраниччен çиме паман, çывăрас вăхăтра çĕрĕ-çĕрĕпе вăкăр пăхтарнă. Пĕчĕк Сахар çав асаплă пурнăçа икĕ çулталăк хушши тарăхса, макăрса тӳснĕ. «Кукка» сăмахпа «Темен» ята вăл ĕмĕрлĕхе курайми пулнă.