Выбрать главу

Якальтен киле тарса таврăннă пулĕччĕ Сахар, анчах амăшĕ ăна, пыркаласа каймассерен, куккăшне итлеме, пăхăнма хуша-хуша хăварнă. «Вăл санран çын тăватех», — тенĕ. Круни карчăк ывăлĕн хурлăхлă, асаплă пурнăçне пĕлнĕ пулсан, тен, хăех ăна килсе илсе кайнă пулĕччĕ. Анчах унăн ывăлне тĕпчесе ларма яланах «вăхăт çитмен». Якальне пĕр-пĕр уява çеç пынă вăл. Пӳрте кĕнĕ-кĕменех юрлама пуçланă, ĕçнĕ, унтан хăнана çӳресе арçынсемпе харкашнă, çапăçнă. Вара урăлса çитичченех киле таврăнма васканă. Аçта унта ывăлĕпе шăкал-шăкăл калаçса ларасси!

Тата мĕн вăхăт тӳсмеллеччĕ-ши ачан, анчах ун телейне пĕррехинче тĕнче пĕте пуçланă. Çу уйăхĕн вĕçĕнче тăркăнтăрла хĕртсе пăхакан ырă хĕвеле усал вупăр кăшлама тытăннă. Кун тĕттĕмленсех ларнă. Хирти çынсем, «тĕнче пĕтет» тесе, кăшкăрса таçталла чупнă. Вăкăрсем те хăрушшăн мĕкĕрсе тĕрлĕ еннелле ĕрĕхме пăхнă, чĕн пичевсене арпаштарса çыхлантарса пĕтернĕ. Сахар куккăшĕ — хаяр Темен те, пуçне икĕ аллипе хупласа, вăкăр пек мĕкĕрсе, юпах тпха евĕр таçталла тапса сикнĕ.

Вунвиççĕри Сахар, хăй çав тери хăраса ӳкнĕ пулин те, амăшне юлашки хут курса юласчĕ тесе, Чулçырма еннелле чупнă. Ашрн сисĕм ăна акнă анасем урлă, Куçминккана та кĕмесĕр, тӳрĕ çулпа, лаша çулне темиçе çухрăм кĕскетсе, чуптарнă. Çул тăршшĕпе куççуль юхтарса чупнă ача. Хĕвел каллех хĕртсе пăха пуçланине, кун çĕнĕрен çутăлса кайнине курман, сисмен вăл, çапах, урапа сулĕ çине тухса, макăрма чарăннă, чупасса та хушăран канкаласа чупа пуçланă. Çурма çултан иртсен, мĕскĕи ача кĕтмен çĕртен амăшне тĕл пулнă. Круни карчăк та, кун çути хупланма пуçласан, хиртен киле мар, Якаль еннелле чупнă. «Ывăлăма юлашки хут курса юласчĕ!» тенĕ вăл та. Ывăлĕпе амăшĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр ыталашса, макăрашса киле таврăннă.

Сахар килте те чĕтреме, хушăран ĕсĕклесе илме чарăнман. Тин вара Круни карчăк ывăлĕ çине тăрă ăстăнпа, тимлĕ куçпа пăхма пуçланă, ачана пуçран ачашласа, ун пурнăçĕ пирки тĕпчеме тытăннă. Халĕ Сахар ним пытармасăр пĕтĕмпех тĕрĕссппе каласа панă. Амăшĕ ывăлĕн пуçне ыталаса итлесе ларнă вăхăтра хăй те чĕтреме пуçланă, ĕсĕклесе макăрнă, юлашкинчен çĕнĕ юрă юрласа янă. Хурлăхлă та савăнăçлă пулнă ун çĕнĕ юрри. Круни карчăк юрланине итлеме ырă хĕвел усал вупăра çĕнтернĕшĕн савăнакан халăх пухăна пуçланă…

Çакăн хыççăн Круни карчăк ывăлне килтех хăварнă, ăна ал ĕçĕсемпе айкашма чарми пулнă. Хĕлле раштав уявне Круни Якальне кайса килнĕ. Унта вăл ывăлĕн парăмне кăштах тавăрнă. Шăллĕне ӳсĕртиччен ĕçтернĕ те, чышкăпа тӳпелесе, пушăпа хĕртсе, патакпа çапса чĕп-чĕр юн туса хăварнă.

Хĕвеле вупăр кăшлани Сахаршăн тспĕр енчен те усăллă пулнă. Круни карчăк хĕвел вупăра çĕнтерни çинчен хурлăхлă та савăнăçлă юрă юрланă чух Таймансен пӳрчĕ умне Мăрзабай Тимушс пырса тăнă. Юрă пĕтсен, вăл Сахара чĕнсе тухса хăйсем патне илсе кайнă. Тимуш ачаран Якалĕнче епле тĕнче пĕтни çинчен ыйтса пĕлнĕ, унтан, тула тухса, чӳрече хупписене хупнă. Пӳрте таврăнсан, вăл лампа çутса янă, вара пĕр аллине глобус, тепĕр аллине хура çип çăмхи тытнă та хĕвел мĕншĕн тĕттĕмленнине ăнлантарса панă. Тавçăруллă та тĕпчевçĕ ача пĕтĕмпех ăнланнă, ăнланнă та, Темен куккăшĕ, вăкăрĕсене пăрахса, хăй вăкăр пек мĕкĕрсе янине аса илнĕ, йăл кулса янă. Сахар вулама вĕренесшĕн пулниие пĕлсен, Тимуш ăна букварь кăтартнă, çавăнтах хăшпĕр саспаллисемие паллаштарса, кĕнекине ачана парсах янй.

— Вĕрен, никамран та ан хăра, маи пата килсе çӳреме ан имен, хут вĕренме пулăшăп сана, — тенĕ Тимуш юлашкинчен.

«Тĕнче пĕтнĕ» кун Сахаршăп чăп телейлĕ кун пулнă.

Кĕнеке вуласа, Тимук пиччепе час-часах калаçса, ӳссе çитĕнекен Çветтуй Сахар хăй сисмесĕрех çылăхлă çын пулса тăнă, турра ĕненми пулнă. Круни карчăк, ку тĕнчери пурнăçа ытларах юратаканскер, леш тĕнче пурриие питех шанман пулас. Типĕ тытман вăл, чиркĕве çӳресех кайман, ывăлне те «вырăс туррине» ĕненме хистемен. Çав вăхăтрах ăна чăваш туррипе Киремете хисеплеме хушнă.

Авлăнас вăхăт та çитнĕ ĕнтĕ Сахаршăн. Унран лайăх каччă урăх çук та пуль: шорннк та атăçă вăл, столяр та платник, кăмака купалама та пултарать. Йăваш та ĕçчен йĕкĕт. Апла пулин те çавнашкал пархатарлă качча кăмăллакан хĕр Чулçырмара тупăнмаи курăнать. Тен, каччине кăмăлланă та пуль, анчах ун амăшме пĕри те ырламан, пулас хаяр хунямаран хăранă. Хĕрсен ашшĕ-амăшсем те çаплах шутланă ĕнтĕ. Ĕçкĕре çуйăхакан, арçынсемпе çапăçакан карчăкпа никамăн та хурăнташланас килмен, унăн евчисене йышăнман. Круни карчăк куншăн ытлашши кулянман, Якальтен пĕр йăваш тăлăх хĕр тупса килнĕ те ывăлне евчĕсемсĕр-туйсăрах авлантарнă, чиркӳре венчет тунипех çырлахнă.