Выбрать главу

Тепĕр чух ют енчен килнĕ пĕр-пĕр чаплă пуян шорника хăйĕнпе илсе кайнă та килĕиче ĕçлеттернĕ. Пĕр-ик уйăх ют енче ĕçлесе киле пысăк укçаиа таврăнсан, Сахар яланах хайхн ĕçкĕ эрни пуçласа янă. Çав путсĕр эрнене хăй темшĕн «Тасалăх эрни» е «Мунча эрни» тенĕ.

Ялти купцасем, лавккаçăсем, тĕрлĕ пуян та паллă çынсем шорника ют ение ĕçлеме кайса çӳренĕшĕн вăрçнă, кӳренпĕ, çавах вăл таврăнасса, хăйĕн «Мунча эрнине» ирттерессе тӳсĕмлĕ кĕтнĕ: пурпĕрех унран ăста шорник тупаймăн.

Ку енчи Букпн помешик та илтнĕ иккен чаплă шорник çинчен. Çĕнĕ ăратлă тройка туяннă хыççăн тĕрлĕ хăлтăрмаллă, çутă тӳмесемпе хитрелетнĕ кутлăх-йĕвен тума çав шорника чĕнтерме хушиă. Лешĕн шăпах «Тасалăх эрни» пуçланнă пулнă-мĕн. Улпут ыттисем пек шорник хăех урăласса тӳсĕмлĕн кĕтмен. Вăл пристава ӳсĕр шорника урăлтармэ хушнă. Лешĕ ним тума аптранипе «тасалакан» Сахара тĕрмене хупнă. Сивĕ подвалра Сахар час урăлнă, Вара прнстав вăхăтсăр «тасалнă» шорника конвойпа улпут патне ăсатнă.

Виçĕ тус пулнă Сахарăн Пасарлăялта. Пĕри чăваш, хăйпе пĕрле килнĕ Кăяш Тимкки, тепри вырăс, Кирилл Мороз ятлăскер. Вăл Кăяш Тимкки пек килсĕр-çуртсăр, çемьесĕр çын, Тимкки пекех сасартăк ялтан тухса каять те çанла сасартăках таçтан килсе тухать. Виççĕмĕшĕ — тутар усламçă. Гильмитдин Багаутдинов. Вырăссем тутар ятне кăшт кĕскетнĕ: Гильми Батинов тесе чĕнекен пулнă. Чăвашсемшĕн вара вăл Кĕлми Пăтти пулса тăнă. Çав Кĕлми Пăттин арăмĕ çап-çамрăк. Вырăспа чăваш тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Тутарсен тĕнĕ, саккунĕ çапла иккен: вуникĕ çулхи хĕрачана та качча илме юрать.

Сахар хĕлле «çиçĕм» лампа çутипе çĕрле те ĕçлет. Вуник çулхи ывăлĕ, Рамаш, ашшĕне чĕн касса, çип пĕтĕрсе пулăшать. Çавăнтах Сахар тусĕсем, виççĕшĕ те пухăнса, хăйсем хушшинче сăмах пуçласа яраççĕ. Такамран асăрханса, вырăсла мар, е тутарла, е чăвашла калаçма тăрăшаççĕ хăйсем. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳресе, усламçă чăвашла лайăх калаçма вĕреннĕ. Кирилл Мороз тутарла пĕлет, чăвашла калаçнине те ăнланать. Кăяш Тимккипе Кĕлми Пăтти часах тавлашса каяççĕ. Кирнлл Мороз вĕсене хĕтĕрткелесе ларать. Хуçа ĕçлет. Те илтет вăл çынсем мĕн шавланине, те илтмест те — калаçăва нихçан та хутшăнмасть.

Рамаш вара хăлхине чанк! тăратса итлет. Кĕлми хăйĕн Магометне мухтать, Христоса хурлать. Кăяш Тимкки Магометне те, Христосне те хурлать. Тĕн пирки калаçма тытăнсан, яланах хирĕçеççĕ вĕсем. Патша пирки калаçнă чух хирĕçмеççĕ вара. Патшине иккĕшĕ те хурламаллипех хурлаççĕ. Рамаш та, ашшĕ пекех, шăпăрт ларать, анчах шухăшлама юрать-çке. «Кĕлми пиччен арăмĕ çамрăк, çавăнпа Магометне мухтать вăл», — тет хăй ăшĕнче.

Кăяш Тимкки пĕр хĕл хĕлĕпех Пасарлăялта пурăннă. Анчах вăрçă пуçланас умĕн ăна стражниксем таçта тытса кайнă. Сахар иатĕнче арестленĕ ăна. Илсе кайнă чух Тимкка Сахара виçĕ сăмах çеç чăвашла каласа хăварнă: «Сиввипе пăттине систер», — тенĕ. Систернĕ те пулĕччĕ Сахар, анчах тутар усламçă та, Кнрнлл Мороз та, унчченех ялтан кайнăскерсем, Пасарлăяла урăх таврăнман.

Çав виçĕ тус — тутар, вырăс, чăваш — Сахарăн ахаль те канăçсăр чĕрине тата ытларах хускатса хăварнă.

Виççĕшĕ те пухăнса шавланă вăхăтра Сахар шарламасăр нтлесе ларнă. Анчах Тимккапа иккĕшех юлсан (Рамаш çук чух) вĕсем иумай калаçпă. Тимкка хура халăхшăн тăрăшнине, çавна пула тĕрмере ларса курнине пĕлет-ха Сахар. Анчах Кирилл Мороз та çавăншăнах влаçсенчен тарса, пытанса пурăнать вĕт. Çапах весем хушшинче килĕшӳ çук. Революционерсем хушшинче те уйрăмлăх пур иккен. Мороз хресчене мала хурать, Кăяш — рабочие. Рабочн класс кăна ытти ĕçхалăхне ертсе пыма, революци тума пултарать, тет.

Кĕлми хăй революционер яхăнне пырайман. Анчах Кирилл Морозпа Кăяш Тимккишĕн шанчăклă çын пулнă вăл, иккĕшне те, хăй усламçă ĕçĕпе ялсем тăрăх çӳренĕ чух, кирлĕ çынсемпе çыхăнма пулăшнă.

Сахар та икĕ революционер патне Кĕлмирен ытларах çывхарайман. Вăл Кĕлми пек хăйĕн ирĕклĕхĕ пирки çеç çуннă. Укçаран вăйли тĕнчере ним те çук тесе шутланă вăл. Тайман Сахарĕ пуйса тĕрлĕ йывăрлăхраи, пусмăрлăхран хăтăлма, ирĕке тухма ĕмĕтленнĕ. Çав ĕмĕтпе Пасарлăяла куçса килнĕ те.

Çук çав, мĕн чул ĕçлесен те хăвăн ĕçӳпе кăна пуяймăн. Çавна Сахар та нурăна кнле самях ăнкарчĕ ĕнтĕ.

Çулсем иртсех пыраççĕ. «Çулсем тавалла — ĕçсем анаталла», тенине аса илчĕ Сахар, тата хăнĕн сăмахне те çавăрса хучĕ: «Вăтăртан иртсен çĕнĕ ĕçе вĕренеймĕн, хĕрехрен иртсен, кăмака çикчен кăпăр-капăр анаймăн».

Хĕрĕхе çитесси те ннçех мар, тата икĕ çул кăна юлнăччĕ. Çав вăхăтра кăвак билетлă çамрăк мар Сахара та салтака илсе Тĕрĕк фронтне ăсатрĕç.

Ашшĕне ăсатнă чух Сахарăн аслă ывăлĕ Рамаш çапла каларĕ: