Выбрать главу

Рамаш çур çĕр тĕлне тин таврăнчĕ.

— Юрĕ-çке, — терĕ ашшĕ «лăпкă» сасăпа. — Тăват ураллă лаша та тепĕр чух такăнать. Асаннӳне хунă çав эсĕ. Унăн мăнаçлă кăмăлне палăртрăн пулать.

— Эс мĕн пирки, атте? — айванла тĕлĕнсе ыйтрĕ ывăлĕ.

— Ара, сăмах чĕнмесĕр тухса кайрăн-çке. Кӳрентĕн пулать.

— А-а, эпĕ учитель мана каçхине кĕнеке илме пыма хушнине сасартăк аса илтĕм. Хăй çавна маннă курăнать: Пăсар вĕçне тухса кайнă. Эп ăна кĕтсе лартăм, вăл çаплах таврăнмарĕ.

«Çук, асаннӳне те, аçуна та хуман эс. Асаннӳ пилĕк минутран сивĕнетче, эпĕ çур сехетсĕр лăпланаймастăп. Эсĕ, ав, тăватă сехетрен тин мĕн пулнине «маннă». Вун тăваттăрах çапла хăтланатăн, — пĕр хурланса, пĕр савăнса шухăшларĕ Сахар. — Ачана Темен кукка мана патакпа вĕрентнĕ пек мар, урăхларах вĕрентмелле çав. Кашни ачан — хăйĕн екки-кăмăлĕ».

Вунпĕре пуснă Рамаш Пасарлăялта аптраса ӳкмерĕ, хăйне хăй çакăпта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Вырăссем кунта чăвашпа ылмашсах ларса тухнă. Чăваш ачисем вырăс ачпсемпе нĕрле выляççĕ. Çапах вырăсла кăйттăм калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене шкула яманни хăртать.

Рамаш кунта киличчен вырăсла пĕлнĕ сăмахсене те вырăнлах калаймастчĕ. Çавăнпа вăл çĕнĕ çĕре килнĕ-килменех вырăс ачпсемпе хăй ăссĕн паллаша пуçларĕ: «Вырăсла калаçма часрах вĕренесчĕ!»

Рамаш ытти чăваш ачисем пек вырăсла пĕли-пĕлми калаçма хăраса, вăтанса тăмарĕ. Пĕр-пĕр сăмаха вырăнсăр калани темех мар. Вырăс ачисем, ан тив, кулччăр. Ахăрса кулни сиен мар-ха вăл. Тепĕр чух сăмахсене юри арпаштарать Рамаш, пĕле тăркачах «сильный» тес вырăнне «богатый» тет. Вырăс ачисем кулма тытăнсан, вăл ăилантарса парать тата:

— Чăн вăйлă çынна «богатырь» теççĕ. Çапла мар-и?

Вырăс ачисем хăшĕ шухăша каяççĕ: «Чăнах та!»

Кĕçех Рамаш вырăс юлташĕсемпе вырăнсăр каланă сăмахсем пиркн пер вăйă пуçласа ячĕ. Рамаш тахçанах асăрханăччĕ-ха: хăшпĕр вырăс сăмахĕсен пирвайхи сыпăкне кăшт çеç улăштарсан, пачах урăх пĕлтерĕшлĕ сăмах пулса тăрать: по-шел (кайрăм), при-шел (килтĕм), на-шел (тупрăм)…

Пĕррехинче Рамаш вырăс ачисемпе ял вĕçĕнчи кулккана палан татма кайрĕ. Хутаç е пĕр-пĕр савăт илменччĕ хăй. Нихçан та аптраман ача халĕ те аптраса тăмарĕ, палан çырлине кĕпе аркине татса тултарчĕ. Анчах пĕр тĕмĕрен такăнса çырлине тăкса ячĕ те:

— А я калину… насыпал, — терĕ хурланса. Вырăс ачисем кулса ячĕç.

«Малтанхи сыпăкĕ вырăнлă пулмарĕ çав», — тавçăрчĕ Рамаш.

— Ну, по-сыпал, от-сыпал, под-сыпал… Мĕнле каласан тĕрĕсрех пулать вара? Ну чĕлхе те сирĕн! — çилленнĕ пек каларĕ Рамаш.

— Рассыпал тесен, тĕп-тĕрĕсех пулать, — терĕ Яшка.

— Раз-сыпал, два-сыпал, три-сыпал… Çапла-и? Çук ĕнтĕ раз-сыпал мар, про-сыпал пултăр, — хуравларĕ чăваш ачи.

Вырăс ачисем савăнса ихĕреççĕ. Рамаш ытти сăмахсенче те пирвайхи сыпăка вырăнсăр улăштарма пуçларĕ. Пĕр лачака урлă каçнă хыççăн ачасем йĕпеннĕ урисене типĕтме кĕрхи хĕвел ăшшине ларчĕç. Кăшт ларсанах чăваш ачи:

— А у меня ноги уже от-сохли, — терĕ.

— Просохли, — кулса тӳрлетет Яшка. — При-сохли, — ахăлтатать Рамаш.

Вăйă пуçланчĕ те. Вырăс ачисем çавна час тавçăрчĕç. Яшка хутаçран çăкăр сăмси кăларчĕ, ăна пекĕпе тĕллесе:

— Хочешь, за-режу, — терĕ.

Вара ыттисем те кулăшла сыпăксем шыра пуçларĕç…

Ют чĕлхене çăмăл вĕренекен ача, çимĕк иртсен вырăс ялне килнĕскер, хĕле кĕнĕ çĕре вырăсла самаях таса калаçа пуçларĕ. Хăш чух кăшт тытăнса тăрать çеç: вырăнлăрах сăмах е тĕрĕсрех приставка шырать.

Пасарлăялăн тавралăхĕ питех мар та, Рамаша килĕшет. Чăваш вĕçĕ çумĕнчех — паланпа çĕмĕрт кулкки. Пĕр-ик çухрăмра икĕ юманлăх лаптăкĕ пур. Вĕсен çывăхĕнче — икĕ ту тĕмески. Курган теççĕ вĕсене. Ял çумĕпе Тригенник ятлă пĕчĕк шыв юхса выртать. Пĕчĕк пулин те, вăл, Чăваш вĕçĕнчен кăшт анаталларах пĕвенĕскер, ку тĕлте Тук шывĕ пекех курăнать: анлăшĕ те, тарăнăшĕ те çителĕклĕ. Шыва кĕме, пулă хыптарма ăнăçлă вырăнсем пур. Тăван Тук шывĕ те инçех мар иккен, ялтан пĕр пилĕк çухрăмра çеç. Ку енне хальтерех куçса килнĕ чăвашсем Тригенник сăмаха çавăрса калайман, хăйсем юханшыв валлн чăвашла ят шыраса тăман, ăна Çырма тенипех çырлахнă.

Пасарлăялăн мăн урамĕ Рамаша шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вĕçĕмсĕр вăрăм та тӳп-тӳрĕ вăл, чăваш урамĕ пек шăп хуркайăк çулĕ тăрăх тăсăлать.

Çапах та Пасарлăялăн чăн пысăк тĕлĕнтермĕшĕ — Пасар вĕçĕ. Çуртсем кунта ытарайми хитре. Чиркӳ умĕнчи пысăк тăваткал лаптăкра — шутсăр лавкка-магазин.

Рамаш, çĕнĕ юлташĕсемпе Пасар вĕçне пирвайхи хут кайса килсен, ашшĕне хуйăрларĕ: