Выбрать главу

— А-а, шорник ывăлĕ, Тайманкин! — палларĕ купца ĕç шыракан çамрăк йĕкĕте.

— Çук, Тайман-кин мар, Тайман-ов эпĕ, — çирĕп сасăпа хуравларĕ Рамаш, лавккаçăн çуланса тăракан куçĕнчен пăхса.

— Епле… Епле вара? — тăрăхласа ихĕлтетрĕ купца. — Аçу, значĕт, Тайманкин, эсĕ, значĕт, Тайманов пултăн-и? Ай, йӳрĕк те эс, ача! Ай кудесник-чудесник, пăх-ха эс ăна!..

Анчах Рамаш чăваша мăшкăллама пăхакан купцана тепĕр май тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:

— Сывă пулăр эппин, — терĕ вăл, çурăмне кăтартса.

— Стой! — хĕрарăм сассипе çухăрса ячĕ лешĕ. — Ешĕл эс чăнахах ултă чĕлхе пĕлетĕн пулсан, хуть Раманов тесе чĕнĕп сана. Пожалстă, господин Тайманов. Чĕнни мĕн вăл! Пĕлессӳ килсен, çавăн пек хут туса пама пултарап. Сăмахпа кăна мар, пачпăрт тăрăх Тайманов пулăн вара.

Хут пирки, тен, купца шӳтлесе кăна каларĕ пуль ун чух. Анчах Рамаш хăйĕн хушаматне, чăнах та, кăшт урăхлат-ма шухăш тытнăччĕ-ха. Вырăссене мăшкăллă Тайманкка ята ан астутартăр тек. Тайман ятран тухнă хушамат вырăс чĕлхи законĕпе Тайманов пулмалла.

Хутне те тума пулчĕ Еликов, ĕç укçи пирки те хытса тăмарĕ. Мĕн кирлине час тавçăрнă чее купца. Пасара вьь рăсран пуçне тутар-пушкăрт, чăваш, мăкшă, хахул, нимĕç çӳрет. Кашнинпех ун тăван чĕлхипе калаçакан приказчик тупăш мар-и! Тавар илекенсен кăмăлне хăй енне çавăратех вăл.

Чăн та çапла пулни час палăрчĕ. Ултă чĕлхеллĕ приказчика кайран ытти купцасем илĕртме пăхрĕç. Еликов ăна вĕçертсе ямарĕ: тума пулнă хутне те туса пачĕ, ĕç укçине те хăех сăлтав тупса ӳстерчĕ.

Рамаш Мăрзабая мунча хыççăн чей ĕçнĕ чух каласа пани пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс. Ашшĕ хальтерех килсе кайни çинчен те асăнчĕ йĕкĕт, вăл большевик пулса тăни çинчен çех шарламарĕ.

Юлашки вăхăтра, ашшĕнчен нумай вăхăт çыру килменнине кура, Рамаш хытă пăшăрханма пуçланăччĕ. Тайман Сахарĕ никам кĕтмен-шутламан çĕртен киле таврăнчĕ. Пĕр уйăха отпуск панă ăна. Анчах ун пирки арăмне шарламарĕ салтак, ик-виç кунтанах каймалла терĕ. Ма апла пулнине ывăлне çеç тĕрĕссипе каларĕ.

Халĕ Рамаш ашшĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсене пĕтĕмпех ăнланчĕ ĕнтĕ. Каяш Тймкки большевик пулна иккен, Кирилл Мороз — эсер. Ашшĕ ун чух Тимккана ытларах шаннă пулин те, иккĕленнĕ. Фронтра тин ун куçĕ уçăлса, пуçĕ тасалса çитнĕ. Килтен халех кайма большевик тивĕçĕ чĕнет ăна. Анчах каялла, Тĕрĕк фронтне, таврăнмасть вăл. Вĕсем, большевиксем, миршĕн кĕрешеççĕ иккен. Халĕ салтак Самара васкать. Унта большевиксен комитечĕ хушнипе чăваш салтаксем хушшинче ĕçлеме тивет унăн.

Кăçал каллех ял вĕçĕцче ывăлĕпе уйрăлнă чух Сахар унпа уççăнрах калаçрĕ:

— Сана калама мансах кайнă. Пирĕн Тимкка, Авандеев юлташ, таврăннă вĕт. Катари ссылкăра, таçта Çĕпĕр тĕпĕнче, пысăк революционерсемпе пĕрле пулнă вăл. Вĕсенчен пĕрне, Куйбышев юлташа, Тимкка пиччӳ тарма пулăшнă, каярах хăй те Çĕпĕртен шăвăнма май тупнă. Революци пулнă çĕре, Самара, çитнĕ вăл, унта ссылкăри юлташне тĕл пулма ĕмĕтленнĕ те, тĕл пулайман. Вара Тимкка хамăрăн кĕпĕрне хулине, Оренбурга, васканă. Халь çавăнта ĕçлет. Куйбышев юлташ Самарти большевиксене ертсе пырать. Ссылка хыççăн пĕрне-пĕри курман-ха вĕсем. Вăхăт çук. Эпĕ те ак килтен кайма васкатăп. Тепĕр революцишĕн кĕрешетпĕр. Чăн-чăн революци туса, буржуйсене мар, рабочисемпе ĕç хресченĕсене ирĕке кăларас пулать. Буржуйсемпе помещиксене тĕпренех кăкласа ывăтмалла. Пролетариатăн çулпуçĕ Ленин юлташ çапла вĕрентет пире.

Рамаш çав ята ашшĕнчен пуçласа илтрĕ. Унччен илтмен çĕнĕ ят ун хăлхинче тăруках чарăнса тăраймарĕ. Кăçалхи тĕрлерен çĕнĕ ятсем хушшинчен уйăрса илеймерĕ ăна ăстăнпа тин аталанса пыракан çамрăк йĕкĕт.

Çапах ашшĕ сăмахне лайăх ăнланчĕ Рамаш. Нумайăшне, купцасен пурнăçне çывăхран сăнаса, хăех ăнкарнăччĕ вăл. Халĕ ашшĕн сăмахĕ «çиçĕм» лампа пек пур тĕттĕм кĕтесе çутатса пачĕ.

Туслăх

Рамаш Трашук патне хăнана килнĕренпе икĕ эрне çитрĕ ĕнтĕ. Кунсем çурхи шыв пек хăшĕ шăнкăртатса, хăшĕ лăпкăн юхса иртсе кайрĕç. Çанталăкĕ самаях савăнтарчĕ çак кунсенче. Аслати кĕрлекелерĕ, çумăр çукаларĕ, улăх чечекленчĕ, вăрман саркаланчĕ.

Икĕ тус таçта-таçта çитсе курчĕç: Тук тăрăх вăрманти сукмаксемпе тухăçалла та, анăçалла та çӳрерĕç, Чулçырма варĕпе çурçĕрелле Йĕнерлĕ ту патне çити кайса килчĕç. Кăнтăралла çеç çӳремен, вырăс енне каçса курман.

Шавлă та савăк кăмăллă çамрăк хăна сасси Мăрзабай килĕнче кăна мар, çĕрпӳртре те ян янрарĕ. Сăпанин пысăк хуйхăпа пĕркеленсе ларнă тĕксĕм сăнĕ якалма, çуталма пуçларĕ. Сӳнес патне çитнĕ пурнăçа та чĕртме пăхрĕ Рамаш. Вăл Трашукăн чĕмсĕрленнĕ асламашне кăмака çинчен антарчĕ, тула йăтса тухса, хĕвел ăшшине ешĕл курăк çине лартрĕ. Типĕтнĕ пулă пек хытса кайнă карчăка та чун кĕчĕ, ун шăлсăр тути-çăварĕ уçăлчĕ: