Выбрать главу

— Эй, ие путекки, намăшшăр, ан алхаш, — терĕ вăл, çурта пек сарăхса кайнă пӳрнипе Рамаша юнаса.

Трашукшăн Рамаш килнĕренпе çут тĕнчене чун кĕнĕ пек туйăнать. Тĕрĕссипе, Рамаш хăй те чĕрĕлсе кайрĕ тăван ялта, паян тин куç уçса илемлĕ çанталăка, кăмăллă çынсене курнă пек туйăнать ăна.

Ахăртнех, иккĕшĕн те пачах улшăнас вăхăт, каччă вăхăчĕ, çитрĕ пуль. Лере, Пасарлăялта, мар, кунта, Чулçырмара, тин тăруках мăнланнă-ши вара Рамаш?

Аплах мар ĕнтĕ. Рамаш ашшĕне вăрçа ăсатнă чух каланă сăмах тĕрĕсех. Çĕрĕ-çĕрĕпе «çиçĕм» лампа çутипе кĕнеке вулани харама кайман. Кăяш Тимккин вăрттăн вуламалли кĕнекисем уйрăмах шухăшлаттарнă ăна, ăстăнпа хăйĕн тантăшĕсенчен маларах çитĕнме пулăшнă. Майĕпен ун куçĕ уçăла пуçланă. Çут тĕнче те икĕ вĕçлĕ иккен: пĕр енче — «Пасар вĕçĕ», тепĕр енче — «Чăваш вĕçĕ»; пĕр вĕçре — пуянлăх, тепĕр вĕçре — чухăнлăх; пĕр вĕçре — усал, тепĕр вĕçре — ырă…

Тата çакна та асăрханă Рамаш: библиотекăран илсе вулакан кĕнекисенче, кашни кĕнекерех тенĕ пек, писательсем ытларах юратупа туслăх çинчен çыраççĕ. Çак икĕ туйăм пирки юлашки вăхăтра вăл час-часах шухăшла пуçларĕ. Туссем пур-ши ун? Çук мар. Анчах туслăх-и вăл! Кашни «туспах» ним мар çĕртен вăрçса кайма пулать.

Юрату тени мĕнле вара? Рамаш хăй кама та пулин юратса курнă-ши? Шухăшпа ку тĕле çитсен, сасăпах кулса ячĕ каччă. Хăйĕн пурнăçĕнче пулнă пĕр мыскараллă историе аса илчĕ. Унччен Рамаш хĕрачасене вăрçтарнă çеç. Хальхинче вăл кĕтмен-шухăшламан çĕртен çĕнĕ библиотекаршăна сасартăк юратса пăрахрĕ. Майра хĕрĕ çап-çамрăк пулин те, ăна Татьяна Николаевна тесе чĕнеççĕ. Анчах хальччен тутанса курман, чуна канăçсăрлантаракан туйăм вăраха пымарĕ.

Пĕррехинче кĕнеке илнĕ хыççăн Рамаш вырăнтан часах хускалаймарĕ, ун ури урайне çыпçăнса ларчĕ тейĕн. Çитĕнсе пыракан йĕкĕт хăй те сисрĕ-ха: хĕр умĕнче куç чакăртса тăни ырă мар. Çитменнине, юнашар тепĕр хĕр ларать, кунăн акамĕ пулас. Çапах Рамаш хăй ăссĕн вырăнтан хăпаймарĕ.

Татьяна Николаевна темшĕн хĕремесленсе кайрĕ те сивĕкрех сасăпа: «Эс мĕн кĕтсе тăратăн тата, чăваш ачи?

Пĕр-пĕр кирлĕ кĕнеке ятне мантăн-им?» — терĕ.

Рамаш тин тăна кĕрсе, пӳлĕмрен чупса тухрĕ. Çуллахи вăхăт. Пӳлĕм алăкĕ яр-уçăччĕ. Хыçра кулă чĕнкĕлтетрĕ.

Рамаш, хĕрсен куçне курăнми пулсан, чарăнса тăчĕ.

— Ак сан валли кавалер тупанчĕ те, Танюша, — илтĕн-чĕ пĕр сасă кулă витĕр. Унтан тепри:

— Ан та кала, Катюша. Иĕкĕт пулинччĕ хăть. Атту имшер те хăтсăр чăваш чĕппи. Каччăсем пĕлсен, кулма тытăнĕç тата.

Кӳреннинчен ытла çилленчĕ Рамаш. Тутлă туйăм çавăнтах сĕвĕрĕлсе кайрĕ. «Имшер те хăтсăр чăваш чĕппи кăтартăп эп сана, ĕмĕр манмăн», — çул тăршшĕпе çĕтĕлсе пычĕ вăл.

Кăтартасса ним те кăтартаймарĕ Рамаш Бабин купца хĕрне. Лешĕ Оренбургра вĕренет иккен. Çуллахи вăхăта каникула килнĕ-мĕн. Библиотекăра аппăш вырăнне пĕр уйăх ĕçлеме килĕшнĕ. Çавна пĕлкеленĕ хыççăн Рамаш пĕр уйăх кĕнеке улăштарма каймарĕ.

Çак кăсăк истори Рамаш Пасар вĕçне пурăнма куçас умĕн пулнăччĕ. Çитĕнсе çитекен йĕкĕтшĕн усăллă пулчĕ-ха майра хĕр сăмахĕ.

Еликов килĕнче пысăк тĕкĕр пур. Пӳртре пĕччен юлсан, Рамаш, тĕкĕр çине пăхса, хăйĕн сăнне сăнать. Чăнах та хăтсăр çав. Шĕвĕр сăмса, хуратут. Вăл та пырĕччĕ, пĕве кайманни хăртать тата. Çавăипа мăн кăмăллă майра «чăваш чĕппи» терĕ пуль.

Вара Рамаш пӳ-сăнра мĕн çитменнине хаклă тумпа çи-терес терĕ. Хуçан хушса панă «ĕç укçи» шăп вырăнлă пулчĕ. Саша черкес та йĕкĕте ку ĕçре хытă пулăшрĕ: канашпа та, çитмен укçана çитерсе те.

Хитре тумланма пуçлани пулăшрĕ вĕт йĕкĕте. Пасар вĕçĕнчи мăн кăмăллă каччăсем йышăнчĕç ăна, хĕрсем те ютшăнми пулчĕç: каç-каç унпа чиркӳ старостин хĕрĕ Маня çӳре пуçларĕ. Мĕн кирлĕ тата çамрăк йĕкĕте?

Çапах темĕскер çитмен çав ăна. Ашшĕне тепĕр хут «салтака» ăсатнă хыççăн Рамаш тăрук тăван яла хытă тунсăхланине туйса илчĕ. Трашукăн çур енне килнĕ çырăвĕ те аса килчĕ. Вара йĕкĕт хуçаран çимĕкчеи отпуск илчĕ те тăван яла вĕçтерчĕ.

Икĕ эрнерен Рамаш киле каяс пирки шухăшла пуçларĕ.

Тĕрĕссипе, тăван ялтан тухса кайма вăхăт çитнĕ те ĕнтĕ. Хуçа ăна çимĕкчен виç-тăват кун маларах таврăнма хушнăччĕ…

«Çимĕкчен эрне те юлмарĕ. Каясах пулать. Ыран юлашки хут пулă хыптарса юлас та, тепĕр кунне килелле тухса каяс. Çимĕк ярмунккине хатĕрленсе мана кĕте пуçларĕç пуль ĕнтĕ мăнтăр купца килĕнче», — шухăшлать Рамаш. Кĕçĕр те вĕсем шурăмпуç палăрнă çĕре тин Мăрзабай аслăкĕ çине хăпарса выртрĕç. Трашук яланхи пекех выртнă майăн харлаттарса ячĕ. Рамаш тӳпери çăлтăрсене тĕллесе шухăша кайрĕ. Тĕлĕнмелле. Улт-çичĕ çул хушши тăван ял пирки питех асанманччĕ. Халь ак темшĕн кунтан тухса каяс килмест. Мĕн тытса тăрать-ха ăна? Трашук-и? Туслăх-и? Пасарлăялта та туссем пур-çке. Пурах-и вара? Тен, çук та пуль. Чăваш вĕçĕнчисем мана пуçларĕç. Вырăс вĕçĕнчисем… Кам пур-ши унта, çав кăрккасем хуш-шинче? Чулçырмари пĕр-пĕр çăмăлттай Санька та вĕсенчен хаклăрах мар-и?