Выбрать главу

— Эп Фальшина мар, сана та парăнмăп-ха, — терĕ вăл, вырăса пĕр йĕкĕлтенĕ пек, пĕр мухтанă пек пулса. — Атя-ха, Илюша, юрин-юрин çапăçса пăхар. Эс мана питрен çупса илме тăрăшăн, эп — сана. Кам кама ытларах çупма ĕлкĕрет, çав çĕнтернĕ пултăр. Юрать-и?

— Юрать! — терĕ Илюша кăмăллăнах. Хăй çавах кăшт тĕкеĕмленчĕ. «Ку çивĕч чĕлхеллĕ чăваш ачи каппайчăк мар-и?» — шухăшларĕ ăшĕнче.

Анчах вăйă пуçлансан, вырăс ачи тĕлĕнсе кайрĕ. Епле хупланма тăрăшсан та, лешĕ питрен сăхса илет-илетех. Илюша хăй пĕрре те çупаймарĕ йăрă йĕкĕте. «Çук; Фальшина парăнмасть ку», — тесе шухăшларĕ вăл…

Филька пулă тытма юратмасть. Икĕ хастар пулăçă хушшинче ларса йăлăхтарчĕ ăна. Иккĕшĕ те шăпăрт ларма хушаççĕ тата. Тунсăхласа кайнипе Филька ура çине тăрса çырана хăпарчĕ.

— Спирка, наших бьют!.. — сасартăк çухăрса ячĕ вăл.

Спирка вăлта хуллине шыва пăрахса çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах лере нимĕскер «бьют» та çук иккен. Чугунокпа унăн çĕнĕ юлташĕ Филькăран кулса тăраççĕ. Вара Спирка, ку услап мана юриех улталарĕ тесе, юлташне çилĕпех çыран хĕррине тĕртсе ячĕ. Лешĕ, чикеленсе, кусса, шыва кĕрсе ӳкрĕ.

Камшăн кулă, камшăн хуйхă пулчĕ. Макăрас патне çитнĕ Филька юлташне чышкăпа юнарĕ. Анчах Илюша вĕсене вăрçса кайма памарĕ:

— Атьсем! — терĕ вăл. — Кăçал никам та шыва кĕрсе курманччĕ. Атьăр-ха, паллашнă майпа пурте пĕрле шыва кĕрер. Эс, Филимон, кĕпӳ-йĕмне хывса çак, типĕт…

Пурте килĕшрĕç. Трашук вăлтисене пуçтарчĕ. Рамашпа Илюша кусем мĕн чухлĕ пулă тытнине пырса. тĕрĕслерĕç.

— Сахал, — терĕ Илюша. — Ни сана, ни мана.

Лешекки вырăсĕсем чăвашла калаçма пĕлмеççĕ. Анчах хăшпĕр чух уйрăм чăваш сăмахĕсене питĕ вырăнлă каласа хума вĕреннĕ вĕсем. Пĕрне-пĕри хытă кӳрентерес тесен чăвашла «ухмах!» теççĕ. Ытла сахал темелле чух «ни сана, ни мана» теççĕ.

Филька çапах юлташĕ ăна хур кăтартнине манман-ха. Вăл çарамасланнă Спиркăна, патакпа юнаса, хăйăрлă шыв хĕррипе шарлак еннелле чуптарчĕ. Иккĕш те ĕрĕхсе ним курмасăр чупаççĕ. Çывăхра майра хĕрĕсем çухăрни илтĕнчĕ. Вĕсем Тук урлă каçма пикеннĕ-мĕн. Шыв варрине çитнĕскерсем, çара пакартасене курнă та, юбка-сараппан аркисене алăран вĕçертсе, каялла тара панă.

Спирка та, çухăрса, тарăн çĕрте шыва сикрĕ. Филька ун хыççăн ыткăннăччĕ те, çавăнтах тăп чарăнчĕ. Ишме лайăхах вĕренеймен-ха вăл. Вара, каялла таврăнса, ăшăх çĕрте шыва выртрĕ те пĕчĕк ача пек шĕмпĕлтете пуçларĕ.

Трашук шыва кĕме пуринчен кая юлчĕ. Паянхи пек нихçан та кулса, савăнса курман вăл. Ку Рамашпа тем курăн çав. Çапăçма килнĕ вырăс ачисем темле чăвашран та лайăх юлташсем пулса тăчĕç.

Вăрманта тĕрлĕ кайăк хăйĕн савăнăçлă юррине шăрантарать. Авăс тăррисенчен çĕкленнĕ хура кураксем канăçсăр кĕриклетсе вĕçкелеççĕ. Хĕвел çуллахи пек ытлашши вĕриленсе кайман-ха, кăмăллăн çеç ачашласа хĕртет. Йывăç шăршипе чечек шăрши шыв сулхăнĕпе пăтранса çăмăллăн сывлаттарать, çамрăк кăкăра çĕклентерет. Çут тĕнче, сана. туйма пĕлсен, ытарайми хитре иккен эсĕ!

Трашук васкамасăр хывăнчĕ. Хĕвел ăшшипе ӳтне хĕртсе, çыран хĕррипе утса çӳрекелерĕ, урине шыва чиксе пăхрĕ: сивĕрех. Вара каялла чакрĕ-чакрĕ те, хытă чупса пырса, шыва шампăр сикрĕ. Сикрĕ те куçран çухалчĕ.

— Пĕтрĕ пĕр чăваш! — кăшкăрчĕ Филька, ăшăх çĕрте шĕмпĕлтетекенскер. — Çухалчĕ, пăхăр-ха, ачасем! — тепĕр хут кăшкăрчĕ вăл. Пурте ишме чарăнса çаврăнса пăхреç. Шыв çийĕ лăпкă, нимĕскер илтĕнмест, курăнмасть. Ачасем сывлăш çавăрмасăр, сасă кăлармасăр шыв тăрăх та, урлă та сехĕрленсе пăхкалаççĕ. Тин таçта шăмпăлт! туни илтĕнчĕ. Тук леш хĕрринчи хăмăшсем хушшинче Трашук пуçĕ курăнсах кайрĕ.

— Ай чăмать те кăвакал! — савăнса кăшкăрчĕ Илюша, сывлăш çавăрса лăпланнă хыççăн.

Рамаш пĕр кулнă пек, пĕр макăрнă пек ихĕрсе, хăмăш хушшинче йăл кулса ларакан Трашука чышкăпа юнаса ун еннелле ишрĕ. Лешĕ тарăнрах сывласа илчĕ те каллех чăмрĕ, аптраса унталла-кунталла пăхакан Рамашран пилĕк-ултă хăлаçра пуçне кăтартрĕ.

Филька, киленсе, ним тума пĕлменнипе ури-аллипе тапкаланса, шыв сирпĕтсе, сысна çури пек çухăрать. Илюша мăн сасăпа аслати кĕрленĕ пек ахăлтатать. Катаран ишсе килнĕ Спирка та ним пĕлмесĕрех Филькăпа Илюшăна кура ихĕрет. Чӳккукри тăрринче хĕвĕшекен хура вĕçен кайăксем каллех пăлханса кăшкăраша пуçларĕç.

Ырă хĕвел савăнса ăшшăн пăхать çĕрелле.

Юрату

Икĕ вăйлă туйăм кĕтмен çĕртен килсе çупăрларĕç Рамаш чĕрине — туслăхпа юрату. Юмахри пек хăвăрт килмерĕç-и вĕсем? Ирхине туслăх, каçхине юрату. Пурнăçра тепĕр чух юмахра çукки те пулать иккен.