Выбрать главу

Тата виçĕ кун пĕр самант пек иртсе кайрĕç. Çимĕкĕ ырантан тепĕр куи ĕнтĕ. Анчах Рамаш Пасарлăяла васкамасть-ха. Вăл Мăрзабай аслăкĕ çинче куçпа тӳпене тĕллесе, шăппăн шухăша кайса выртать. Чĕри юрлать ун: «Пулать, пулать, пулать… Пурнăçра юмахра çукки те пулать. Пулать мар, пулчĕ те ĕнтĕ».

Халь йĕкĕтшĕн çут тĕнче Чӳккукри таврашĕнче кăна. Унта шăнкăртатакан шарлак пур, шыв хĕррипе Чугун хушлăхĕ хушшинче тӳлек кĕтес пур, çăлтăрлă пĕлĕт пур… Оля-Улька пур. Тĕнчере урăх нимĕн те çук.

Виç-тăват кун каярах тĕнчере ннмле Оля та çукчĕ. Маня пурччĕ. Пасарлăялти Рамашпа çӳрекен хĕр. Тахăш вăхăтра тухса ӳкнĕ вăл каччă чĕринчен. Чăнах та, Маня пирки Рамаш пĕччен шухăшра та, Трашукпа калаçнă чух та — пĕрре те асăнмарĕ. Асăнмалах нимех те çук çав унта. Чиркӳ старости хĕрĕ, хăй те сарă çуртаран тунă пек: ӳчĕ-юнĕ çук тейĕн, сывлăш кăна. Маня çурта çути çеç вăл, Оля — хĕвел çути.

Епле вара тĕнче Ольăсăр пулма пултарнă халиччен? Палашнă кун Илюша пирвайхи хут асăнчĕ унăн ятне. Пĕрре каланипех астуса юлчĕ каччă палламан хĕрĕн ятне те, хушаматне те. «Пӳрнĕ япала çапла тăруках, пĕрре асăннипех чĕрене кĕрсе ларать иккен, — тесе шухăшлать халь каччă ун пирки. — Юратрăм пулать. Хăй мана юратать-ши? Маня пек, пирвайхи каçах «юрататăп» тесе каламарĕ çав. Мĕн тĕрлĕ çын пулать иккен тĕнчере! Утас пулсан — пăлан пек утать, чупас пулсан — çил пек вĕçет, юратас пулсан — вут пек çунтарĕ. Анчах кама?.. Мĕнле пулчĕ-ха, ăçтан çак хĕвел килсе çутатрĕ ман пурнăçа?»

Чăнах та, Рамаш чĕри тыткăна лекни мĕнрен пуçланса кайрĕ? Вырăс ачисемпе палашнă каç Рамаш Лешеккине кайма Трашука та чĕнчĕ. Килĕшмерĕ Трашук. Рамаша хăйне те кайма хушмарĕ, пурпĕрех сана унта Фальшинсем тӳпелеççĕ терĕ. «Кĕпер çук-ха, парома çĕрле çӳретмеççĕ, лерен епле таврăнăн?» — тесе те хăратса пăхрĕ. «Мĕне кирлĕ мана сирĕн паромăр? Шарлакпа çĕрле те каçма юрать пуль-ха!» — тавăрчĕ ăна Рамаш.

Тĕрĕссипе каласан, Тук леш енчи вырăс ялне ял темелĕх те çук — пĕр вăрăм урам та темиçе пĕчĕк хушлăх çеç унта. Çапах пысăк Мар йывăç чиркĕве çавăнта, вырăс енне, килсе лартнă. Ялта пĕртен-пĕр урам пулсан та, çав ураман ячĕ пур: Сухоречка. Чăвашла вăл Типçырма пулать. Анчах кунта типĕ çырми те, йĕпе çырми те çук. Хула çывăхĕнче Сухоречка ятлă пысăк ял пур. Лешекки вырăсĕ çав ялтан куçса килнĕ, теççĕ. Урам ятне çавăнтан илсе килнĕ пулать ĕнтĕ. Сухоречка тени хăшпĕр чух ял ячĕ пекех илтĕнет. Чиркӳ вĕçĕнче пурăнакан пуянсем, ют енче пулсан: «Эпир сухоречкăсем», — теççĕ вара.

Паромпа каçсан, Илюшăсен хушлăхне çитме питĕ инçе. Ял хушшисем çухрăм, тата çур çухрăм урампа тепĕр вĕçне çити каймалла. Çавна шутласа пăхрĕ те Рамаш, Лешеккине никам çӳремен çулпа каяс терĕ. Илюшăсен пӳрчĕ шарлак çывăхĕнчех.

Вырăса кайма хатĕрленнĕ чух кăшт тумланкаларĕ каччă: чие тĕслĕ сатин кĕпи аркине брюки айне чиксе ячĕ, Чăпар галстук çакрĕ, пиншакне те илĕп терĕ — каç сулхăнĕпе тăхăнма кирлĕ пулать. Трашук ăна Пăрутапăрне çити ăсатса ярса, хăй Чугун авăрне çитсе, çуйăн вăлти ярса хăварас терĕ. Ял вĕçĕнче каччăсене Кĕтерипе Наçтук тĕл пулчĕç. Трашук вĕсенй курсанах пуçне чиксе малалла ĕрĕхрĕ. Рамаш алă çĕклесе хĕрсене саламларĕ.

— Ăçта каятăр, салакайăксем? Пире те илсе кайăр, — куçне вылятса çăмах хушрĕ Кĕтери.

— Çуйăн тытма каятпăр, çерçисем. Çук, çук, сире илсе каймастпăр. Телей кӳместĕр эсир Трашука, çавăнпа вăл тарчĕ сиртен.

Тĕртсе каланă сăмаха Трашук тариăшăн айăпли мар, тепри сисрĕ. Пурпĕр Кĕтери хăй кăмăлсăрланнине палăртмарĕ, ним пулмаи пекех пакăлтатрĕ:

— Упа пек вăлтасăр тытатăр-и вара çуйăнне? Пулăç хатĕрĕсене илмен-çке эсир.

— Çуйăна мĕнле вăлтапа тытмаллине пĕлместĕр çав эсĕр, айвансем, — шăл йĕрсе тавăрчĕ Рамаш. Çак тĕлте Наçтук тутине пĕркелесе сăмах хушрĕ:

— Эс илтмен-им вара, Кĕтери? Пасарлăял каччисем галстукпа çуйăн тытаççĕ, тет.

Рамаша ун пек сăмахпа аптратаймăн:

— Тĕп-тĕрĕсех, Наçтук. Галстукпа хыптарсан, сирĕн пысăкăш çуйăн лекет, — терĕ те, юлташĕ хыççăн чупрĕ.

— Саншăнах чарăнса сăмах хушрăм вĕт. Мĕнле вара эс юратнă хĕртен курмассерен таратăн?! Капла ĕç тухаймасть сан, ача, — çĕтĕлчĕ Рамаш, _ юлташне хăваласа çитсен.

Хĕремесленсе кайнă Трашук хирĕç ним те чĕнмерĕ. Шарлак тĕлне çитсен, йĕкĕтсем пĕрне-пĕри ăнăçлăх сунса уйрăлчĕç.

Шыв урлă каçнă чух Рамаш пушмакне кăна мар, брюкине те хыврĕ — хăйĕн хитре тумне лӳчĕркесе пăсасран сыхланчĕ.

Яла çитсен, пирĕн каччă, хайхи, Ольăпа Илюшăсăрах паллашрĕ. Илюшăпа Спирка чиркӳ вĕçие Рамаша кĕтсе илме кайнă — Рамаш паромпа каçса килет тенĕ ĕнтĕ вĕсем.