Выбрать главу

Чугунов пӳртне тупма йывăр мар, вăл хушлăх вĕçĕнчен иккĕмĕш пӳртре, тăм пӳртре пурăнатăп, юнашар йывăç пӳртре Оля пурăнать тенĕччĕ.

Акă çав йывăç пӳртрен икĕ хĕр тухрĕç. Аслă урам еннелле кайма хатĕрленнĕскерсем, Тук енчен çын килнине асăрхарĕç те чарăнса тăчĕç. Çынни, çултан пăрăнса, тӳрех тăм пӳрт еннелле утрĕ. Хĕрсем тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ: çамрăк каччă, хула çынни. «Сан патна килмест-и ку? — терĕ пĕр хĕрĕ. — Юмахри пек: те пĕлĕтрен анчĕ, те шывран тухрĕ».

— Шывран тухрĕ пулсан, шыври пулать вара, — хуравларĕ тепри. — Чугун авăрĕнчен тухса Илюшкăна шыраса килет пуль.

Анчах каччи тăм пӳрте кĕмерĕ, сасартăк хĕрсем еннелле пăрăнчĕ. Оля (пĕри çавă пулнă), темçен хăраса ӳксе, юлташне малалла сĕтĕрчĕ. Каччи çав вăхăтра сăмах хушрĕ:

— Тархасшăн, ан тарăр манран, ырă хĕрсем. Сирĕнпе паллашас тенĕшĕн ан çилленĕр ĕнтĕ, — çапла калаçнă вăхăтра хăй мала тухса хĕрсен çулне пӳлчĕ. — Эпĕ Роман Тайманов пулатăп. Хĕрсем Рома теççĕ, чăвашсем Рамаш тесе чĕнеççĕ. Эсир куршак е чугун теме те пултаратăр, кăмакана çеç ан чикĕр.

Хĕрсем именсе ихĕлтетрĕç. Рамаш пĕрре пăхсах Олине палларĕ, çав самăнтрах тыткăна лекрĕ. Кун пек хӳхĕм хĕр халиччен курман вăл. Çавах чĕмсĕрленмерĕ. Чĕре вĕриленсен, тата хăюллăрах калаçать иккен каччă.

— Ятăрсене каламастăр. Ан калăр. Каламасăр та пĕлетĕп. Эсир, — терĕ Рамаш, Ольăна куçран пăхса (хĕрĕсем «эсĕ» вырăнне «эсир» тесе калаçнине халиччен илтсех кайман), — Оля Чернышова пулатăр.

Оля тĕлĕнсе кайрĕ, шăнкăртаттарса кулса ячĕ те, юлташне тĕртсе:

— Каларăм вĕт сана, шыври тесе, — терĕ, унтан Рамаша куçран вăтанмасăр пăхрĕ: — Эс Тук шывĕнче авăрта пурăнаканни пулатăн-и вара?

— Çук, шывра мар, вăрманта пурăнатăп. Арçури эп.

— Апла пулсан, ман ята та кала-ха, — терĕ Оля акамĕ.

— Сире тĕне кĕртнĕ чух пуп ӳсĕртерех пулнă. Сирĕн ятăра калама чĕлхе çаврăнаймасть…

— Пĕлет вĕт, — кулса ячĕ Оля, — чăнахах арçури вăл, Христя. Эп хăратăп унран.

— Эс каламан пулсан, пĕлместчĕ вăл ман ята. Ав çав каччăн ятне пĕлсен, вара чăнахах эс шыв урлă ура йĕпетмесĕр каçнине ĕненĕпĕр, — терĕ Христя.

— Çав, кунталла килекенни-и? Чимĕр-ха, ячĕ лайăх курăнмасть, — тĕттĕм çĕрте Рамаш Филькăна тӳрех паллаймарĕ. — Ку каччă… ав, пăхăр-ха, çамки çине çырса хунă: Фи-ли-мон!

Христя, айванскер, чăнах та хăраса ӳкрĕ. Оли хăравçă мар, ăспа та айван мар. «Ку йĕкĕт Фальшинсен е Медведевсен хăни пуль», — тесе шухăшларĕ вăл. Хăй, вĕри куçпа каччă чĕрине шăратса, куçран пăхрĕ. Рамаш: «Каçарăр, Оля, юрать-и?» — текелесе, Ольăна, сылтăм енчен тăрса, алăран çаклатса та илчĕ. Майра хĕремесленçе ӳкрĕ, анчах турткаланмарĕ.

— Асту, Оля, шывй илсе каять вăл сана! Хăрамастăн-и? — кăшкăрчĕ Христя, пĕччен тăрса юлнăскер. Çак вăхăтра Филька, чупса пырса, хĕр çăварне аллипе хупларĕ. «Ан çухăр, ухмах. Рома лайăх ача, ман тус вăл», — терĕ. Унтан хăй те хĕре алăран çаклатрĕ те малти мăшăр хыççăн илсе кайрĕ. Утса пынă май вăл Рамашпа хăйсем мĕнле паллашни çинчен пăшăлтатса каласа пачĕ. «Ан тĕлĕнтер! — терĕ хĕрĕ. — Чăваш ачи вырăсла çапла шеп калаçать-и?» Унтан каллех хăраса ӳкрĕ: «Васька килсен çапăçу пулать вара!»

Фальшин Васьки чăнахах та Ольăна шыранă. Акă вăл хушлăха килсе кĕчĕ. Пĕччен мар, Илюша каланă пек, виççĕн вĕсем. Хушлăх вĕçĕнчи мĕлкесене асăрхасан, виççĕшĕ те чарăнса тăчĕç. Ольăпа Рамаш никама та асăрхамаççĕ-ха.

Фальшин тӳсеймерĕ, юлташĕсенчен кăштах уйрăлчĕ те:

— Олька! Кил-ха кунта, сăмах пур, — тесе чĕнчĕ. Хĕр пырас пек туртăннăччĕ — Рамаш ăна алăран вĕçертсе ямарĕ. Пурте илтмеллех çапла каларĕ вăл:

— Сирĕн каччăсем хĕрпе культурăллă калаçма вĕренмен пулас. Каччă сирĕнпе калаçас тесен, йĕрке тăрăх, малтан манран килсе ирĕк ыйтмалла. Кĕçĕрлĕхе сирĕн кавалер — эпĕ.

Фальшин, çак сăмахсене илтсен, ним. тума аптрарĕ, Филька патне пычĕ те, пăшăлтатса:

— Кам вăл? — тесе ыйтрĕ.

Филька, хăй мĕнле хăравçă пулсан та, суйма никамран та хăрамасть, пĕр тытăнмасăр çаптарать:

— Эс Романа пĕлместĕн-и! Офицер вăл, халь кăна хуларан килсе çитрĕ. Чугуновсен çывăх хурăнташĕ, Ольăна та кăшт хурăнташ пулать. Илюшкăна кĕтсе тăратпăр. Илюшкăн амăшĕ килте çук та, амăшне шырама кайнă вăл.

Фальшин ĕненмĕччĕ, анчах лешĕ кавалерсен йĕркисем пирки каланине аса илчĕ те ĕненчĕ. «Офицерсемпех çыхланмасан та пырĕ. Килнĕ çын каять вăл. Ольăна хăйпе пĕрле илсе каймĕ-ха», — тесе шухăшларĕ. Вара юлташĕсене аслă урамалла ертсе кайрĕ.

— Ну тыттартăн та эс, — терĕ Христя, Фальшинсем кайсан. — Сана ĕмĕрне те ĕненмелле мар иккен. Халап чăпти эс, Филька!

Филька хăй мĕн халапланине халь хăй те ĕнене пуçларĕ.