— Тупата туршăн хуларан килнĕ вăл. Илюшкăн хурăнташĕ. Офицер тени пирки каласан, халь офицерех мар-ха, юнкер çеç, анчах кĕçех офицер пулать…
— Çитĕ ĕнтĕ, ан лапăртат. Сан пĕр сăмахна та ĕненме çук. Рома чăваш пулсан, ăçтан вăл Илюшкăн хурăнташĕ пулма пултарать? — терĕ Христя, каччине пӳлсе.
Филька хăй те тĕлĕнсе ӳкрĕ. Çапах пĕр суйма тытăнсан, чарăнаймасть вара вăл, вĕçне çитеретех. Чăвашпа хурăнташ пирки ак епле каласа хучĕ:
— Э, эс, айван, çавна та пĕлместĕн! Ара, Илюшкăн асламăшĕ чăваш пулнă вĕт, ăна Чугунсем Самлей ялĕнчен вăрласа килнĕ. — Çапла каланă хыççăн Филька чиркӳ вĕçнелле Илюшăсене систерме чупрĕ. Пĕччен юлнă хĕр аслă урам еннелле утрĕ вара.
Оля Фальшин ним хирĕçмесĕрех пăрăнса кайнă хыççăн çак чăваш каччинчен пушшех тĕлĕне пуçларĕ.
— Çук, эс чăваш мар. Ан кул манран. Мăшкăллатăн пулсан, çилленетĕп. Çилленсен вара…
— Мĕн пулĕ вара, çилленсен? — хĕре куçран пăхса тĕпчет каччă.
— Ним те пулмĕ. Эс мана урăх кураймăн, çав кăна. Кала-ха тĕрĕссипе: Медведевсен хăни мар-и?
— Медведевсен тĕлне те пĕлместĕп. Каларăм вĕт еире эпĕ Трашук хăни тесе. Вырăсла вăл Троша пулать-ха, — чăвашла — Трашук. Хитререх мар-и?
— Тражук, Тра-жук, Жук пулмасан, хитрехчĕ. Рамаш — хитререх, анчах вăл вырăсла пек илтĕнет, — терĕ хĕр. — Ман ят мĕнле пулать чăвашла?
— Ытарайми хитре. Улька пулать.
— Ульга. Ульга. Уль-га, — темиçе хут та каларĕ хĕр. Калать те хăйĕн сассине хăй тăнласа итлет. — Хитре. Вĕрент мана чăвашла калаçма, вара эс чăвашне ĕненĕп. Асту, ан ултала тульккă. Виçĕ сăмах эпĕ хам та чăвашла пĕлетĕп.
— Мĕнле сăмахсем?
— «Ухмах… »
— Лешсене каламасăрах пĕлетĕп: «ни сана, ни мана». Хĕрпе каччă иккĕш те кулса ячĕç.
Акă вĕсем Тук хĕррине çитсе тăчĕç. Рамаш пиншакне хывса курăк çине сарчĕ. «Ларăр çакăнта, чăвашла калаçма вĕрентем эппин», — терĕ вăл.
Хĕр турткаланса тăмарĕ. Каччă пиншакĕ çине те лармарĕ, ăна тирпейлĕн чĕркесе курăк çине хучĕ те хăй çĕрех урисене тăсса ларчĕ.
— Юрĕ. Вĕрент, арçури. Анчах вăрман чĕлхине вĕренейĕп-ши эп?
Каччă хĕр умне чĕркуçленнĕччĕ. Оля каллех унăн тумĕ пирки пăшăрханчĕ:
— Ак тата! Халь брюкине лӳчĕркесшĕн. Арçын ача мар-и! Çук ĕнтĕ, епле якалса килтĕн кунта, çаплипех таврăнăн. Кĕçĕрлĕхе, паçăр ху каларăшле, ман кавалер пултăн-тăк, юнашарах лар вара.
Çапла каларĕ те хĕр, сараппанăн шалпар аркине туртса курăк çине сарчĕ. Каччă хĕр çумне сĕвĕнчĕ вара…
Çапла паллашрĕç вĕсем пирвайхи каç. Каçĕ ирччен пычĕ. Шурăмпуç палăрсан тин хĕр киле таврăнма васкарĕ. «Анне Таллă ялне кайнăччĕ, ман ĕне суса кĕтĕве ăсатмалла», — терĕ.
Хăçан мĕн пулнине Рамаш путлĕ астуса та çитереймест. Мĕн пулни пĕтĕмпех пĕр каç пулнă пек туйăнать ăна. Апла мар çав. Пуласса пурте йĕркипех пулса пынă-ха.
Пирвайхи каç каччă хĕре чăвашла калаçма вĕрентрĕ. Тата Фальшин пирки те асăнчĕ Рамаш. Илюша ăна шăхăрма хушни çинчен каласа пачĕ. Хĕр çав каçах хăйĕн ялти каччи пирки калаçма именчĕ, сăмаха урăх еннелле пăрса яма тăрăшрĕ:
— Мана та шăхăрма вĕрент-ха, Рома, — терĕ ачаш сасăпа.
Унтан… Çук, ку тепĕр каç пулчĕ-çке е виççĕмĕш каç-и? Виççĕмĕш пуль, çĕркаç… Пĕр-пĕрне ытларах иленсе çите пуçланăччĕ вĕсем ун чух. Рамаш Фалыпин пирки кăшт кĕвĕçерех калаçрĕ, Ольăна унпа çӳренĕшĕн тăрăхланă пек пулчĕ. Çавăн чух хĕр калаçрĕ те вара! Хĕр сăмахĕсене каччă нихçан та манас çук. Вĕсем Рамаш хăлхинче халĕ те янăраççĕ.
— Эх, Рома, Рома! — терĕ ун чух Оля. — Эс чăнахах шыври е арçури пулас. Калаçма ăста эс, анчах ăстăну пиçсе çитмен пулмалла. Каччă кая юлса çитĕнет, хĕр пек мар. Сирĕншĕн — вăйă, пирĕншĕн е савăнăç, е хуйхă. Качча юратма васкамастпăр эпир. Юратнинчен юратманни лайăхрах та пуль. Калама та кирлĕ марччĕ сана, анчах темшĕн санпа чĕре уçса калаçас килет. Ырă кăмăллă çын пек туйăнатăн эс мана. Итле. Кулсан — кулăн, кулмасан — çын пулăн. Сирĕн, каччăсен, çĕр шухăш, пирĕн — пĕр шухăш, качча тухас шухăш. Тен, эп чăнахах Фальшин килне кайса пуçа чикĕп… Юратмасăрах… Халĕ, пĕлетĕн, кашни ялтах хĕрсем ватăлса ларчĕç. Вĕсен каччисем вăрçăра пуçĕсене хунă. Пиртен аслăраххисем такама та качча кайма хатĕр. Çавăнпа эпир те тиркешместпĕр, юрату килсе юна пăлхатасса кĕтсе тăмастпăр. Ялта кăмăла каякан каччă тупăнмарĕ маншăн. Илюшăна юратма пултарăттăм — çывăх хурăнташ вăл. Пупĕ те венчет тăвас çук.
Тата тепĕр сăлтав пур: пĕр сăнлă эпнр. Вăл та сарă, эп те сарă. Сан пек хăмăр куç пулсан, пупран ыйтса тăмăттăм. Эх, Рома, Рома! Чăваш хĕрĕсем мĕнле юратаççĕ-тĕр — пĕлместĕп. Вырăс хĕрĕ ĕмĕрне пĕрре юратать. Юратсан вара, никамран та вăтанмасть, савни хыççăн тĕнче хĕррине кайма хатĕр, тамăкран та хăрамасть…