Выбрать главу

— Эсĕ, каччăм, мана сăмса таран кăна вĕт! Йăтаймăн е шыва ӳкерĕн. Эпĕ, авă, курмастăн-им, пушмака юриех хывса хăвартам, халь ĕнтĕ хăвна йăтса каçатăп!

Рамаш сиссе те юлаймарĕ, хир ĕни пек пиçĕ те вăйлă хĕр ăна çавăрса та тытрĕ, пĕчĕк ачана йăтнă пек çĕклерĕ. — Тыт мăйран, ăслă ача пул, аялалла ан пăх! — Рамаш куçне хупса хĕре мăйран ыталарĕ. Оля шыва кĕрес умĕн хăрах аллипе юбка аркине çĕклерĕ, аркă вĕçне ниçта чикме аптранипе ăна Рамаша тыттарчĕ. «Тыт, вĕçертсе ярсан, хăвна шыва пăрахăп», — терĕ те шыв урлă каçа пуçларĕ. Шыв варрине çитсен, хĕр чарăнса тăчĕ. — Шыва пăрахас мар-и сана, пĕрех хут. Кунтан кайсан, йăлтах манатăн вĕт çакна. Хăçан каятăн, кала?

Рамаш куçне уçрĕ. Хĕр çаплипех шыв варрйнче каччине йăтса тăрать, пуçне кăшт пĕшкĕртнĕ. Икĕ мăшăр куç пĕрне-пĕри тĕл пулчĕç. Çав куçсем халь иккĕшин те пĕр тĕслĕ — çăлтăр тĕслĕ…

— Ну, юрĕ, ан кала. Хуп каллех куçна…

Хĕрпе каччă Тук урлă каçнă çĕре Трашук та килсе çитрĕ. Рамаш хăйĕн хĕрĕпе паллаштарчĕ ăна.

Çук, çуйăн Рамаш янă вăлтана та хыпман. Каччă хытă кăмăлсăрланчĕ.

— Араскал çук пирĕн, Рома, çавăнпа çуйăн лекмен, — терĕ Оля та, тутине мăкăртса.

— Араскал енне кайсан, — хавхаланчĕ Рамаш, — çуйăн мар-тăк, çăрттан тытатăпах. Çуйăн вăлтине янă чух ăраскал пирки шухăшласа хуман эпĕ. Халь шухăшласах хыптарап ĕнтĕ. Сана пĕччен хăварнăшăн каçар, Оля. Тунсăхласан, киле кай. Эпир кайран Трашукпа Илюша патне пыратпăр.

— Пысăк пулă тыт, Рома, пысăк ăраскал пултăр! Эп Тикĕтпуссине кĕрсе, чечек пухса таврăниччен ăраскалăра шыраса пăхăр-ха, — терĕ те Оля, вăрмана кĕрсе кайрĕ.

— Çуйăна шанса туслăх шӳрписĕр юлас марччĕ. Атя-ха, пикенсех тытар, — терĕ Рамаш, хĕр кайсан. — Эсĕ, Трашук, хальччен çуйăн тытса курнă-и?

— Курман çав.

— Эпĕ те курман. Тен, вăлтана тирмелли чăх чĕппине ăшалама кирлĕ марччĕ пуль?

— Шуйттан пĕлет-и? Эп сана шантăм. Эс пур ĕçе те манран лайăхрах пĕлетĕн терĕм. Ĕлĕм-Чĕлĕм мучине кайса тĕпчемеллеччĕ пирĕн.

— Мĕнле, кăмăла каять-и сана Оля? — ыйтрĕ Рамаш, ларсан-ларсан.

— Чиперскер, — терĕ Трашук, — ытла та чипер. Пăхма та вăтанмалла ун çине…

Иккĕшĕ те шăпланчĕç. Рамаш икĕ вăлтапа ларать. Пысăкрах вăлтине тарăирах ячĕ вăл — шултра пулă валли, пĕчĕкрех вăлтипе хĕрлĕ куç ытларах тытас терĕ. Трашук пĕр вăлтапа юлташĕнчен кăшт аяккарах кайса ларчĕ.

Оля çак вăхăтра пĕр çĕклем чечек татса килчĕ те çыран айне анмасăр çӳлте чечек кăшăлĕ тума ларчĕ. Çав вăхăтра ту хыçĕнчен хĕвел ялкăшса çĕкленчĕ. Хĕвел тухнине çыран айĕнчи каччăсем сисмеççĕ-ха. Акă Оля пуçне чечекпе кăшăлларĕ. Эх, Рома, çаврăнса пăхсамччĕ! Сан хĕрӳ венчет кăшăлĕ тăхăнчĕ вĕт! Çук, Рамаш çаврăнса пăхмарĕ. Аçта унта! Тарăн янă вăлтана çуйăн лекнĕ пек туйăнчĕ ăна. Ерипен турта пуçларĕ вăлта хĕлĕхне. Вăлтана ăман çеç тирнине маннă пулас.

— Трашук, çуйăн лекрĕ… Пĕчĕк ăпта ăçта? — çухăрса ячĕ Рамаш.

Эх, вăлта хĕлĕхĕ ытла çинçе, татăлса кайма пултарать. Акă ăшăхрах çĕре туртса çитерчĕ… Пуллин çурăмĕ те курăнкалать. Çуйăн пекех хура. Пĕчĕк вăлтана епле лекнĕ-ха вăл? Трашук атма йăтса чĕркуççи таран шыва кĕчĕ. Рамаш пулла çӳретсе ывăнтарсан, Трашук ăптине ăнăçлăрах маилаштарчĕ те хытă сулăнса чăнах та чылай пысăк пулă туртса кăларчĕ.

— Ылтăн пулă, ылтăн пулă! Ылтăн ăраскал пирĕн, Рамаш! — ташланă пек тĕпĕртетрĕ çыран айне сиксе аннă Оля.

— Халиччен Тукра хура пулă тытнине курманччĕ, — терĕ Трашук, тĕлĕнсе.

— Юплĕ кӳлĕрен сана шыраса килнĕ вăл. Эс çавăнта хура пулă тытма каясшăнччĕ вĕт. Пăх-ха, пĕр виçĕ кĕрепенккĕ пулăть! Ултă çиплĕ хĕлехе йпле татман-ха вăл… Чăнахах ăраскал тейĕн.

Хура пулă ятне чăвашларан вырăсла куçарса парсан, килĕшмерĕ Оля. «Хура пулă мар, ылтăи пулă, ылтăн ăраскал. Шухăшласа хунă ăраскал!» — урăх сăмах пĕлмесĕр чĕвĕлтетрĕ чечек кăшăлĕ тăхăннă хĕр. Кăшăлне Трашук Рамашран маларах асăрхарĕ. «Араскалне чăнахах тупрăн иккен», — терĕ вăл чăвашла, юлташне тĕртсе.

Тата икĕ пĕчĕк çăрттан, тăват-пилĕк уланкă, темиçе хĕрлĕкуç тытрĕç пулăçăсем. Хĕр пĕчĕк ача пек савăннине курсан, Рамаш:

— Оля, ылтăн пуллине ăшаласа çиер эппин, — терĕ. — Çуйăнран та тутлă вăл, сысна çури пекех мăнтăр та çуллă. Вĕтĕреххисенчен шӳрпе пĕçерĕпĕр.

— Çук, çук, Трашук амăшĕпе асламăш валли илсе кайăр. Карчăксене шăл çемми пулать, — килĕшмерĕ Оля.

— Карчăксем валли тата тытатпăр эпир. Ку пирĕн ăраскал терĕн вĕт. Хамăр ăраскала ваттисене парăпăр-и? Çамрăксем пурте пухăнса, Илюша патĕнче туслăх шӳрпи сыпăпăр.

— Апла-тăк, эп халь каятăп. Кăшт тăрсан, эсир пулă йăтса пырăр. Тульккă эп шыв урлă каçиччен вырăнтан ан хускалăр. Каçсанах, эс вĕрентнĕ пек, пӳрнене çăвара чиксе шăхăрăп.