Выбрать главу

— Кăшăлна ан хыв, — терĕ Рамаш, халь тин хĕр илемне асăрханăскер.

— Пуп хушсан та хывмастăп, — кулса ячĕ хĕр, унтан пăлан пек çăмăллăн чупса çыран тăррине хăпарчĕ те вăрмана кĕрсе çухалчĕ.

Рăмаш Ольăпа калаçнă чух малтанхи пек «Эсир» тесе лăпăртатмасть ĕнтĕ. Хĕр ăна пирвайхи каçах «культурăллă» калаçма пăрахтарчĕ, малтан «Эпир» текелесе пăхрĕ — витереймерĕ. Çилленсе пăрахсан тин витерчĕ.

Туслăх шӳрпи шеп пулса иртрĕ. Пулă тасатнă чух кăна Ольăпа Филька кăшт хирĕçсе илчĕç. «Кăтарт-ха ылтăн пуллуна», — терĕ Фильки пырса кĕнĕ майăнах. Пуллине курчĕ те тутине пăрчĕ: «Фи, эп чăнахах ылтăн пулă тесе… Линек ку, ылтăн пулă мар». «Эс ху линек, пăрăн кунтан часрах», — терĕ те Оли чăрмантаракан йĕкĕте питрен пулă хӳрипе çат! тутарчĕ.

Илюша савăннипе вырăн тупаймасть. Ак ăçта ĕмĕрлĕх туссем тупăнчĕç. Шалти пӳртре вăл чăваш тусĕсемпе калаçкалать те, тулти пӳрте тухса, хĕрсене чăрмантаркалать, Ольăна айăкран тĕксе, куçне хĕссе илет. Ана та пулă çупки лекрĕ. Христя акамĕ тавра тапăртатать, Рамаш пирки калаçтарасшăн ăна. Анчах лешĕ калаçасшăнах мар, йăл-йăл кулса илет кăна…

Акă пурте сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Илюша амăшĕ те çамрăксемпе хутшăнчĕ.

— Эх, Фальшин Васькине чĕнтермеллеччĕ, — терĕ вăл, ӳкĕнсе. — Староста ывăлĕ вĕт. Ольăн каччи пулать тата.

Çамрăксем кĕр! кулса ячĕç.

— Ан пăшăрхан, тетя Маша, Васька валли хура пулă шăммипе хӳрине хăварăпăр эпир, — терĕ Спирка, татах çынсене култарса.

Кунĕпе тенĕ пекех çуйăхрĕç çамрăксем. Шăп ĕçрен пу-шă вăхăт халь. Утă çине тухиччен ял çыннисем нимех те тумаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Мăрзабай та Трашука Рамаш кайиччен ĕçлеттерместĕп терĕ. Çапах та Трашукĕ кăнтăр-ла еннелле килелле васкарĕ. Юлташĕ «йĕркерен тухнине» тахçанах ăнланнă ачи, çавăнпа ăна пĕрле кайма хистемерĕ те. Илюши Рамаша пурпĕрех яман пулĕччĕ.

Пурте саланса пĕтсен, Рамашпа Илюша улăм витнĕ аслăк сулхăнĕнче нумай вăхăт пăшăлтатса ларчĕç. Хальхинче Рамаш «ĕç» пирки те асăнма манмарĕ.

— Старшинана тепĕр хут сăмах майăн тĕпчекелерĕм. Айăплă мар пулать вăл. Фальшин килкартине вăхăтра ĕлкĕреймен. Хытă ӳкĕнет халь мĕскĕн çыннăн тахçанхи чирĕ пирки асăннăшăн. Мăрзабая хам пĕлсех каймастăп, анчах шăнас килет. Усал çын мар. Ман атте хисеплетчĕ ăна…

Рамаш ашшĕне асăннă хыççăн Илюша, юлташне пӳлсе:

— Халь эп сан аçуна лайăх астурăм, — терĕ. — Чиркĕве Юрлама çӳренĕ чух курнăччĕ. Сарă сухаллă хитре çын. Халь курсан та паллăттăм эп ăна.

— Эс мар, эп хам та тăруках паллаймарăм ăна, — кулса ячĕ Рамаш. — Сарă хитре сухалне хырнă та çап-çамрăк çын пек курăнать вăл халь.

Тем пирки те калаçрĕç паян варлă туссем. Унтан Илюша юлташне каçчен ешĕл курăк çулса тултарнă урапа çине выртса канма хушрĕ.

Фальшин Васькин юлташĕ таçтан тĕрĕс хыпар илсе килнĕ: нимĕнле офицер та Чугуновсем патне килмен. Оля темиçе каç çĕрĕпех чăваш ачипе çӳренĕ. Кĕçĕр те вĕсем Тук хĕррине иккĕш тухаççĕ пулмалла.

Виççĕн канаш тытрĕç: Илюша хăйĕн юлташĕсемпе вăйăран таврăнса çывăрса каясса кĕтмелле те чăваш ачине шыва сиктермелле.

… Рамашпа Оля Тук çыранĕ хĕрринче курăк çинче ларатчĕç, вĕтĕ хăмăш юррине итлетчĕç. Сасартăк виçĕ енчен виçĕ мĕлке килсе тухрĕç. Шăппăн çывхарчĕç. Васьки, йăнăш ан пултăр тесе, ларакан çынсем патне ыттисенчен çывăхарах пычĕ.

— Çавă! — терĕ вара. — Эс, чăваш чĕппи, кунта вырăс хĕрне вăрлама килнĕ, теççĕ. Çул кăтартса парас пуль сана. Тытăр, ачасем, шыва кĕртер Оля каччине!

Рамаш Васька пирки Илюша малтанах асăрхаттарса хунине манман-ха. Кĕçĕр чĕлхепе кăна мар, чышкăпа та ĕçлеме тивет иккен. йĕкĕт ал-ури шăнăрĕсене тăмра хĕлĕхне ĕнернĕ пек хытарчĕ. «Маларах сиссе ура çине тăраймарăм», — çиçрĕ шухăш. Алли-ури шухăшран та хăвăрт хуçкаланчĕç. Васька «тытăр» тесе кăшкăрсанах Рамаш вĕçерсе янă пружина пек сиксе тăчĕ те вырăс ачине ура хурса çĕре патлаттарчĕ, теприне пĕрре чышсах чикелентерчĕ. Виççĕмĕшĕ, апла пуласса кĕтменскер, аяккалла сикрĕ.

— Шăхăр, Рамаш, шăхăр! — кăшкăрашрĕ çав вăхăтра Оля. Анчах Рамашĕ — те илтмест, те юриех илтесшĕн мар — шăхăрмасть те шăхăрмасть. Вăл, тигр пек сике-сике, тăма пикенекен ачасене чыша-чыша ӳкерет.

Оля вара хăй шăхăрма шутларĕ. Хытă пăлханнипе сывлăшĕ пӳлĕннĕ пуль çав — йĕркеллĕ шăхăраймарĕ вăл, çапах та шилетнĕ сасă каçхи шăплăхра самаях лайăх илтĕнчĕ.

Илюша тĕлĕре пуçланăччĕ. Тук енчен ăна. такам шăхăрнă пек илтĕнчĕ. Рамаш капла шăхăрас çук. Рамаш шăхăрни ял тепĕр вĕçĕнче илтĕнĕ. Çапах та лупас çинче выртакан ача хăпăл-хапăл çĕре сиксе анчĕ те Тук еннелле вăркăнчĕ.

Тахăш самантра виççĕш те ура çине тăрса ĕлкĕрнĕ. Халь Рамаш вĕсем хушшинче вĕшле йытăсем хупăрланă выçă хыткан кашкăр пек йĕри-тавра çаврăнкаласа сиккелет. Оля тавçăрса илчĕ: Рамаш ураран ӳкиччен парăнмĕ, анчах ӳксен, виççĕн пĕр çынна çĕнтереççех. Вара хĕр Рамаш тăшманĕсенчен пĕрне мăйран пырса уртăнчĕ. Вырăс каччи ку хĕрпе ним тума аптрарĕ, ăна ытлашши ыраттармасăр айккинелле тĕртсе сирпĕтме тăрăшрĕ. Пĕри, Кăшт аяккалла пăрăнни, Рамаша сывлăш çавăрма май йачĕ. Çавах иккĕн-ха вĕсем. Васьки Рамашран çӳллĕрех те тĕреклĕрех, тепри Рамаш пек хыткан. Рамаш пĕр аяккалла, пĕр малалла сикет, тĕл лектерекен чышкипе чышать те чышать тăшманĕсене. Ак хăйне те Фалынин пуçран-куçран самаях лектерчĕ-ха. Вара Пасарлăял паттăрĕ тинех çилленсе çитрĕ. Черкес вĕрентнĕ мелпе вăл Васькине аяк пĕрчи айĕнчен, аялтан çӳлелле, пĕр шеллемесĕр хытă чышса илчĕ. Васька çавăнтах ăшне тытса тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çав вăхăтра Илюша та чупса çитрĕ. Ана курсанах, Фальшин юлташĕсем иккĕшĕ икĕ ениелле сирпĕнчĕç. Илюша чупнă çĕртен чарăнмасăрах ура çине тăра пуçланă Васькăна каллех персе антарчĕ. Фальшин, хăй пĕччен юлнине курсан, йытă пек йынăшса йăлăнчĕ: