Выбрать главу

— Çитĕ ĕнтĕ. Иккĕн пĕр çынна тӳпелеме намăс мар-и сире?..

— Э-э, халь шутлама пĕлекен пултăн. Виççĕн пĕр çынна тапăннă чух виççĕччен шутлама та пĕлместĕнччĕ, — терĕ те Илюша, ăна çĕнĕрен кӳпкеме пуçларĕ.

— Пуçран ан çап, пуçран ан çап, паллă ан ту! — кăшкăрать староста ывăлĕ.

— Кăшт паллă туса ярар-ха. Пурте курччăр. Чухăн вĕçне ан çӳре, пуян каччă! Чиркӳ вĕçĕнчех пуян хĕрне кĕтсе лар!..

— Çитĕ, — терĕ Рамаш, тăшманне шеллесе. — Выртакана чышмаççĕ пирĕн енче.

— Сана ураран ӳкернĕ пулсан, апла шутламĕччĕç ку шакалсем. Юрĕ ĕнтĕ, чăнах та çитĕ. Ансăртран вилсе кайĕ тата. Тăр, услап, йăралан килнелле. Оля каччине спаççипă кала. Вăл мана чарман пулсан, чунна кăлараттăм.

Фальшин куçран çухалсан, Илюша та лăпланчĕ.

— Эс темле ху пек шеп шăхăрмарăн паян, Рома. Ма апла пулчĕ? — ыйтрĕ вăл.

— Эп шăхăрман-çке? — терĕ Рамаш, тĕлĕнсе (тытăçу вăхăтĕнче Оля шăхăрнине илтмен вăл).

— Кам шăхăрчĕ вара? Шăхăрнине тĕлĕкре илтсе кунта чупса килтĕм-и эп?

Оля вара тинех кулса ячĕ те хăй шăхăрнине каларĕ.

— Ну, Рома, чăнахах та лайăх тус тупрăн эс, Ольăн пиччĕшĕ пулса, пехиллетĕп сире. Çӳрĕр, юратăр пĕрне-пĕри. Тен, чăвашсемпе те хурăнташланăпăр вара. Халь сана, Рома, пирĕн ялти пĕр ача та пӳрнепе пырса тĕкĕнмĕ. Хăвах вĕрентрĕн вĕсене. Хула çывăхĕнчи Сухоречкăна çитиех сăмах сарăлать ĕнтĕ!

Çапла каларĕ те Илюша кил еннелле васкамасăр утрĕ. Хĕрпе каччă каллех иккĕш тăрса юлчĕç.

— Ман çамкана та пĕр мăкăль лартрĕç-ха весем, — терĕ каччă, çамкине хыпашласа. Оля ун çумне пырса тăчĕ, хăйĕн ачаш пӳрнисемпе мăкăльне хыпашласа пăхрĕ…

Каччă кулса ячĕ.

— Мĕн пулчĕ сана?! Манран кулмастăн-и? — аптрарĕ хĕр.

— Çук, санран мар, хамран кулатăп, — терĕ Рамаш. — Эпĕ тискер кайăксен пурнăçĕ çинчен кĕнеке нумай вуланă. Паян эпĕ те амашăн тулашакам тискер кайăк пек, кашкăр пек пултăм. Çапăçрăм. Çĕнтертĕм. Халь эсĕ ман кĕрешӳ парни ĕнтĕ.

— Ман уншăн сана чуптăвас-и? Çавна каласшăн-и эс? Юрĕ, эппин, хамах сана малтан чуптăвам, — терĕ те Оля йĕкĕте мăйран ыталаса илчĕ, вара малтан мăкăль тухнă вырăна, кайран тутаранах ачашшăн чуптурĕ.

… Мĕнле вăрман ку: Чӳккукри-и, Тикĕтпусси-и е Урлăвăрман-и? Урлăвăрман юманлăхне çитнĕ иккен хĕрпе каччă. Кам, мĕн шутпа илсе килнĕ вĕсене çакăнта: арçури аташтарса килнĕ-и, çăтмахри çĕлен çул кăтартса панă-и? Хăйсенчен ыйтсан, пĕри те калаймĕ: каччи те пуçне çухатнă, хĕрĕ те юрату хĕвелĕ хĕртсе пăхнипе çемçелсе кайнă.

Юн вĕрет, ăстăн çаврăнать, чĕре ялкăшать, чĕтрекен алăсем çĕлен пек явăнкалаççĕ, куç хупăнать, вĕриленсе кайнă каччă тути хĕр тутине тĕттĕмре шырать…

Халь каччă ура тăсса ларнă. Пиншакне юнашар сарнă. Хĕр пиншак çине выртнă, пуçĕ каччă кăкăрĕ çинче. Хĕвел ĕнтĕ чылай çӳле хăпарнă, çулçăсем урлă кармашса çупăрлать пĕрне-пĕри савса савăнакан чунсене.

Хĕр, куçне хупса, тĕлĕрсе кайнă пек выртать. Пăхать, пăхать Рамаш хĕр çине, пăхать-пăхать те — чĕтренсе вăтанса каять… йĕри-тавра шăпчăксем юрлаççĕ, куккук авăтать, улатăпа кĕвиклетет, ылтăн сăвăслан сĕрлет. Пурте пĕр юрă юрлаççĕ вĕсем — юрату юрри. Юрлăр, хĕрпе каччă, эсир те юрату юррине. Сирĕн вăхăт çитрĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть вăл, ĕмĕрлĕхе иртсе каять. Питрав иртсен, куккук та авăтмасть. Юрлăр, хĕрпе каччă, халь сирĕн вăхăт…

Кайран, тăна кĕрсе ура çине тăрсан, хĕр йĕкĕте тепĕр хут мăйран явăкларĕ.

— Ак епле пулчĕ пирĕн венчет, — терĕ салхуллăраххăн. — Мĕн пулнишĕн ӳкĕнместĕп. Пурпĕрех сансăр пурнăç çук маншăн. Емĕр çак куна асăнса савăнăп… е макăрăп.