Выбрать главу

— Яхруш, «Барыню»! — кăшкăрчĕ Оля та. Каччи ташланине çынсемпе пĕрле курса савăнас тесе, вăл хай ташлама. пăрахрĕ.

Рамаш çут тĕнчене ташлама кăна çуралнă пуль. Ура хуçса, кăлтăрмач пек хăй тавра çаврăнса ташлать, пĕççине çупса пушмак тĕпне те çатлаттарса илет, урисене тĕрлĕ май явкалать. Пĕтĕм яш-кĕрĕме тĕлĕнтерчĕ вăл паян…

… Вăйă каç пулас умĕн тин саланчĕ. Çынсем киле кая пуçлаçан, Рамаш хăй патне чăваш каччисенчен шанчăклăраххисене чĕнсе клчĕ. Вĕсем хушшинче — Яхруш, Унтри. Пĕвĕпе каччă пек курăнакан вунтăват çулхи Хветюк та çав шута кĕнĕ. Вĕсем пурте вырăс каччисемпе пĕрле Пăрутапăрĕ çывăхне кайса тăчĕç.

— Малашне вырăссемпе яланах çапла туслă пурăнăр, — терĕ Рамаш. — Паянхи куна ан манăр. Кĕпер тунă чух е утă çулнă чух чăвашпа вырăс хирĕçме тытăнсан, вĕсене килĕштерме тăрăшăр…

Мĕн калассине Рамаш чăвашсене — чăвашла, вырăссене — вырăсла каларĕ.

— Тавтапуç сана, Рамаш, — терĕ Илюша. — Санпа паллашнăранпа эпĕ хамран хам тĕлĕнетĕп. Чăн-чăн чăваша халь тин курнă пек туйăнать мана. Çын пулма пуçларăм-и ĕнтĕ? Халь çамрăк вăя ăçта хумаллине пĕлетĕп. Кăçал кĕпер тунă чух çапăçу пуласран хăрамалли çук. Ялта арçын сахал. Пулсан та — пирĕн пек çамрăксем ытларах. Шăрчăкланаканнисене чарма пĕлĕпĕр. Фальшинсен чеелĕхне тăрă шыв çине кăларăпăр. Эс халь, Рамаш, пирĕн енчисене виçсĕмĕре кăна лайăх пĕлетĕн. Пире, сан майлă шухăшлакансене, виççĕн мар — вунвиççĕн тесе шутла. Çапла-и, Спирка?

— Чугунов каларĕ пулсан, çапла пулать ĕнтĕ, — терĕ Спирка… Юлашкинчен Илюша Яхрушпа та çапăçса курнăшăн ӳкĕнсе калаçре, урăх апла пулмĕ, халь туслă пулăпăр терĕ. Рамаш сĕннипе вĕсем иккĕшĕ пĕр-пĕрин аллине чăмăртарĕç.

Пурте киле ăсаннă хыççăн Рамашпа Оля иккĕшех юлчĕç, çыран хĕррипе ылтăн пулă тытнă тĕле, чечек кăшăлĕ тунă вырăна, кайса ларчĕç.

— Ылтăн пулă сан вăлтуна лекрĕ, — терĕ Оля.

— Вăхăт çитсен, Трашук та хăйĕн ылтан пуллине тытĕ-ха, — терĕ Рамаш.

Марзабай пуçĕ пăтранать

Ашшĕн кăмăлĕ пирки тĕрĕс каларĕ Рамаш Илюшăпа калаçнă чух. Тайман Сахарĕ Мăрзабайсене яланах хисепленĕ. Çутă ăстăнлă, тараватлă Тимуша та манман вăл, Павăла хăйне те ырланă: пĕр-пĕр Хаяр Макар пек тĕттĕм те куштан çын мар; халăх çинче сăпайлă, кашни çынпа вашаватлă; ăс-хакăлпа тепĕр пысăк вĕреннĕ çынна парăнмĕ. Çапла шутланă Тайман Сахарĕ Мăрзабай Павăлĕ пирки.

Чăнах та, Павăл хăйĕн шăллĕ пек е Ятрус Хрулкки пек нумай вĕренеймен. Ача чух Хрулккапа пĕрле виçĕ хĕл Лешеккинчи шкула çӳренĕ çеç. Хрулкка Куçминккара вĕреннипе те чарăнман, тата таçта Чĕмпĕр хулинче те вĕренсе курнă, яла учитель пулса таврăннă. Павăлпа Хрулкка туслăхĕ çав хушăра сивĕнмен, сивĕнме мар, çирĕпленсех пынă.

Пĕри учитель, тепри старшина пулнă хушăра та варлă пурăннă вĕсем. Павăл юлташне кура ытларах вулама тăрăшнă, хаçат çырăнса илекен пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен Хрулккапа час-часах калаçнă вăл, чăвашсене вĕрентме тăрăшакан Иван Яковлевича Хрулкка пекех юратнă, хисепленĕ.

Çапах икĕ тус яланах пĕр шухăшлă пулайман. Российăн пуласлăхĕ пирки вĕсем тĕрлĕрен шухăшланă. Пиллĕкмĕш çулхи революци хыççăн Ятрус патша йĕркине курайми пулнă. Мăрзабай йĕрке пирки хăйĕнле шухăшланă: «Услап кĕтӳç те пулин пултăр-ха вăл, çуккинчен лайăхрах», — тенĕ.

— Услапĕ пырĕччĕ, усал кĕтӳç мар-и? Кĕтӳç ăна шанса панă кĕтӳри сурăхсене пусма пуçласан, мĕн тăвăпăр? — куçран пăхса ыйтатчĕ Хрулкка.

— Каларăн та!.. Кĕтӳç сурăхсене пусать тесе тĕрлĕ пăлхавçăсем сăмах сараççĕ пуль, — мăкăртатрĕ лешĕ. — Эсĕ те, хулара пурăнса, суя сăмаха тăнлакан пулнă. Сирĕншĕн йĕркелĕх ним те мар. Маншăн начар йĕркелĕх те йĕркесĕрлĕхрен хаклăрах.

… Акă хайхи йĕркесĕр самана çитрĕ те ĕнтĕ. Патша йĕркине аркатни малтан йăлтах анратрĕ Мăрзабая. Каярах урлă-пирлĕ пăхкаласа тĕлĕне пуçларĕ вăл: Куçминккари туссем хушшннче патшашăн куççуль тăкакан çук. Ялти лавккаçă Смоляков та ишĕлнĕ йĕркешĕн макăрмасть. Нивушлĕ вăл тĕрлĕ тискерсемпе, хăй юратман куштансемпе — Хаярсемпе, Фальшинсемпе — пĕр ушкăнра пулса юлчĕ-ши?!

Чĕре хускалса майĕпе вырăна лара пуçласан, тен, Мăрзабай та пĕр-пĕр Белянкин евĕрлĕ «революционер» пулса тăрĕччĕ. Анчах Мăрзабайшăн пурнăçра тата тепĕр никĕс, патшалăх йĕркинчен те шанчăклăрах никĕс пур. Халăх пурнăçне, чăваш пеквак халăх пурнăçне пушшех, ваттисен сăмахĕ тытса тăрать, ĕмĕрхи йăласем йĕркелеççĕ. Ял çыннишĕн темрен те паха вăл. Ахальтен мар хула çьшни час пăсăлать, ял çынни пăсăлса каймасть. Халĕ хайхи революци авалхи йĕркелĕхе те пăса пуçларĕ. Çынсем туртаран тухса ĕрĕхеççĕ, тĕнче куркаланă ял çыннисем те çав шутрах. Патша йĕрки арканни пырĕччĕ те, ытти йĕркесĕрлĕх те çавăнтанах килмест-и?