Выбрать главу

«Кампа та пулин чуна уçса тĕплĕн калаçса курасчĕ, — çунать Мăрзабай. — Кампа калаçăн? Ятрус яла килсе курми пулчĕ. Çĕнĕ пуппа çывăх паллашайман-ха. Чее Белянкинпа калаçма асăрханчĕ вăл. Çĕнĕрен старшина пулма сĕнчĕ лешĕ. Анчах кама юраса ĕçлес? Питĕрте икĕ влаçлă, урăхла каласан, влаçсăр самана. Мăрзабай тĕреклĕ влаçа, йĕркелĕхе, çирĕп законлăха пăхăнса çеç ĕçлеме пултарать. Халь влаçĕ те, законлăхе те çук çав».

Пăтранчăк самана. Хыпарсем те пĕтранчăк. Хаçатра тĕрлĕрен çыраççĕ: кашни парти хăйне мухтать, ыттисене хурлать. Яла таврăнакан е курма килекен салтаксем те тĕрлĕ юрă юрлаççĕ. Мăрзабайăн хăйĕн те пĕр тĕрлĕ йĕркеленнĕ çирĕп шухăш çук-ха. Çавăнпа Çимун таврăнасса тем пек кĕтет вăл, фронтран килнĕ çын паянхи лару-тăрăва ăнлакма пулăшасса шанать.

Анчах Çимун таврăнмарĕ, кĕтмен çĕртен Назар килчĕ. Назар пĕр-пĕр прапорщик тумне мар, чăн-чăн офицер тумне тăхăннă. Кĕмĕл погон çинче — виçĕ пĕчĕк çăлтăр. Пĕвĕпе ывăлĕ ашшĕ пекех — пысăк мар, анчах кĕрнеклĕ çын. Вăл шалти пӳртре шухăша кайса каллĕ-маллĕ уткаланă чух ашшĕ ун çине чунтан савăнса пăхса ларать. Анчах ывăлĕ калаçсах каймасть, тăванĕсем умĕнче вăл хăйне ют çын пек, пĕр-пĕр Белянкин пек тыткалать.

Назар поручика тухнă, халь темле йывăр хушаматлă генерал адъютанчĕ вăл. Акă алăкăн-тĕпелĕн утрĕ-утрĕ те тинех калаçма пуçларĕ:

— Союзниксем пăшăрханаççĕ… Вăрçăран тухсан, Россия хăйĕн ятне çĕртет вара. Мĕн çĕнтеричченех тăван çĕршыв тăшманĕпе çапăçмалла!

Те хăй сăмахĕсене, те генерал сăмахĕсене каларĕ ывăлĕ — ашшĕ ăна пĕлеймерĕ.

— Армире дисциплина начарланнă теççĕ, тата тĕрлĕ комитетсем унта сирĕн. Салтаксем çапăçасшăнах мар курнать… Большевиксем пăлхатаççĕ-и вĕсене? Сӳтĕлсе-ишĕлсе пыракан арми çапăçма пултараймасть пуль вăл? — ыйтрĕ вара ашшĕ ывăлне тĕрĕслесе пăхас шутпа.

— Эс, атте, ялта пурăнса ним те пĕлместĕн. Лайăх генералăн офицерĕсем те, салтакĕсем те лайăх. Пирĕн дивизире комитетсем çук. Аркатрăмăр эпир вĕсене, тĕрлĕ комитетсене. Советсене, керенскисене, Вăхăтлăх правительствине хăйне те сирпĕтмелле. Вăхăтлăх правительстви вырăнне вăхăтлăх диктатор кирлĕ… Пур пирĕн диктатор пулма пултаракан генерал: Корнилов.

Назар сăмахĕсемпе çапах та çырлахмарĕ ашшĕ. Лешеккинче тиечук ывăлĕ Леонид, Назар пек, курма килнĕ, теççĕ, Шкулта вĕреннĕ чух иккĕшĕ туслăччĕ вĕсем.

Леонида хăнана чĕнсе, икĕ çамрăка калаçтарас шухăш тытрĕ Мăрзабай. Ывăлĕпе хăй тавлашасшăн мар: хăна-çке-ха, виç-тăват куна çеç килнĕ. Капла вара, вăрçăран килнĕ икĕ çын калаçнине итлесе ларсан, уншăн самаях усăллă пулма пултарать.

Çав Леонидăн хушамачĕ Анчиков мар иккен — Федотов. Вырăсланма тăрăшакан тиечук ывăлне тĕне кĕртнĕ чух ун хушаматне хăйĕн ашшĕ (Леонидăн аслашшĕ) ячĕпе çыртарнă.

Леонидпа Назар пĕрне-пĕри курманни тăват-пилĕк çул. Иккĕшĕ те нумай улшăннă. Çипуçĕпе питех мар, шухăш-кăмăлпа вара пĕрне-пĕри паллайми улшăнса кайнă. Малтанах вĕсем кăмăллă калаçрĕç. Назар, урине шаклаттарса, алă тăсрĕ. Леонид икĕ аллине те сарса юлташне ыталарĕ те ăна хăй çумне туртса илчĕ. Унăн уçă кăмăлĕ сăмах хушичченех палăрчĕ. Калаçа пуçличчен вăл юлташне хулран тытса, куçран пăхса тăчĕ.

— Маттур, — терĕ вăл. — Хитре офицер пулнă эс, Назар. Манран çӳлех ӳсеймен, анчах — тĕреклĕрех. Елĕк кĕрешнĕ чух эп сана парăнмастăмччĕ. Халь санпа çыхланма хăрушă. Курманни нумай пудать. Мĕн чухлĕ шыв тинĕсе юхса каннă! Шывĕ мĕн… ĕмĕрсем куç умĕнчех юхса ирте пуçларĕç. Самани çурхи пăрлă шыв пек кĕрлет.

— Мĕншĕн эс погонсăр çӳретĕн? — ыйтрĕ Назар Леонидран, лешĕ хăйĕн малтанхи. сăмахĕсене каласа пĕтерсен.

— Мĕншĕн тетĕн-и? Мĕншĕн тесен эпĕ хама хам штатски çын тесе шутлатăп. Вăрçă тумĕ те, ĕçĕ те килĕшмест мана.

— Апла иккен.

Çамрăксем килĕшӳллĕ калаçни нумая пымарĕ. Малтанах вĕсем генералсем пирки тавлашса кайрĕç. Леонид Брусилова мухтарĕ, Назар — Корнилова. «Сан Корнилову Австри çарне плена лексе намăс курнăскер кăна вĕт», — терĕ Федотов. «Тăшмансем элек сараççĕ. Плена лекнĕ чух вăл çичĕ салтакпа анчах тăрса юлнă, хăй суранланса тăнсăр пулнă. Кайран, пленран тарса, герой ятне илнĕ», — хуравларĕ Назар.

«Çичĕ салтакпа мар, çичĕ пин салтакпа плена лекнĕ вăл. Дивизие аркатма панăшăн ăна Брусилов суд умне тăратасшăн пулнă», — шухăшларĕ Леонид, анчах ним те каламарĕ, малалла чĕрре кĕрес мар терĕ.

Назар хĕрсе кайса паçăрхи пекех союзниксем çинчен, вăрçă çинчен сăмахларĕ, диктаторсене те манса хăвармарĕ. Леонид сăпайлăн калаçма тăрăшрĕ.

— Вăрçă пирĕн халăхшăн та, нимĕç халăхĕшĕн те кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Халăх тарăхса çитрĕ, хуçалăх юхăнса пырать. Салтаксем мир пирки антăхса емĕтленеççĕ. Çĕнтериччен вăрçас текеннисем — генералсем, капиталистсем, помещиксем кăна.