Выбрать главу

— Эс, Леонид Федотов, большевик пек калаçатăн. Чăнах большевик мар-и эс? Прапорсене шанма çук. Салтакран кăшт уйрăлнă, офицер пулса çитеймен…

— Чăнахах çапла, — терĕ Леонид, кулкаласа, — офицер пулса çитеймен çав. Большевик пулса та çитеймен-ха. Анчах ĕçхăлăхне хӳтĕлекен парти большевиксен партийĕсĕр пуçне урăх çук тесе шутлатăп.

— Нимĕç шпионĕсем вĕсем — сан большевикӳсем! — кăшкăрчĕ Шзар. — Асăрхан, Федотов! Пуля пуçна шăтарсан — лайах. Хунар юпи çинче çакăнса тăмалла ан пултăр. Большевиксен кунĕ кĕске. Кĕçех диктатор кунĕ пуçланать. Асăрхан, сыхла пуçна. Сана шеллесе калатăп.

— Пĕр пуç пĕтйи ним те мар. Салтак пуçнĕ, халăх пуçне сыхлас пулать. Ман шутпа, диктатор кунĕ мар, Советсен кунĕ çывхарать, — çав-çавах лăпкăн калаçма тăрăшать Леонид.

Назар сăнĕ тискерленсе кайрĕ. Ура çине сиксе тăчĕ вăл. Мăрзабай хăраса ӳкрĕ, калаçăва хутшăнма васкарĕ:

— Эс, Назар, ытлашши ĕçнĕ, хăнуна сăйламастăн та. Урах çĕрте тавлашăр, çапăçăр. Ман килте чипер калаçăр, иксер те хăна пулăр.

Ашшĕ çапла калаçнă май Ыазар кăштах сивĕнчĕ, темле мăнаçлăн лĕхлетсе кулса ячĕ те чĕтрекен аллипе черкке тултарчĕ. Анчах черккине хăна умне лартмарĕ, хăй çĕклерĕ.

— Хамăн генералшăн ĕçетĕп тата Корниловшăн! Большевиксем тĕп пулччăр, тамăкра çунса кайччăр.

Кил хуçи вара хăй икĕ черкке тултарчĕ: пĕрне хăнине тыттарчĕ, теприне хăн тытрĕ. Кăмăллă сасăпа каларĕ: «Назар ӳсĕрĕлнĕ вăл. Атя-ха, эпир те сыпар. Генералсемшĕн мар, хамăр сывлăхшăн ĕçĕпĕр».

Леонид кил хуçине камăл тăвасшăн çеç черккине тытса сыпнă пек турĕ те: «Тавтапуç, Павел Алексеевич! Ман кайма вăхăт çитнĕ», — терĕ. Хуçи чарса тăмарĕ, Назар татах тем хăтланасран хăрарĕ.

Тухса каяс умĕн Леонид алăк патĕнче кăштах чарăнса тăчĕ те хăй тĕллĕн кулса илчĕ, вара ĕлĕкхи тусĕ çине пăхса:

— Сывă лул, господин поручик. Лайăх çапăç, анчах генералсене манран салам ан кала, — терĕ.

Назар, пуçне уса пуçланăскер, «господин поручик» сăмахсенчен урăх ним те илтмерĕ. Алăк патне пырса, Леонида чиперех алă пачĕ вăл, унтан виçĕ çăлтăрлă погонне пӳрнепе "шаккаса: «Аттесĕрех туянтăм!» — терĕ. Ашшĕ, илтмĕш пулса, хăнана ăсатма тухрĕ.

Ашшĕн кăна мар, Наçтукăн туйăмлă чĕри те пиччĕшĕн хăшпĕр хăтланчăкĕсене кăмăлламарĕ. Çамрăк хĕр хăнасем пӳртре шавланă вăхăтра урамра, уçă чӳрече умĕнче итлесе ларнă. Леонид килнĕ чух та, кайнă чух та ăшшăн пăхса алă пачĕ ăна. Ытти чух именмен хĕр вара темшĕн хĕрелсе ӳкрĕ, хирĕç чĕнме сăмах тупаймарĕ. Хĕр чĕрине вăратса, хумхатса хăвармарĕ-ши большевиксене ырлакан тиечук ывăлĕ?

Назара ăсатнă хыççăн тепĕр эрнерен Çимун килсе çитрĕ. Тăван ывăлĕнчен те вашаватлăрах кĕтсе илчĕ ăна Мăрзабай. Мăшăрĕ çавăншăн кăмăлсăрланчĕ, шăллун ывăлĕ тăван ывăлунтан хаклăрах саншăн текелесе мăкăртатрĕ. Анчах упăшки хирĕç сăмах хушмарĕ, мĕншĕн тесен пĕлет: Укахвие пĕр хускатса ярсан, нимпе те чараймăн. Яланхи пекех, хĕрарăм мăкăртатнине шарламасăр ирттерсе ячĕ вăл. Хăй çав вăхăтра: «Назар Мăрзабай таврашĕ мар çав. Пĕтĕмпех чурăс хурăнварсене кайса хывнă. Çимун — Мăрзабай таврашĕ. Çавăнпа вăл маншăн Назартан çывăхрах», — тесе шутларĕ.

Çимун хăй те мучăшне ашшĕ вырăнне хурса кăмăллать. Ана вăл мĕн ачаранах хисеплеме вĕреннĕ. Авланнă чух та унăн сăмахĕнчен тухаймарĕ. Çавăн пирки аса илсен çеç мучăшĕн сăнĕ Çимун куçĕнче кăшт тĕксĕмленет.

Мăрзабай Çимунпа фронтри лару-тăру пирки калаçма васкамарĕ, хăй сăмах пуçласса кĕтрĕ. Кĕтмелĕх вăхăт пур. Çимун суранĕсем ăна вăрçăран шанчăклă хăтарнă. Анчах Çимун ытлашши калаçма юратмасть. Ытлашши мар, мĕн кирлине те тепĕр чух каламасăрах ирттерсе ярать. Çапах Мăрзабай ăна пĕррехинче ятарласах калаçтарчĕ. Сăмах хускатмалăх малтанах Назарпа Леонид çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан Керенскипе Корнилов пирки, большевиксем пирки Çимун мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ.

Çимун сасси хитре. Вал калаçнă чух кĕсле хĕлĕхĕсем янранă пек туйăнать.

Назарпа Леонид пирки илтсен, Çимун кулса илчĕ те:

— Пирĕн килте те пĕчĕк диктатор тупăннă иккен, — терĕ. Унтан хĕрсех малалла калаçа пуçларĕ: — Тĕрлĕ ораторсене нумай куртăм, нумай илтрĕм. Диктатор тăвас текеннисенчен хăрушши çук. Эп хам малтанах Керенские шаннăччĕ. Халь никама та шанми пултăм. Эсерсем хăйсене хăйсем хресченсен партийĕ тесе шутлаççĕ, анчах вĕсем хушшинче килĕшӳ çук. Вĕсенчен чи лайăххисем те çурма ĕç кăна тăвасшăн. Тĕрĕссипе каласан, — хăраса ан ӳк, мучи, — кăмăлăм большевиксем енне туртăна пуçларĕ. Пĕр енчен кăна вĕсем мана килĕшсех каймаççĕ: ытла чăнкă çулсемпе çӳреме юратаççĕ. Тĕнчене халех улăштарса лартасшăн. Пĕтĕм тĕнчипе революци пуласса шанаççĕ. Пулмасан вара? Вĕсем власть илни те кăлăхах пулать вĕт. Пирĕн сĕрмен кăрманлă Российăна нимĕç çĕнтереймесен, союзниксем хăйсемех лутăркаса тăкĕç. Большевиксене власть тытса тăма памĕç вĕсем.