Выбрать главу

— Ĕçсем çавăнталлах пыраççĕ-и? Большевиксем власть илсен, пĕтрĕмĕр вара, — хăраса ӳкрĕ Мăрзабай.

— Эс большевиксенчен ытлашши ан хăра, — терĕ Çимун. — Ху Назар пек хирĕçмесен, санпа çыхланмĕç вĕсем. Сана пĕр япала каласа парам-ха. Ленин ятне илтнĕ-и эс? Мĕнле çын вăл, çавна пĕлетĕн-и?

— Илтессе илтнĕ. Пĕлме — ăçтан пĕлем. Ман ачана тĕне кĕртмен вăл.

Çимун кулса илчĕ те çапла каларĕ:

— Сан ачуна — Назар пирки калатăп — большевиксем те тĕне кĕртеймĕç. Анчах вĕсем чăнахах та пĕтĕм халăха çĕнĕ тĕне кĕртесшĕн. Эп Ленин пирки сăмах хускатрăм-ха. Пысăк çын вăл. Пĕр партире те ун пек вăйлă çулпуç çук. Российăра кăна мар — пĕтĕм тĕнчипех. Эс чăвашсене çутта кăларакан Яковлева юрататăн. Пĕлессӳ килсен, Ленин ашшĕ çав Яковлевпа пит туслă пулнă, ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне çирĕплетме пулăшнă.

— Ашшĕ тетĕн-ха. Халь вĕреннĕ çынсем ашшĕсене итлесех каймаççĕ. Ывăлĕ тĕнчере чăваш пуррине те пĕлмест пуль.

— Пĕлме мар, чăвашсене пит юратать вăл. Пĕр чăваш ачине хăй вĕрентсе университета кĕме хатĕрленĕ. Вăл хăй те Яковлева пит лайăх пĕлет, унăн ĕçне ырлать. Ку суя хыпар мар. Мана пĕр пысăк вĕреннĕ чăваш каласа пачĕ. Яковлева та, Ленина хăйне те лайăх пĕлекен çын.

Çимунпа мучăш нумай калаçрĕç паян. Анчах Мăрзабай пуçĕ тасалма мар, пушшех пăтранса кайрĕ. Пĕрисем Ленина нимĕç шпионĕ теççĕ, теприсем каланă тăрăх, вăл чăваш тусĕ пулса тăчĕ. Ку вăл юрĕ-ха, шпион тесе ăна унăн тăшманĕсем калаççĕ пуль. Анчах харпăрлăх пирки Белянкин калани тĕрĕс сăмахах вĕт. Большевиксем çĕнтерсен, пĕтĕм хуçалăха чухăнсене салатса парас-и вара?

Кун пирки Çимун çапла каларĕ:

— Большевиксен тĕллевĕ — чăнахах та фабрик-заводсене капиталистсенчен туртса илсе рабочисене парасси. Çĕре те вĕсем, помещиксенчен туртса илсе, хресченсене парасшăн. Пĕр енчен пăхсан, тĕрĕсех вĕт: кам ĕçлет, çав хуçа пултăр…

«Çимун та манран ютшăнĕ-ши? — хурланса шухăшларĕ Мăрзабай Павăлĕ. — Эх, самана!»

Тунсăх юрри

Ах, Оля, Оля! Чĕрӳне çунтармалăх сăлтав пур çав сан. Пуçна ыраттармалăх та пур. Çавăнпах пуль эс вăййа та çӳреми пултăн. Никама та курасшăн мар. Аннӳпе те калаçми пултăн. Аннӳ тĕлĕнет. Аçу ячĕпе çурта лартса турра кĕлтума Таллă мăнастирне кайнăччĕ вăл ун чух. Çав хушăра эсĕ йăлтах улшăнтăн. Сан савăнăçна курмарĕ вăл. Курнă пулсан, ытларах пĕлĕччĕ, пĕлменнине — ват çын чĕрипе çисĕччĕ. Халь акă эсĕ хурлăхлăн шухăша кайса ларнине Çĕç курать, эс çапла улшăннăшăн аптраса, хăй те хуйхăрать. Тулăксăртарах çын пулсан, аннӳ сана вăрçса-çĕтĕлсе тĕпченĕ пулĕччĕ, çивĕтрен тытса лăскама пĕлĕччĕ. Аслă çын çав сан аннӳ, ырă кăмăллă çын. Унăн хăйĕн хуйхи пысăк. Аçу çухалнăранпа вăл та сан пекех çынпа калаçми пулчĕ, анчах хăй пурпĕрех хыпар килессе шанма пăрахмасть. Икĕ çул хыпар пулманнине — халь тин пулас çук. Унăн хуйхи ханшăн та пысăк хуйхăччĕ. Çапах та çамрăк пуçра хуйхă хăвăртрах сĕвĕрĕлет, анну пек вăхăтсар ватăлнă çын пуçĕнчи хуйхă нихçан та сĕвĕрĕлмест, чул пек хытса, чĕре тĕпне анса ларать. Ах, Оля, Оля! Çĕнĕ хуйхă ан ту аннӳшĕн, ыталаса макăр та пĕтĕмпех каласа пар. Ним те ан пытар. Анланĕ вăл сана. Аслă çын вăл, пысăк чĕреллĕ-çын. Çук, эс аннӳпе пĕрле макăрмарăн — те хăрарăн уншăн çĕнĕ хуйхă тăвасран, те вăтантăн. Эс хĕр куççульне вăрттăн юхтарса типĕтрĕн. Анчах куççуль типсен те — йĕрĕ юлать. Çавах вăл саиа тĕпчемерĕ, вăрçса ятламарĕ. Ним курман-пĕлмен пек ыйтрĕ кăна: «Вася тем çӳреми пулчĕ пирĕн вĕçе. Сăлтавне эс пĕлместĕн-и?» Эсĕ те, ним пулман пек, пĕр тикĕс сасăна каларăн: «Пĕлместĕп. Урăх вĕçе çӳрет пуль», — терĕн. Пӳртре ун чух тĕттĕмччĕ, эсир иккĕнехчĕ. Апла пулин те, пĕрне-пĕри урăх пĕр сăмах та каламарăр. Аннӳ тем шухăшларĕ. Эсĕ хăвăн шухăшна шухăшларăн: «Ах, аннеçĕм-анне… Хĕрлĕх иртсе кайрĕ маншăн. Тен, хам кĕçех анне пулăп. Тата кăшт кĕт. Калăп вара. Калăп та килтен тухса кайăп. Тук тăршшĕпе Пасарлăяла çитиччен çуран кайăп. Эс пĕлместĕн ăна. Шанмăн. Эп пĕлетĕп, шанатăп. Пĕртен-пĕр каччă вăл маншăн. Пĕртен-пĕр… кашкăр». Çапла шухăшларăн эс ун чух.

Ах, Оля, Оля! Санпа çапла калаçнăшăн ан ятла пире. Эс каччуна «Ах, Рома, Рома!» тесе чĕнеттĕн. Халь шухăшра, юлашки кунхи пек, «Ах, Рамаш, Рамаш!» тесе асăнатăн. Çавăнпа пирĕн те сана «Ах, Оля, Оля!» тесе чĕнес килет. Эпир те сана юратрăмăр. Уншăн ан ятла пире, ан çиллен.

Ик-виç эрне сăнарĕ амăшĕ юратнă хĕрне. Оля кăмăлĕ уçăла пуçларĕ пек. Такамран çыру килчĕ. Хирĕç çырма васкамарĕ хĕрĕ. Тепĕр эрнерен кăна çырчĕ. Амăшĕ каллех тĕпчемерĕ. Халь ĕнтĕ тĕпчеме те кирлех мар: ун хăлхине те хыпар пырса кĕнĕ. Оля ют ялтан килнĕ каччăпа çӳренĕ, теççĕ. Çав каччăпа Фальшин ывăлĕ çапăçнă, теççĕ.