Çырăвĕ савăк пулнă пуль. Хăй те савăк çыру çырчĕ пуль. Çавăнтанпа хĕр ĕлĕкхи пекех хаваслă калаçма-кулма пуçларĕ. Çук, ĕлĕкхи пек мар. Хĕр сăнĕ халь ĕлĕкхинчен çутăрах. Хĕр куçĕнче çутă хĕлхем вылять. Амăшĕпе вăл халь ĕлĕкхинчен евĕклĕрех. Шăллĕпе йăмăкнĕ те ытларах юратать пек. Еçре те хастарлăрах пек. Унăн халь пĕр мăшăр алăран пуçне тата икĕ çунат пур тейĕн. Таçта та çитсе ĕлкĕрет, тем-тем туса çитерет. Пĕр енчен çеç юлхавланнă: вăййа çӳремест. Çавах, каç пулсан, урамра хĕрсем юрланă вăхăтра, вăл та кйлте лармасть, таçта тухса каять. Тен, чиркӳ вĕçне çӳрет пуль, тен, çĕнĕрен Васькăпа вăрçнă пуль. Юриех те сăнаса пăхрĕ амăшĕ. Ял тепĕр вĕçне мар, шыв хĕррине, вăрман çывăхне утса кайрĕ Оля. Çав çулпах киле таврăнчĕ.
Оля каçсерен Тук хĕррине, ылтăн пулă тытнă тĕле хирĕç кайса ларать. Хушăран вăрăммăн сывласа илет. Виçĕ сăмах çеç сасăпа кăларать: «Ах, Рамаш, Рамаш!» Ытти сăмахĕ-шухăшĕсем унăн пĕтĕмпех ăшра. Хушăран юрă ĕнерсе илет, хăмăр куçа асăнать.
Юрлать те тиркесе пăрахать юррине. Рамаш куçĕ пирки «глазки» тенипе килĕшмест. Вара тепĕр юрă пуçлать:
Анчах малалла «А вы изменчивые, злые» тенĕ вырăна çитет те, каллех килĕшмеççĕ ăна юрă сăмахĕсем…
Пĕр каç пĕччен ларакан хĕр патне çын пырçа тăчĕ. Ольăна малтанах такам çывхарнă пек туйăнчĕ, çапах вăл пуçне те çĕклемерĕ.
— Оля, ма пĕччен ларатăн, ма вăййа тухмастăн? — илтрĕ вăл тепĕр самантран. — Лайăх мар капла. Çынсем сан пирки темтепĕр калаçаççĕ… — Васька хăй сăмахне çапла пуçларĕ. Унтăн Оля ним те чĕнменнине курчĕ те:
— Маннă сана чăваш ачи, — тесе хучĕ. — Чăнахах та маннă вăл, Оля. Эс те ман. Эпĕ те мĕн пулни-иртнине манма тăрăшăп. Атя, каллех пĕрле çӳрер. Кĕркунне туй тăвăпăр. Атте хирĕç пулмĕ.
Каччă, хăюлланса, хĕр çумне пырса ларчĕ. Хĕр çав вăхăтра ура çине тăчĕ.
— Çук, Василий Никонович, каснă чĕлĕ сыпăнмасть. Каларĕ вĕт сана Илюша, чухăн вĕçне ан çӳре терĕ. Хăвна тайăн пуян хĕр шыра, — çапла каларĕ те хĕр хушлăх еннелле утрĕ.
Пĕччен юлнă каччă чăтма çук урса кайрĕ те çапла кăшкăрчĕ:
— Эс, амашкă, чăваш чĕппипе çӳресе пĕтĕм яла намăс кăтартрăн. Асту! Каснă чĕллӳ хапха çинче ан пултăр!
Варт çаврăнчĕ каялла Оля. Тĕттĕмленнĕ пулин те, усал ача хĕр куçĕнчи вутлă хĕлхеме лайăх курчĕ. Курчĕ те ерипе çывхаракан хĕр умĕнче каялла чака пуçларĕ. Хĕр Хăйĕн çлĕкхи каччине çухаран ярса тытрĕ.
— Эс, путсĕр çын, ман хапха патне çывхарсан, Илюша сан пуçна пăрса татать. Мана хӳтĕлекенсем тупăнĕç. Тупăнмасан — хам сана пăвса вĕлерĕп. Ме халлĕхе, асăнмалăх!..
Çапла пуян ывăлĕ чухăн хĕртен çупкă çисе курчĕ.
Чурăс кăмăллă та хăравçă чунлă йĕкĕт вăл, Васька. Оля халех шăхăрса Илюшăна йыхăрасран хăраса ӳкрĕ, тытăнчăк сасăпа йăпăлтатма тытăнчĕ:
— Эп мĕн… шӳтлесе каларăм вĕт, Олька. Эп… ырă кăмăлпа килнĕччĕ. Юрĕ, эппин…
Кăшт аяккалла пăрăнсан тин каллех хаяр сасăпа кăшкăрчĕ:
— Çăва патне, амашкă! Никам та сана качча илес çук. Хăвах ман пата чупса пырăн. Пăрахнă сана чăваш ачи. Асту ман сăмаха… Пĕр çыру та кĕтсе илейместĕн эс унран.
Хирти ĕçсем пуçлансан, ялта вăйă сасси илтĕнми пулчĕ. Оля та Тук хĕррине çӳреме пăрахрĕ. Час-часах хирте çĕр выртмалла пулать. Киле таврăннă хушăра та вăхăт чăлăм куç хупса илмелĕх кăна юлать.
Çăвĕпе савăнса, икĕ çын ĕçне туса ĕçлерĕ пирĕн хĕр. Анчах кĕр еннелле салхуланчĕ. «Рома, Рамаш», — тесе савăнатчĕ вăл. Халь, çав ята асăнсанах, хурланакан пулчĕ. Каччăран çыру илменни иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Мана пуçларĕ-ши? Çук, манман. Шанать хĕр. Анчах мĕн чухлĕ шансан та, кичемлĕх чĕрене килсе хуплать-хуплатех.
Авăн çапса пĕтернĕ хыççăн ĕçрен кăшт канмалли вăхăт çитрĕ. Каçхине Оля каллех хăйĕн такăр сукмакĕпе Тук хĕррине кайса ларчĕ. Хăмăш кичем юрă юрлать. Шыв леш енчи вăрман хурланса кашлать. Сарă çулçăсем шыв урлă вĕçсе килсе ӳкеççĕ.. Вăрман кĕпи сарăха пуçланă. Шыв çийĕ вичкĕн çил вĕрнипе пĕркеленсе тăрать, вĕттĕн хумханкалать.
Хăй те сисмен çĕртен сасăпах юрласа ячĕ хĕр, малтанхи пек икĕ йĕрке хыççăн та чарăнса тăмарĕ: