Пĕркунхи пекех такам ун çывăхне пырса тăнине сисрĕ Оля: «Каллех Васька килчĕ-ши?!» Çав вăхăтра çынни ӳсĕрнĕ пек турĕ.
— Ял çине вăййа, савăк хĕрсем патне кайсам, Илюша, — ывăннă сасăпа каларĕ Оля, тăванне палланă хыççăн. — Тунсăх юррине итлесе тăма килĕшмест сана, Илюша.
— Чим-ха, ухмах, — тӳрменрех чĕлхепе шеллерĕ хĕре лешĕ. — Ахалех хăвна ху тарăхтарса ларан кунта. Рома санран сивĕннине ĕненместĕп эпĕ. Ман пата та çырма пăрахрĕ вĕт вăл. Сана пăшăрхантарас мар тенĕччĕ, каласах пуль, эппин. Пĕр ял çынни çак кунсенче Пасарлăяла кайса килчĕ. Халь кăна ун патĕнче пултăм эп. Еликов купсана пĕлет вăл, ун лавкки тĕлне те пĕлет. Анчах хупă, тет, лавкки. Алăкне çăрапа питĕрмен, хăма çапса хăварнă. Мĕне пĕлтерет-ши çак япала? Тен, Рома ялтан урăх çĕре ĕçлеме тухса кайнă?
Кăшт пуçне çĕклесе йăшăлтатрĕ Оля, çавăнтах çĕнĕрен халсăрланчĕ.
— Кайнă? Ну кайнă пултăр. Çыру яма юрамасть-и вара? Сан патна çырманни те паллă: пире пурне те маннă вăл.
— Итле-ха, Оля. Пĕр ырă хыпар калам сана. Пирĕн Коля куккаран çыру килчĕ. Тен, кĕçех хăй те килсе çитĕ: е курма пырăп, е савçимех таврăнăп тесе çырать, — хĕр хуйхине кăшт сĕвĕрĕлтерес шутпа суйрĕ Илюша. Коля куккăшĕн çырăвĕ чăнах та килнĕ, анчах яла халех килес пирки асăнман лешĕ.
Тепĕр чух пулнă пулсан, Оля, савăккăн сиксе тăрса, Илюшăна лăскама тытăнĕччĕ. Иккĕшĕн те амăшĕсен тăван шăллĕ вăл, дядя Коля, чи юратнă тăван кукка. Сиксе тăрасси пулаймарĕ, çапах хĕр шухăшĕсем тепĕр еннелле пăрăнчĕç:
— Кукка пирки большевик темерĕн-и эс пĕркун? Рамаш та хăйĕн ашшĕ пирки çапла каланăччĕ, хăй те большевик пуласшăн çунать. Çав сăмаха ăнланмастăп эп — те ырă, те усал сăмах. Пурпĕрех Рамаша шанатăп, усал шухăшлă çынсем енне туртăнас çук вăл. Чим-ха, тен, çавăн пирки çыру çӳретме юрамасть пуль унăн? Ашшĕ çинчен никама та каламарĕ вĕт — сана, мана тата Трашука çеç каларĕ.
Трашук ятне сăмах майăн çеç асăнчĕ Оля, çапах тепĕр самантран ура çине сиксе тăчех, йĕкĕте турткалама та пуçларĕ.
— Чăнах та ухмах мар-и? Трашук пĕрре те аса килмерĕ, йăлтах маннăччĕ эп ун пирки. Эсĕ те маннă çĕнĕ тусна. Атя, халех ун патне кайса килер. Тен, чăваш тусĕ патне çырать пуль вăл. Шыв урлă каçса Рамаш сукмакĕпе кайсан, инçех те мар вĕт, юнашарах.
Иĕкĕт хĕр пек хыпăнса ӳкмерĕ. Халь ĕнтĕ вăл хăй темшĕн тĕксĕмленсе кайрĕ.
— Ан турткалаш, ан васка, — терĕ Илюша, тем пирки тарăхса. — Трошăна манман эпĕ. Ялта çук-ха вăл. Хиртен таврăнмасăр таçта ĕçлет. Чим. Тата тепĕр кун тăхтаса пăх. Пĕр шухăш канăç памасть мана. Тен, Рома мар, тепри айăплă пуль. Тĕрĕслем эпĕ çак шухăша. Кайран калăп вара сана. Лешеккине танккама ан васка.
Оля кăмăлсăрланчĕ. Илюшăн «пĕр шухăшне» хăлхана чикмерĕ вăл. «Ан пырах. Сансăр та кайса килĕп. Трашук çук-тăк, амăшĕпе курса калаçăп. Халь мар ĕнтĕ, ыран ирхине», — шăппăн шухăшларĕ вăл.
… Çав вăхăтра Рамаш хăй те тунсăх юрри юрлать иккен. Оля пекех икĕ йĕркерен иртеймест, çапах юрри ун вĕçĕмсĕр, Ольăнни пек пат татăлмасть:
Çапла вĕçĕ-хĕррисĕр юрлани тунсăха сĕвĕрĕлтерсе ярать, шӳтлесе кăмăла уçма пулăшать. Анчах, мĕнле хăтлансан та, юрă сăмахĕсем савăках мар халĕ. Тĕле килеççĕ тата вĕсем. Савнипе паллă мар вăхăта уйрăлни сахал, таçта ют енне кĕтмен çĕртен кайса лекрĕ.
Чулçырмаран таврăнсан, Рамаш ĕçсĕр юлчĕ. Вăл хăнара çӳренĕ вăхăтра мăнтăр купса килĕнче темле пăтăрмах пулса тăнă. Ун çамрăк арăмĕ черкеспа пĕрле килтен тухса тарнă, тет. Кăшт тăрсан, Еликов хăй те çухалнă, таркăнсене йĕрлеме кайнă пуль терĕç.
Рамаш уншăн аптраса ӳкмерĕ. Ана çĕрме пуян Белобородов купсан управляющийĕ тара тытрĕ. Чаплă купса хăй Пасарлăялта мар, таçта Урал таврашĕнче, Стерлитамак хулинче пурăнать. Вăл тĕрлĕ енче, ялсенче, темиçе магазин тытса тăрать. Еликовăн йывăç лавккипе юнашар ларакан пысăк чул магазин çавăн ĕнтĕ. Хĕрлĕ тавар магазинĕ. Унта тăват-пилĕк прнказчик. Хуçа вырăнне — Пасарлăял çынни Николай Петрович Гурьянов, Мăрзабай евĕрлĕрех сарлака хура сухаллă та сумлă çын. Тĕп хуçана пасарлăялсем нихçан та курман. Ун сутуç ĕçне пĕтĕмпех Гурьянов туса тăрать, хушăран Стерлитамака тĕп хуçа патне кайса çӳрет.
Çав Гурьянов Таймансемшĕн ют çын мар. Вăл ĕлĕкрех Кирилл Морозпа туслă пулнă, ун урлă Рамаш ашшĕпе çывăх паллашнă. Паллашни мĕн, кумлашнă тата, Чаплă Шорник чаплă управляющин ачине, хреснашшĕ пулса, тене кĕртнĕ. Чăваш вĕçĕнчи шорникпа ахальтен мар хурăнташланнă Пасар вĕçĕнчи вырăс. «Кум патне» çӳресе Кирилл Морозпа вăрттăнрах курнăçма май тупнă вăл.