Выбрать главу

Ашшĕн кумĕ эсер пулнине тин пĕлчĕ Рамаш. Халь çав Гурьянов таврари эсерсен пуçлăхĕ иккен. Юлашки вăхăтра тата ăна чиркӳ старости туса хунă. Эсерсен хĕрлĕ ялавĕ ылтăн хĕресрен хăпасшăн мар çав.

Еликов укçапа илĕртрĕ Рамаша. Гурьянов вара куллен йӳнелсе пыракан укçаран хаклине сĕнчĕ: кашни уйăх пĕр пăт çăнăх, пĕр кĕрепенкке сахăр, икĕ кĕрепенкке тăвар, виçĕ кĕрепенкке краççын тӳлеме пулчĕ. Рамаш хăй хуçа патĕнчех тăранса пурăнать. Тата мĕн кирлĕ!

Икĕ хуçа Рамашăн. Пĕр хуçи пĕчĕк буржуй, тепри пысăк буржуй: кăнтăрла Белобородов магазинĕнче ĕçлет, ир-каç Гурьянов картишĕнче тертленет. Ашра çаплах чĕнет вăл икĕ хуçана, пĕрне Пĕчĕк буржуй, теприне Пысăк буржуй тет. Вирлĕ ятсене тупса хума фронтран таврăннă Клейменкин юлташ пулăшрĕ ăна.

Çуллахи хирти ĕçсем пуçланнă çĕре яла килсе çитрĕ çав фронтовик. Кунта та чăн-чăн большевик килсе тухни пĕтĕм яла пăлхатса ячĕ. Лавккаçăсен сăпса йăви тем пек сĕрле пуçларе. Большевик-антихрист пирки купсасем мĕн-мĕн сĕрленине шăппăн тăнлать Рамаш, хăй ытти приказчиксем палканă чух та шарламасть. «Курса калаçасчĕ çав большевикпа, тен, вăл ман аттене тĕл пулнă пуль», — шухăшлать йĕкĕт.

Пĕррехинче каçхине (пур ĕçрен те пушансан, вăййа тухма чармаççĕ ăна) Пасар вĕçĕнчи пĕр пĕчĕк урамра пурăнакан «антихриста» шыраса тупрĕ Рамаш. Çав каç хăйĕн пурнăçĕнче татăклă утăм турĕ те вăл. Тепĕр каç Клейменкин хушнипе вăрăм урам тăрăх Чăваш вĕçне çити хут çыпăçтарса тухрĕ. Шăматкун каç чиркӳ таврашĕнче пуху-митинг пулать, Клейменкин юлташ вăрçăпа мир пирки, çĕре хресчен аллине парас пирки, фронтри лару-тăру пирки калаçать, большевиксен программине ăнлантарса парать тесе çырнă унта. Рамаш хут çыпăçтарса тухнипе чарăнмарĕ, нумай киле кĕрсе мăннисене çеç мар, хăй пек йĕкĕтсене те пухăва пыма йыхăрчĕ.

Пухăвĕ шавлă пулса иртнĕ. Фронтовиксемпе лавккаçăсĕм кăшт кăна çухаваран тытăçса кайман'. Рамаш та юлташĕсемпе пырса итленĕ унта.

Çав пуху хыççăн тепĕр эрнерен Рамашăн шăпи сасартăк улшăнчĕ те. Пĕчĕк буржуй ăна магазина урăх ямарĕ. Хăй йĕкĕтпе сăпайлăн калаçрĕ:

— Эс, ача, большевик патне çӳре пуçларăн, теççĕ. Ана пуху пухма та пулăшнă иккен. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Эс ху ним шухăшламасăр ачалла хăтланнă пуль-ха, анчах хăвăн çулна пӳлсе лартрăн. Халь сана пирĕн ялта пĕр хуçа та ĕçе илмĕ. Ман патра пурăнма та юрамасть… Аçу килте пулсан, эс çапла хăтланнăшăн хăлхаран пăрса ăс кĕртĕччĕ те, ĕçĕ те пĕтнĕччĕ. Аçу çук çав. Тек магазинра ĕçлеттерейместĕп сана, — çынсем умĕнче ырă мар. Çапах кум çемйине пăрахас килмест…

Хуçа Рамаша тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ пуçне чиксе сăмах чĕнмесĕр тăрать. Хирĕç мĕн калăн?

— Кăмăлу пулсан, вăт мĕн тăвăпăр, — терĕ Гурьянов тинех. — Пирĕн тĕп хуçана сан нек йăрă та пушкăртла лайăх пĕлекен, приказчик пулма та, кучер пулма та пултаракан йĕкĕт кирлĕ. Эс ун патне Стерлитамака кайма килĕшсен, эп кунта çемйĕр валли хальччен мĕн панине кашни уйăхрах парса тăрăп. Шăллу пĕчĕк урапапа килсе илтĕр. Анчах асту: хăвна ху чипер тыткала унта. Кунти пек хăтлансан, ан ӳпкелеш вара. Пыр, килйышсемпе канаш туса кил. Килĕшетĕн пулсан, ыранах сана Белобородов патне ăсатăп.

Канаш тума Рамаш киле мар, Клейменкин патнех кайрĕ. Кăмăллă вырăс ун ашшĕне лайăх астăвать, анчах вăл большевик пулнине хальччен пĕлмеи. Кăяш Тимкки пирки лайăх пĕлет вара. Унпа хальтерех Оренбургра паллашнă вăл.

Клейменкин кăшт шухăшласа ларнă хыççăн çапла каларĕ:

— Кунта чăнах та лавккаçăсемпе куштансем çисе ярĕç сана. Эп хам кĕçех ялтан каятăп. Стерлитамака Пысăк буржуй патне каях пĕрех хут. Унта мĕн тумаллине хăвах курăн. Йывăр килсен, Шепелев юлташа шыраса туп. Авандеевпа пĕрле ссылкăра пулнă вăл. Еç тупма та, «тепĕр революци тума» та пулăшĕ саиа. Эп, Самара кайма май килсен, унта сан аçуна курма тăрăшăп.

Мăн юлташ сăмахне итлерĕ Рамаш. Ольăран тата çĕр çухрăм аяккалла тарма кичем те, мĕн тăвассу пур: «Юмахра та телей тăруках алла лекмест».

Çапла Рамаш Урал таврашне, пушкăрт хулине килсе лекрĕ. Хула. Темех мар. Пасарлăялăн Пасар вĕçĕ чăн та хуларан кая мар иккен. Белобородовăн унти магазинĕ тесен, — кунтинчен чаплăрах та.

Çĕнĕ приказчик-кучера магазинра ĕçлеттермеççĕ-ха. Хуçа майри питĕ кăмăлларĕ йĕкĕте. Ана хаçат-журнал е кулинари кĕнеки вулаттарать, картпа юмăç пăхтарать.

Тепĕр чух большевиксене вăрçса çĕтĕлме тытăнать, унтан, куçне вылятса:

— Эс ху большевик мар-и, Ромась? — тесе кулса ярать.

— Çук-ха, барыня, — кулать Рамаш та.

Час-часах ирхине вăл хĕрĕх витре кĕрекеи пичкепе, хула вĕçне кайса, çăл шывĕ тултарса килет. Çавăн чух йĕкĕт, тилхепе тытса пичке çине ларсанах, хăйĕн вĕçĕмсĕр юррине мăрăлтатма тытăнать.