Выбрать главу

… Рамаш ашшĕ большевик. Ятрус учитель Кăяш Тимкки пирки те çапла каларĕ. Хăй те ырлать-шим большевиксене? Кăмăлне уççăнах налăртмарĕ, анчах: «Питĕ лайăх сăмах, питĕ хитре сăмах», — терĕ. Çав вăхăтрах: «Ман Белянкинсемпех айкашма тивет», — терĕ тата. Ун пек çынсен пуçĕсем те пăтранаççĕ иккен…

Мĕскĕн атте патшасăр пурнăçа курса юлаймарĕ. Мĕн калĕччĕ-ши хальхи самана пирки? Астăнпа айван çын марччĕ хăй. Рамаш ашшĕие юрататчĕ вăл. Ун пиччĕш пулса (пирĕн асаннесем пĕртăван), тепĕр чух ятласа та йлетчĕ ăна: ĕçке ернĕшĕн, лаша сутса граммофон туяннăшăн… Мăрзабайсене те хисеплетчĕ атте. Çимун пиччене уйрăмах юрататчĕ, ун ашшĕне час-часах аса илетчĕ. Ва-тăлмасăрах çĕре кĕчĕ вĕт. Вилĕмĕ мĕнрен килчĕ-ши? Тытамак чирĕ вĕрĕлнĕ терĕç. Те чăн, те суя. Эх, лаша пирки мĕн тĕрлĕ ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Пулать те вĕт: лашана пулах пĕтрĕ вĕт хăй…

Унтан шухăш каллех Мăрзабай килне пырса тăрăнать.

Питĕ ăслă та сумлă çын, Павăл мучи, анчах юлашки Вăхăтра нумай ĕçе пуçланă. Чĕмсĕр Тимук пичче кунта кăмăшка вĕретсе яла леçсех тăрать. Хуçана юри ĕçтерме тăрăшат-ь мар-и? Мирски Тимук хăй халь сахал ĕçлекен йулчĕ. Аржанов именийĕ çывăхĕнче лартнă хирти пӳртре (пӳртне çавăншăнах лартнă тейĕн) пĕрмай кăмăшка вĕретсе айкашать, унтан яла кайса вăхăт ирттерет. Чăннипе эп Мăрзабайшăн кирлех те мар, çапах тара тытрĕ-ха. Мĕн тӳрĕпе? Кĕрӳ тăвап терĕ. Анчах самахне мана хама мар, Велянкина ӳçĕр пуçпа каларĕ. Пурпĕрех ун сăмахĕ асран каймасть.

Шухăшлать, çĕнĕрен те çĕнĕрен хавхаланать йĕкĕт, анчах хуçан аслă хĕрне темшĕн шута илмест вăл. Пуçра та çук çав Кулине.

Çыру килсен, Тимук пиччерен парса яма хушса хăварнăччĕ Трашук. Рамаш çырăвĕсем пулкаларĕç, тĕлĕнтеркелерĕç йĕкĕте. Таçта тĕнче хĕррине тухса кайнă хăй! Юлашки çырăвĕ хурлантарсах пăрахрĕ: «Ольăран çыру килми пулчĕ, — тесе çырать Рамаш. — Мĕн пулнă-ши? Мана манса каллех Фальшинпа çыхланман-ши вăл? Çук, апла шухăшлас килмест. Шанатăп эп ăна! Чирлесе ӳкмен-и? Пĕр-пĕр инкек пулман-и? Лешеккине кайса пĕлсем, тусăм. Хăвăртрах çырса пĕлтер. Илюша патне те çырса пăхрăм, унран та ответ пулмарĕ».

Хурланчĕ, çунчĕ, вĕтеленчĕ Трашук. Пĕртен-пĕр çывăх тус пур тĕнчере. Çавăн пĕчĕк ыйтăвне çырлахтарма та май çук. Çапла иккен тарçă пурнăçĕ. Пĕр кунлăха çеç ĕçрен хăтăлса яла кайса килесчĕ. Пукравччен шухăшламалли те çук. Шухăшласан та, усси сахал. Тарçăн шухăшĕ пуса чечек пек — çырласăр…

Анчах мĕскĕн тарçă пирки шухăшлакан çын та пур иккен тĕнчере.

Пĕррехинче, яла кайса килнĕ хыççăн, Тимук кичем сасăпа кăчăртатрĕ:

— Çимун салтакран килнĕ. Сана халех яла таврăнма хушрĕç.

Трашук хăй тем пек савăнса ӳкнине «тискер кайăк» умĕнче пĕртте палăртмарĕ, шăппăн мăшлатса, яла кайма хатĕрлене пуçларĕ. Хăйне хăй çапла тыткалама чĕмсĕр Тимукранах вĕренчĕ пуль.

Трашука астăвакансем, ăна тӳсеймесĕр кĕтекенсем пур-ха: Чулçырмара та, Лешеккинче те…

Çимунĕ тесен, вăл халь сурансенчен сывалса çитменнипе килте хăна пекех пурăнать-ха. Хушăран пĕчĕк ачипе йăпанать. Арăмĕ ĕçре, анчах каç пулсан, арăмĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра та шăкăл калаçни çук вĕсен. Сисет-ши мĕскĕн Пăлаки упăшки ăна юратманнине? Çын çинче салхуланса, хурланса çӳремест вăл. Сăн-пичĕпе савăнăçлă çын пекех курăнать. Питçăмартисем хăйĕн хĕп-хĕрлĕ — юн пĕрĕхес пек. Çынпа калаçнă чух вăл сасăсăр кулнă пек туйăнать, анчах кулли унăн — айăплă çын кулли пек. Пăлаки савăннине те, хурланнине те сисеймĕн. Вăл çилленме те пĕлмест тейĕн — ялан пĕр тикĕс сасăпа калаçать.

«Мĕскĕн Пăлаки, — шухăшлать Çимун тепĕр чух, — чĕмсĕр тӳсетĕн эс хăвăн кичем шăпуна. Хам шăпа та санăнни пекех мар-и? Эпĕ те, эсĕ те айăплă мар уншăн. Пире паллаштармасăр пĕрлештерчĕç вĕт».

Çук, юратмасть Çимун мучăш тупса панă арăмне. Анчах шеллет. Хăйне тата ытларах шеллет. Тăван мучи, атте вырăнне пулнă çын, пурнăçа пăсса хуче. Инçе те мар, юханшыв урлă çеç, юратнă хĕр пурăнать. Çимун салтака кайнă чух качча тухманччĕ вăл. Салтаксене хулана ăсатас умĕн Нюра Куçминккана Çимуна курас тесе çуран пынăччĕ. Арăм пекех мăйран уртăнса макăрнăччĕ.

Тен, качча кайнă вăл халь? Кунта никамран ыйтса пĕлме çук. «Пĕр-пĕр вырăс килсе тухинччĕ хăть», — хурланса ларать паян Çимун Мăрзабайсен тĕп пӳртĕнче. Каç çывхарса килет. Килте Çимунран урăх никам та çук. Урамра та çын курăнмасть. Çакăн пек чух, урамалли кантăка уçса, чӳречерен пăхса ларма юратать салтак. Паян кунĕпех вăл Нюра çинчен шухăшлать. Виç-тăват çул каярах пулни-иртнисем аса килеççĕ. Вăрманта кăмпа татнă чух паллашнăччĕ вĕсем. Кайран Çимун кĕпер урлă Лешеккине çӳрерĕ. Нюра ăна ялтан тухса кĕтсе илетчĕ, унтан иккĕшĕ çынран пытанса пĕр-пĕр арпалăха кĕрсе ларатчĕç.

Ытла нумай шухăшланипе шухăшри сăн куçа курăнакан пулмарĕ-и? Урампа Чулçырма кĕперĕ енчен Нюра утса килнĕ пекех туйăнчĕ. Чăнах та, майра хĕрĕ çывхарса килет. Ак пĕр ачаран тем ыйтрĕ те каллех çывхара пуçларĕ. Çук, Нюра мар ку, урăххи.