Çимунпа танлашсан, майра хĕрĕ чарăнса тăчĕ. «Çак çалтакла тумланнă çын вырăсла пĕлет пуль, çавăнтан ыйтса пĕлес», — тенĕччĕ Оля (Çимуна тĕлĕнтернĕ майра хĕрĕ çав пулнă), анчах салтак хăй маларах сăмах хушрĕ:
— Эсир кама шыратăр, мана мар-и? — кулса ыйтрĕ вăл. Рамаш пекех «эсир» тесе калаçни Ольăна кăртах сиктерчĕ, савăнтарчĕ. Вăл вара çывăхарах пычĕ.
— Сирĕн кунта Трашук ятлă пĕр çамрăк яш пур. Çавна шыратăп.
Майра хĕрĕ чăваш пекех «Трашук» тени Çимуна тĕлĕнтерчĕ. Унăн пырĕнчи хĕлĕхсем халь ĕнтĕ пурте янăра яуçларĕç:
— Апла пулсан кĕрĕр кунта, эп çав Трашука кĕтсе ларатăп, — терĕ те Çимун крыльца çине чупса тухрĕ. Кĕтсе ларатăп тесе юриех суйса каларĕ — хĕр тепĕр еннелле пăрăнса каясран хăрарĕ.
Оля кун пек чаплă çуртра пулса курман. Фальшинсен пӳртĕнче пулнă вăл. Пӳрт пĕренисене тул енчен сăрланă пулсан та, шалта кунти пек таса та илемлĕ мар. Кунта тулти пӳрчĕ икĕ пӳлĕмлĕ, шалти пӳрчĕ виçĕ пӳлĕмлĕ.
Кĕтесре сарлака çӳлçăллă йывăç ӳсет. Стенасем, тăм пӳртри пек, тип-тикĕс. Пĕр енче тĕрлĕ ӳкерчĕксем çакăнса тăраççĕ. Сĕтелĕ çаврашка. Хыçлă тенкелĕсем те çаврашка, ларма ăнăçлă. «Кам патне килсе кетĕм-ха? Трашук çакăнта пурăнать-ши?» — шухăшларĕ Оля. Анчах Çимун хĕре нумай шухăшлаттармарĕ, калаçтарма тытăнчĕ.
— Эпĕ Семен Тимофеевич Николаев пулатăп. Вырăссем пире Мурзабайкинсем теççĕ. Эсир мĕн ятлă, кам таврашĕсем?
Оля та хăйĕн ятне каларĕ.
Мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ыйтсан, Оля труках хăйĕн хуйхи-суйхи пирки калама именчĕ. Хĕр хĕрелсе ӳкнине курсан, Çимун тавçăра пуçларĕ.
— Эсир Трашукпа иаллашнăшăн савăнатăп, — терĕ вăл. — Пит лайăх ача. Мучи патĕнче тарçăра ĕçлет пулсан та, маншăн тус вăл. Пирĕн хушăмăрта секретсем çук. Куратăп, эсир тин паллашнă çынпа калаçма именетĕр. Хам сире пример кăтартса парам. Малтанах сиртен ыйтмалли пур-ха. Эсир Федунова Нюрăна пĕлетĕр-и? Çав мĕнле пурăнать? Качча кайнă-и, кайман-и?
Çимун çакна ыйтнă чух çапах та пăлханчĕ, кăшт хĕрелчĕ те. Ольăн юратупа çунакан чĕри ăна тӳрех сисрĕ. Вара хĕр Нюра пирки хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Качча кайман, хулара пурăнать тенине илтсен, салтакăн куçĕсем тата хытăрах ялтăра пуçларĕç.
Кампа та пулин Нюра пирки калаçас килнипе антăхса пурăнакан Çимуншăн Оля пĕлĕт парни пекех туйăнчĕ. Пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене тĕрлĕ сасăпа янăратса, юмах янă пек каласа ларчĕ. Çимун пулни-иртнисем çинчен асăнчĕ. Пулайманни пирки макăрас пек ӳкĕнчĕ, иртейменни пирки çамрăк каччă пекех ĕмĕтленчĕ.
Оля та вара мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Халиччен курман-палламан çын уншăн тăван пек туйăнчĕ.
— Эп хамăн çамрăк тусшăн, тăлăх Трашукшăн, савăннăччĕ. Анчах чĕрине ман пекех Сухоречкăра хăваракан каччă урăххи пулнă иккен. Астăватăп Тайман Сахарĕн аслă ывăлне. Ялтан кайнă чух вăл пĕр вуннăра-вунпĕрте пулнă. Шухă ачаччĕ. Халь каччă пуль çав ĕнтĕ. Ан пăшăрханăр, Оля, çакăн пек хитре хĕре юратнă каччă теприне нихçан та юратмĕ.
Кун пек чух юратакан хăрах чунсемшĕн хăйсем хушшинче калаçнинчен хакли ним те çук. Кăмăл уçса калаçма вĕсене ним те чарса тăмарĕ: тĕрлĕ арлăх та, çулсем тан марри те,
Трашука паян кетмелли çук иккен. Килсен — ыран е виçмине килмелле. Çапах ырă çынпа паллашнăшăн ӳкĕнмерĕ Оля. Тата тепĕр лайăх чăвашпа, хитре чăвашпа, паллашрĕ вăл. Тен, Ольăн хăйĕн те чăваш хушшинче пурăнмалла пулĕ.
Чаплă йывăç çуртра пулнă хыççăн çĕр чавса тунă пĕчĕк пӳртре те пулса курчĕ паян тунсăхпа касăлакан хĕр.
«Ай, турăçăм, ак ăçта пурăнать иккен пирĕн Трашук! — шухăшларĕ Оля, çĕр пусмапа путвала аннă пек аннă чух — Пирĕн енче çĕрпӳрт мар, хура пӳрт те çук».
Алăк уçса, çĕр айĕнчи тĕттĕме чăмрĕ Оля. Алăка çурăмпа тĕрелесе кăшт тăнă хыççăн тин пӳрт ăшĕ куçа курăна пуçларĕ. Пĕртен-пĕр чӳречи мунча тĕннинчен пысăках мар.
Сăпани килтеччĕ. Майра хĕрĕ килсе кĕнине курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл, сăмах чĕнейми пулчĕ. Чĕнес тесен те, вырăсла пĕлмест. Майра хĕрĕ те салам сăмахĕсем каланă хыççăн чĕмсĕрленчĕ. Хăйсем те чухăн пурăнаççĕ, анчах кун пек чухăнлăха вăл нихçан та курман. Хурланнипе унăн кăмăлĕ тăвăна пуçларĕ. Кăмака çинче карчăк ахлатнине илтсен, Оля кăмака çумне пырса сĕвенчĕ те макăрса ячĕ. Сăпани пăлханса-хăраса ӳкрĕ. Ак тамаша! Мĕн пулнă-ши ку майрана? Мĕн тӳрĕпе кунта макăрма килнĕ вăл? Сăпани куçĕ тĕттĕмре пурăнса хăнăхнă — хĕр куççульне лайăх курать. Анчах чĕри ĕмĕр чухăнлăхра пурăнса хытса кайнă — Ольăн чунне мĕн ыраттарнине курмасть. Кăшт лăплансан, Оля пуçне çĕклерĕ, куççульне шăлса йăл кулчĕ. Сăпанишĕн пӳрте хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнчĕ.