Выбрать главу

Оля Рамашран вĕреннĕ сăмахсене манман, анчах вырăнлă пулмĕç тесе чăвашла калаçма хăрарĕ. Вырăслах каларĕ. Сăпани кăшт ăнланкалать. «Письмо» сăмаха вăрçă вăхăтĕнче пурте ăнланакан пулнă. «Тражук», «Рамаш», «письмо» сăмахсене майра хĕрĕ çине-çине каланăран тавçăра пуçларĕ хĕрарăм: «Письмо пур, пур, — терĕ. — Рамаш письмо пур, Трашук поле пашул». Оля мĕн кирлине ăнланчĕ.

Майрă хĕрĕ, Чулçырма кĕперĕ урлă каçса, каçа хирĕç вăрмана кайнине куракансем чылайччен тĕлĕнсе тăчĕç. «Рамаш сукмакĕпе» çӳресе курман çав вĕсем.

Илюша ăна шыв хĕрринче кĕтсе илчĕ. Оля хăй мĕн курни-илтнине хăвăрт каласа пачĕ.

— Рома манман, — терĕ вара Илюша. — Халь сана калам ĕнтĕ. Акă мĕнле шухăш килсе кĕчĕ ман пуçа. Пирĕн уксах почтальон шанчăклă çын мар: ĕçме юратать. Çавна Васька ĕçтерсе сан патна е ман пата килекен çырусене илсе тăрать пуль. Эп кайса уксах Афонька чунне силлем-ха. Тунмĕ!

— Ан хăтлан, — терĕ Оля. — Малтан Трашука кĕтсе илер. Вăл ыран-паян килсе çитмелле. Тен, кăлăхах çынна кӳрентерĕн.

Илюша килĕшнĕ пек пулчĕ.

Трашук яла тепĕр кун каçпа таврăнчĕ. Хĕвелпе пиçнĕ, тусан айне пулнă сарă каччă халь хуралса кайнă. Никам та ан куртăр тесе, вăл Мăрзабай картине хыçалти хапхаран килсе кĕчĕ. Лаша тăварса тĕрмешнипе хăй никама та асăрхаймарĕ. Хыçалти картана тата пĕр чĕрĕ чун пырса кĕнĕ иккен. Асăрханă пулсан, лаша тăварайми вăйсăрланĕччĕ.

Наçтук ытахальтен çеç: «Трашук мучи, эс чикан пек хуралса кайнă, кайса сик часрах шыва», — тесе сăмах хушасшăнччĕ. Анчах тем чарса тăчĕ ăна. Трашук ĕçре епле йăрă иккен! Çук, куншăн та мар чарăнса тăчĕ хĕр. Пĕркун килсе кайнă Леонида астутарчĕ ăна мĕскĕн каччă. Чăнах çавăн евĕрĕ пур. Кăшт çӳллĕрех çеç. Çӳллĕрех пулни пăсмасть, каччăшăн вăл тата лайăхрах. Наçтукшăн Трашука паян тин курнă пек туйăнчĕ. Именчĕ. Каччă асархиччен вара вăл, сас-чĕв ан пултăр тесе, шăппăн ярса пусса, хыçалти картаран тухса кайрĕ. Трашук хĕвел çути пĕр самантлăха ун еннелле ăшăтса пăхнине курмасăр-сисмесĕрех юлчĕ. Малашне çавăн пек телейлĕ самант пулĕ-ши уншăн? Çав шухăш та каччă пуçне килсе кĕме пултарайман. Шел. Тен, иккĕшин те шăписем урăхла пулма пултарĕччĕç.

Трашук мунчара е çырмара çăвăниччен Çимуна курма каяс мар терĕ, килне васкарĕ. Килте амăшĕ ăна ĕнер Оля килсе кайни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Хĕр, Рамаш пекех, çыру килменнипе тарăхать иккен. «Часрах кайса лăплантарас Ольăна!»

Çимун килнĕренпе икĕ эрне иртнĕ. Тискер Тимук пĕрре те асăнмарĕ ун пирки. Пулать те çын!

Çимун пиччене курса ĕлкĕрĕп-ха терĕ те Трашук мунча кĕтмесĕрех, шыва кĕмесĕрех кĕске çулпа, Рамаш сукмакĕпе, Лешеккине чупрĕ. Хăйĕн чĕри те хăрах, теприсен хăть хăрах ан пулччăр терĕ пуль телейсĕр каччă.

Хăйă çутипе

Кĕрхи каç вĕçĕмсĕр вăрăм. Кăçал вăл тата вăрăмрах пек туйăнать. Чӳречесем лампа çутипе çуталми пулчĕç. Хăйă çутипе нумаях ĕçлесе лараймăн. Хĕрарăмсем каçранах çывăрма выртаççĕ — краççын пĕтнĕренпе кĕрхи каç пир тĕртми, тĕрĕ тĕрлеми пулчĕç.

Хĕрупраç парăнмарĕ. Улах чӳречисенче авалхи çутă мĕлтлетет — хăйă çути. Анчах улахра та халь тĕрĕ тĕрлемеççĕ. Кĕнчеле арлаççĕ те алса-чăлха çыхаççĕ улахри хĕрсем. Каччăсем вара краççын пĕтнĕшĕн пачах кулянмарĕç, кулянма мар, савăнчĕç — тĕттĕмрех чух хăюллăрах вĕсем…

Пĕлтĕрсенче салтака лекмен мăн арçынсем лампа çутипе юмах итлесе ларма çӳретчĕç. Халĕ те çав йăлана пăрахман вĕсем. Малтикассем Шатра Микка юмахне, тăвайккисем Курпун Лявук юмахне итлеме çӳреççĕ. Арçын улахĕнче лампа та çутмаççĕ, хăйă та çунтармаççĕ халь. Тĕтĕм-сĕрĕм, пурте табак туртнăран, хăйăсăр та самаях чыхăнтарать. Юмах-сăмахĕ вăл тĕттĕмре те лайăх илтĕнет.

Анчах тĕттĕмре çынçем харсăрлаичĕç. Юмахçăсене пӳлекенсем, шавлакансем тупăнчĕç. Елĕкрех пулсан, ватăраххисем юмах итлеме чăрмантаракан пуçтахсене хăтăрса пăрахĕччĕç. Халĕ шарлама мар, хăйсем те хăюллисен сăмахне хăлха тăратса тăнлама хатĕр. Чăнах та, кăçал ытларах çĕнĕ халапçăсем сăмахлаççĕ: курма килнĕ фронтовиксем е вăрçăран ĕмĕрлĕхе хăтăлнă уксах-чăлахсем. Пăтранчăк самана пирки тĕлĕнмелле хыпарсем калаççĕ вĕсем. Юмахçă пек пĕр тикĕс лăпкăн юхтармаççĕ сăмаха, кăшкăрашса калаççĕ, хăйсем хушшинче хирĕçсе, вăрçса каяççĕ.

Самана сывлăшĕ тĕттĕм чăваш ялне те килсе çапрĕ. Тĕнчери лару-тăру пирки ниçта тухса çӳремен мăк сухалсем те интересленекен пулчĕç. Вĕсене те малашлăх хумхатать. Анчах малашне мĕн пулассине пĕлсе калаçакансем çук çав.

Мăрзабай Çимунĕ ыттисенчен тулăклăрах калама пултарĕччĕ. Вăл та темшĕн шарламасть. Пĕлнĕ-пĕлмен лапăртатма юратмасть пуль. Тепĕр сăлтав та пур ĕнтĕ: унăн халлĕхе урăх хуйхă-суйхă. Трашук хиртен таврăннăранпа Çимун, Мăрзабай килĕнчен уйрăлса, çĕнĕ çĕре куçса ларма пикенчĕ.