Выбрать главу

Кĕçех ялта «пĕлсе» калаçакансем те тупăнчĕç.

Икĕ салтак Мăрзабай Çимунĕ пекех салтакран яланлăха таврăннă. Анчах пĕри чулçырмасем мар — самлейсем. Тата салтак та мар иккен вăл. Ун пирки çынсем кайран тин пĕлчĕç. Малтанах ăна салтак тесех йышăнчĕç. Темшĕн вăл тăван яла кайман. Чулçырмана мăнаккăш патне килнĕ. Салтакăн хушамачĕ питĕ чаплă: Медведев. Çапах ăна хушаматпа чĕнмеççĕ, Летчик-Микка тесе чĕнеççĕ.

Летчик пулма аэропланпа вĕçсе курман-ха вăл. Çынсем Медведева летчик тесен те, вăл хăйне хăй матрос тет. Чăнахах та карттусĕ унăн сăмсасăр, хура пиншакĕ çутă тӳмеллĕ, хура йĕм пĕççисем майра юбки пек шалпар. Яш-така хитре каччă тейĕн хăйне. Сухалне-уссине иĕрмаях хырса тăнăран çап-çара тути-янаххи авланман каччăнни пекех çамрăклатать ăна. Хăй калама çук вĕçкĕн. Улаха çӳресе хĕрсем çумне йăишăна пуçларĕ. Хĕрсемех ăна Летчик тесе ят пачĕç. Улталаймарĕ вĕсене Микка, эп авланман, каччă пуçăк вăрçа кайрăм тесе. Таçтан пĕлнĕ хĕрупраçĕ. «Микка арăмĕ амашкаланса ача тунă, çавăнпа та вăл яла таврăнасшăн мар», — тесе калаçа пуçларĕç.

Чулçырмара Миккан мăнаккăшĕнчен пуçне те хурăнташсем тупăнчĕç, ăна хăнана чĕнсе хăна турĕç, çавна май вăрçă хыпарĕсене лайăхрах пĕлме тăрăшрĕç. Летчик суйса калаçнине сисекенсемех пулмарĕç. Аслăраххисем сиснĕ пулсан та шарламарĕç.

Ермишке мучи те Самлей чăвашне чĕнсе хăна тăвасшăн пулчĕ. Елĕм-Чĕлĕм кинĕсене курсан, Летчик савăнса кайрĕ. Хитре те уçă кăмăллă арăмсем. Кĕçĕнни çамрăк, çитменнине — Самлей хĕрĕ тата. Хĕр чух Миккапа та çӳресе курнă. Старик эп сан… укку пулатăп тесе чул çапса чĕлĕмри табакне сирпĕтсе ларнă хушăра Летчик куçĕсем Праски чĕрине сисмесĕрех вут тивертме пикенчĕç. Çамрăк хĕрарăмăн выçăхнă чĕрине тивертме пĕр хĕлхем те çителĕклĕ, Микка куçĕнче — пин хĕлхем. Ватти чĕлĕмне тепре тултарса тивертичченех кĕçĕн кинĕн чĕри ялкăша пуçларĕ.

Хуняшшĕ паян кинĕсене: «Тухăр тулти пӳрте, эсир… айран чей ĕçĕр», — тесе каламарĕ. Вăл салтак пурнăçĕ пирки, вăрçă хăçан пĕтесси пирки хăнине калаçтарасшăн пулчĕ. Кĕçĕн ывăлĕнчен çыру илменни нумай пулать. Çавăншăн хытă пăшăрханать старик. Микка нумай калаçать, анчах тулăксăр. Çавна сисеймерĕ Ермишке мучи хăйĕн хуйхине кура.

Хуняшшĕ хăйсене тулти пӳрте тухма хушманшăп савăнса, Праски сĕтел хушшине хăпăл-хапăлах кĕрсе ларчĕ, Миккапа юнашарах пулчĕ. Инкĕш тулти пӳртре икерчĕ пĕçернипе сĕтел хушшине ларма ерçмерĕ. Праски çума ларнă хыççăн Микка сăмахĕсем пушшех тулăксăрланчĕç:

— Пирĕн флот пек хăватли тĕнчере те çук, — сӳпĕлтетрĕ вăл. — Кронштадтра тупă пени Берлина илтĕнет. Нимĕç патши хăрать пиртен. Вăл Кайзер ятлă. Микулай патша матроссенчен хăраса шыва сикрĕ, хăй ише пĕлмест, кăравул кăшкăрса ячĕ. Гриша Распутин ăна шывран туртса кăларчĕ те: «Эп сана хăтартăм, эс мана хăтар туппир», — терĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вара Англи патшин карапĕ çине ларса тарчĕç.

Ермишке мучишĕн патшисем, распутинсем мурне кайса кĕччĕр, вăл ывăлĕсен шăпине пĕлесшĕн тĕпчет салтака.

— Ман кĕçĕнни, Кĕркури, Румыни çĕршывĕнче çапăçатчĕ. Виç-тăват уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Унта ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Çавна пĕлес килет.

— Румынире? — тем пĕлекен çын пек сăмаха тăсса каларĕ Летчик-Микка. — Унта нимĕç çарĕсем пирĕн çара пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Флотсăр çапăçаймаççĕ пирĕннисем. Тинĕс çук унта — Румынире. Çавăнпа эпир вĕсене çăлма пыраймарăмăр.

Çав вăхăтра паттăр салтак-матрос çумра тачă ларакан Праски урине хĕсрĕ. Праскин, салтак сăмахĕсене илтсен, макăрмаллаччĕ, вăл макăрас вырăнне куçне ялтăртаттарса салтак куçĕнчен йăпăрт пăхса илчĕ. Леш вара çамрăк хĕрарăма чавсаран ачашласа чĕпĕтрĕ те пушшех çатăлтата пуçларĕ.

Ермишке мучи, хурлăхлă хыпар илтсен, пуçне усса ларчĕ. Анчах, кăшт ларсан, тавçăрса илчĕ:

— Кĕркури тинĕс пирки те асăннăччĕ пĕр çырăвĕнче. Хура тинĕспе карап çине ларса кайрăмăр тесе çырнă пек астăвап, — терĕ вăл,

— Хура тинĕс Турци çĕршывĕнче вăл, Румыни çывăхĕнче мар, — касса татрĕ хăйне хăй матрос текен Микка.

Хăна сĕтел хушшинчен тухнă чух Праски вĕçкĕн салтака тепĕр хут куçпа çунтарса илчĕ те, купарчине пăркаласа, пӳртрен тухса кайрĕ. Ермишке старик хăнине ăсатма тухмарĕ, ахлатса çĕнĕрен чĕлĕм тултара пуçларĕ. Хăна тухса кайнă хыççăн Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă кинĕ Хĕвекле тулти пӳртре тем пăшăрханнă пек пулса юлчĕ. Пĕчĕк хапха чĕриклетни илтĕнмерĕ. Вара Хĕвекле те тула тухрĕ. Тăм кĕлет алăкĕ уçă, килкартинче никам та курăнмасть. Хĕле кĕричченех çак кĕлетре çывăраççĕ Ĕлĕм-Чĕлĕм кинĕсем. «Ку салтакпа Праски иккĕшĕ те кĕлете кĕрсе кайман-ши?» — хыпăнса ӳкрĕ асли. Алăк натне асăрханса çывхарчĕ. Праски ихĕлтетни илтĕнет! Çавăнтах арçын сасси те пур. Акă кĕлет алăкĕ хупăнчĕ. Хĕвекле хăй намăс ĕç тунă пек хĕремесленсе кайрĕ.