Выбрать главу

«Праски вăхăчĕ çитрĕ-шим? Ах, намăс кăтартать пире ку Самлей хĕрĕ. Каччи те самлейсем. Каччă! Чху!» — лач сурчĕ те Хĕвекле ним тума аптранипе Кĕтери патне чупрĕ. Кĕтери килтех пулчĕ. Хĕвекле инкен пăтранчăк та пăлханчăк сăмахĕсене хăвăрт ăнкарчĕ çивĕч ăслă хĕр. «Мĕн пулать те мĕн килет… Ĕлĕм мучин килне намăсран çăлар эппин», — терĕ те хĕр çатан шăтăкĕ витĕр кӳршĕсен килкартине чăмрĕ.

Хĕвекле, васкамасăр Кĕтерисен вĕрлĕк хапхинчен тухса, хăйсен хăма хапхи патне çывхарчĕ. Çав вăхăтра кĕçĕн хапха шаклатса уçăлчĕ. Летчик-Микка хапхаран сиксе тухрĕ те кĕпер урлă чупнă пек васкаса каçса кайрĕ.

Хĕвекле ĕçсем çапла хăвăрт пулса иртнинчен тĕлĕнсе ӳкрĕ. «Ай, Кĕтери! Кам сана качча илсе ырă курĕ-ши?» — терĕ вăл, савăнса.

Праски хăй вырăнĕ çинче ӳпне çаврăнса выртнă. Кĕтери ун умĕнче сăмах чĕнмесĕр тăрать. Инкĕшĕ пырса кĕрсен, Праски пуçне çĕклерĕ те: «Тухса кайăр иксĕр те, мана пĕчченех хăварăр!» — тесе кăшкăрчĕ, вара минтерне çыртса ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Хĕвеклепе Кĕтери ерипен кĕлетрен тухрĕç, кĕлет алăкне хупса хăварчĕç.

— Епле çак çăхана çав тери хăвăрт хăваласа яма пултартăн эсĕ, Кĕтери? — ыйтрĕ Хĕвекле.

— Суеçĕ çынна суйса çеç çĕнтерме пулать, — терĕ Кĕтери, кулса. — Вăлсалтак та мар вĕт, матрос та мар. Самар хулинче пĕр лавккаçă патĕнче ĕçленĕ вăл. Курпун пиччĕшĕн хучĕсене кăтартса, вăрçăран хăтăлса юлнă… Матрос тумне таçтан тупнă тата. Сутăн илнĕ пуль…

— Çапах та мĕнле сăмах каларăн эс ăна?

— Пиччӳ сана шыраса килнĕ, чуп часрах Каçăр Натали патне, çавăнта кĕтсе ларать терĕм.

— Ма Натали патне ăсатас терĕн вара ăна?

— Тăлăх хĕрарăм. Упăшки виçĕм çулах вăрçăра вилнĕ. Хĕрсене, арлă арăмсене пырса тапăниччен Каçăр Натали пуçне çавăртăр терĕм. Наталякка ахалех кăларса ямасть ăна. Асту ман сăмаха: киле кĕртет вăл ку вĕçкĕн Летчика. Вĕçкĕнлĕхрен урăх ним те çук унăн, çемçешке кăмăллă çын. Çирĕп хĕрарăм аллине лексен, вĕçерĕнеймест вăл.

Кĕтери сăмахĕсем часах чăна тухрĕç. Кĕçех ялта Летчик-Микка Каçăр Натали патне киле кĕнĕ тесе калаçа пуçларĕç…

Яланлăха таврăннă тепĕр салтакĕ — чăнахах салтак. Ана ялта Виçĕ Якур тесе чĕнеççĕ. Егоров Егор Егорович. ятлă вăл. Ят пама юратакан Чулçырма чăвашĕсемшĕм Виçĕ Якур пулчĕ те вара. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, пиччĕшпе шăллĕ те — лутра çынсем. Ку такама кайса хывнă. Тăванĕсем хушшинче ĕне кĕтĕвĕнче çӳрекен тĕве пек курăнать. Кĕлеткепе те, кăмăлĕпе те шултра çын. Сăмси вăрăм та хулăн, сасси хулăн та хаяр. Вăл кампа та пулин ахаль калаçнă чух та ятлаçнă пек туйăнать. Чăрсăр çын. Унăн тути кулма пĕлмест, куçĕнче çутă хĕлхемсем ялкăшмаççĕ. Унăн тĕксĕм те хаяр куçĕсем çын куçĕнчен пăхмаççĕ. Пăхманни те лайăх: ăнсăртран пăхсан, çынна сивĕтсе, хăратса пăрахаççĕ.

Çак Виçĕ Якур чулçырмасенчен хăйне хăй «эпĕ большевик» текенни пирвайхи çын. пулчĕ. Большевик сăмахран ял çыннисене сивĕнтерес тесен, урăх ним те кирлĕ мар çав ĕнтĕ! «Нивушлĕ большевиксем пурте Виçĕ Якур пек тăхлан куçлă-çынсем?» — тесе калаçа пуçларĕç ялта.

Ял старости халĕ те Фальшин шутланать. Виçĕ Якур патша вăхăтĕнчи старостăна пăхăнас мар терĕ. Урамра вылякан ачасене чĕнсе илчĕ те вăл килĕрен чупса халăха пухăва чĕнме хушрĕ. Вунă-вуникĕ çулхи ачасем вунă минут хушшинче яла урлă та пирлĕ чупса тухрĕç. Кашни чӳречерен шаккаса кăшкăрчĕç: «Пурте Виçĕ Якур патне халех пухăва пырăр! Виçĕ Якур халăха вăрçă çинчен сăмах калать!» Ун пек калама хушманччĕ Якур вĕсене, «вăрçă çинчен» тесе ачисем хăйсемех хушса хунă.

Халăх пухăнсан, Виçĕ Якур чăнахах сăмах каларĕ. Сăмахĕ çапла пулчĕ:

— Революци пулнăранпа сакăр уйăх çитсе пырать. Эсир çавах та патша чухнехи пекех хăраса пурăнатăр. Тĕрлĕ Фальшинсен влаçне пăхăнма кирлĕ мар. Халăх хăйне хăй хуçа пултăр. Кашни çын хăйне хăй власть, хуçа. Большевиксем çапла вĕрентеççĕ. Эпĕ те — большевик. Итлĕр ман сăмаха. Чăваш йăваш тени ан пултăр урăх. Пилĕк çухрăмра — Киселев улпут именийĕ, сакăр çухрăмра — Хăмăшлăра — Аржанов улпут именийĕ. Халăх юнне ĕçсе пурăннă улпутсене сирпĕтетпĕр. Вĕсем хăйсем таçта иртĕхсе пурăнаççĕ, кунта вĕсен управляющийĕсем анчах. Атьăр, пĕтĕм ялпа кайса, Киселев именине çаратар. Пушкăртсем пире кĕтсе тăмĕç. Вĕсенчен маларах ĕлкĕрес пулать. Вăл пурлăха Киселев хăй ĕçлесе туман. Пирĕн пурлăх вăл, халăх пурлăхĕ. Никамран хăраса тăмалли те çук халь. Эпĕ хам сире ертсе кайăп. Кам та кам пире хирĕç тăрса чăрмантарать пулсан, ак çакна кăтартăпăр вĕсене…