— Зан хăййу лайăхрах, хăвах зюнтар эппин, — терĕ те Зар Ехим хăйчикки умĕнчен пăрăнчĕ. Кĕтери çумне пырса ларчĕ.
Хĕрсем хăшĕ арламалли урапапа, хăшĕ йĕкепе арлаççĕ, хăшĕ чăлха-алса çыхаççĕ.
Кĕтери туринче — йĕтĕн сӳс. Кăлкан пек, Трашук çӳçĕ пек шурă. Пӳрнипе йĕпетсе, сӳсне туртса пĕтĕрсе ларнă çĕрте Трашук еннелле пăха-пăха илет Кĕтери. «Эх, йĕтĕн çӳç, кăвак куç! Хăçан аташма пăрахăн-ши? Хăçан мана пĕрре те пулин куçран пăхăн-ши?» — шухăшлать вăл. Анчах шухăшне нимпе те палăртмасть.
Зар Ехим тĕк ларакан каччă мар. Алли унăн ларнă çĕртех Кĕтери пилĕкне çавăрса илет. Кĕтерийĕ хĕрлемес каччине пĕчĕк турапа çамкаран çатлаттарать. Хĕрсем кулаççĕ. Трашук та кулать. Анчах акă кĕтмен çĕртен алăк уçăлчĕ те, вăл шартах сикрĕ, аллисем чĕтре пуçларĕç. Алăкран Наçтук килсе кĕчĕ.
— Эс, Трашук, авалхи жрецсем пек, улах вуттине сыхлатăн иккен, — терĕ Наçтук, хăй вĕреннине кăтартса. Трашук хуравлама сăмах тупаймарĕ. Çунса пĕте пуçланă хăййи унăн чĕтрекен аллинчен тухса ӳкрĕ те сӳнсе ларчĕ. Хĕрсем çухăрчĕç. Кĕтери хăй çумĕнчи каччине питрен çупса илни илтĕнчĕ.
— Ан çыпçăн, хĕрлĕ куршанак, — терĕ вăл çупнă майăн. Унтан тата çиллемесрех кăшкăрчĕ: — Çут часрах хăййуна, Трашук. Эх, ĕне пăрушĕ, хăйă çунтарма та пултараймастăн!..
Хĕрсем кулса ячĕç. Наçтук та кулать. Зар Ехим тем нăйкăшать. Трашук кулмарĕ. Тĕттĕмре алăк шаплатса хупăнни илтĕнчĕ. Тахăш ахлатрĕ, тахăш вăрçса мăкăртатрĕ. Трашук илтмерĕ улахри сасăсене, вăл, пӳрт умĕнче темĕскере çапăнса, картишĕнче тĕмескерен такăнса, урама чупса тухрĕ, Наçтук умĕнче çав тери намăс кăтартрĕ ăна качака таки! «Çимун пичче хăй çӳретĕр улаха, — ăшра тусне те çилленсе çĕтĕлчĕ вăл. — Çывăрма та килех каяс… »
Тăвăр хушлăх тĕлне çитсен, каялла çаврăнса пăхрĕ йĕкĕт. Сĕм-тĕттĕмре пĕр тĕлте хăйă çути курăнса кайрĕ.
— Çунтарăр ман хăййа, жрицăсем, весталккăсем! Мана урăх кĕтсе илеймĕр, — кĕрхи тĕттĕмре çухаласран е урайне ӳкернĕ хăйă евĕрлĕ сӳнсс ларасран хăранă пек сасăпах мăкăртатрĕ Наçтукран кая мар вĕреннĕ мĕскĕн каччă.
II. Совет влаçĕшĕн
Çĕнĕ самана хыпарĕ
Çĕнĕ самана хыпарĕ Каменка ялне те çитрĕ-çитрех. Темле васкамасăр, тавра çулсемпе килчĕ вăл.
Николай Васильевич Радаев — хайхи Илюшăпа Ольăн куккăшĕ, яла таврăнсан, килйышсемпе тăванĕсене çеç мар, кӳршĕ-аршăсене те чун кĕртсе савăнтарчĕ.
Яла çитнĕ пĕртен-пĕр чăн-чăн большевик Виçĕ Якур пек пуху пухса кăшкăрашмарĕ. Вăл ял çыннисене тимлĕн сăнарĕ, кашнинпех ăшшăн калаçса, ун шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрĕ. Çĕнĕ самана пуçлансан, кам мĕне юрăхлă пулĕ-ши? Радаев чăваш енне те каçса курасшăн, унти фронтовиксемпе паллашасшăн пулчĕ.
Ку ĕçре ăна кĕтмен çĕртен аккăшĕн хĕрĕ пулăшрĕ. Большевик-куккăшне ытла та евĕклĕ кĕтсе илчĕ Оля. Ыттисенчен вăргтăн калаçса, уйрăмах туслашрĕç вĕсем. Оля хăйĕн каччи пирки те куккăшне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Лешĕ Самарта Рамаш ашшĕне тĕл пулнă иккен. Ольăшăн ку тепĕр савăнăç пулчĕ. Сăмах май Оля Трашук пирки тата кăмăллă, «культурăллă» калаçакан чăваш салтак пирки асăнчĕ.
Чăваш енче Радаев малтан Смоляковпа калаçрĕ, паллах, хăйĕн большевик кăмăлне палăртмасăр, кăшт хурăн-таш тивекен лавккаçăпа вашкăртса сăмахларĕ. Юлашкинчен тин «культурăллă салтак» патне çул тытрĕ.
Çак вăхăтра Çимунпа Трашук чăнкă çыран айĕнче çăл пури туса айкашатчĕç. Мăрзабай Çимунĕпе Николай Радаев пĕрне-пĕри паллакан çынсем пек алă парса салам-ларĕç. Ольăн большевик-куккăшĕ çинчен илтессе Çимун Трашукран лешĕ яла таврăничченех илтнĕччĕ те кунта килессе кĕтменччĕ ăна. Евĕклĕ калаçу пуçлама вĕсене Трашук сăмах чĕнмесĕрех пулăшрĕ:
— Эс, йĕкĕт, хайхи Трашук пултăн пуль-ха? — терĕ вырăс, ăна та алă парса. — Сан ятна Илюшăпа Оля пĕрмаях асăнаççĕ. Салам калама хушрĕç. Ма ху пырса курмастăн?
Нимĕн те чĕнеймен йĕкĕт вырăнне Çимун хуравларĕ:
— Ерĕçеймерĕмĕр çав, Николай Васильич. Шуйттан чурисем пек тар юхтарса ĕçлетпĕр. Ĕçрен кăшт пушансанах каçăпăр-ха Трашукпа сирĕн енне. Вырăс хĕрĕсен улахĕнче чăваш хăййине çунтарма пырăпăр, — Çимун, питçăмартине мăкăртса, кăвакарчăн сассиие кулса ячĕ.
— Сан ĕлĕкхи вăрттăн ĕçӳсем пирки эпĕ те илтнĕччĕ, — терĕ вырăс та, кулнă май пӳрнипе юнаса, — текех унта сана кĕтсе ларакан хĕр çук. Хӳреллĕ каччăсене йышăнмастпăр эпир.
— Хӳре терĕн-и? Чармасть вăл мана. Улаха кĕнĕ чух алăкпа хĕстеретĕп те, калта хӳри пек татăлса та юлать.
— Пирĕн хĕрсем сан пек арлă йĕкĕтсене йĕкепе чикеççĕ, турчăкапа хăвалаççĕ улахран, — каллех кулса ячĕ Радаев. — Хӳрине кайран калтанни пек çĕнĕрен ӳстересшĕн-и эс? Мучунтан хăрамастăн-и? Е халăх сăмахĕнчен, е турăран? Турра çапах та ĕненетĕн пуль-ха?