Юлашкинчен Рамаш çапла çырнă:
«Халĕ пушшех ерçейместĕп, Трашук. Сирĕн пата Совет влаçĕ татăклă çирĕпленсе çитсен тин пыма пултарăп: Çĕнĕ çула е çăварни тĕлне. Вăл манран хамран килмест ĕнтĕ. Кун пирки Ольăна каламасан та пырĕ. Çырăва Илюшăна çеç кăтарт, ыттисене сăмахпа каласа пар. Сирĕн унта мĕнле? Совнарком тунă-и? Хĕрлĕ гварди организациленĕ-и? Пĕтĕмпех йĕркипе çырса пĕлтер».
Рамаш çырăвне Трашук чăн малтан Çимуна вулаттарчĕ. Лешĕ çыру вуланă хыççăн кăмăлсăрланса шухăша кайрĕ, унтан сасартăк Радаевпа хăйĕн мучăшне вăрçса тăкрĕ.
— Тĕлĕнмелле мар-и! — терĕ вăл вăрçса ăшне кантарнă хыççăн. — Болыневиксем влаçа хăйсен аллине илнĕренпе вунă кун иртнĕ. Эпир пĕлмесĕр пурăнатпăр. Пытарнă вĕт Радаев пиртен ку хыпара, мучи те манран пытарнă. Енер кăна вăл Куçминккана кайса килчĕ. Унта хыпар пĕлмен мар ĕнтĕ. Ним те шарламарĕ, эсрел. Лешсем те, кусем те мана шанмаççĕ пулать. Çав кирлĕ те сана! Ни шурă, ни хура. Тен, капла лайăхрах та-и, Трашук? Эс кун пирки мĕн шухăшлатăн?
Трашукĕ Çимунăн юлашки сăмахĕсене ăнланайманнипе ним чĕнме пĕлмесĕр куçне чылайччен мăчлаттарса тăчĕ:
— Е Радаев ун чух хăй те пĕлмен-и?
Хальхинче Трашук хĕрсех хуравларĕ:
— Пĕлмен, пĕлмен! Тупата туршăн ним те пĕлмен вăл.
Çимунăн питçăмартийĕсем кулăшла мăкăрăлчĕç.
— Эх, сăваплă чун, ахалех тупа тăватăн вĕт. Лешекки вырăсĕ мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине ăçтан чухлатăн эсĕ? Юрĕ. Чуп-ха, эппин, Лешеккине. Радаева тупса, Рамаш çырăвне вулаттар. Вара вăл мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине курăпăр. Эпĕ мучи патне кайса килем. Унпа пĕрле кăмăл туртман кăмăшкана кăшт сыпсан, чĕлхине вĕçерĕ-ха.
Мăрзабай хыпар пĕлме çеç мар, хаçатсем те илсе килнĕ Куçминккаран. Мир пирки тата çĕр пирки декретсем пичетленĕ унта. Хаçачĕсем сĕтел çинче выртаççĕ, хай сĕтел хушшинче урă пуçпа шухăша кайса ларать: «Власть кам аллине лекрĕ ĕнтĕ? Ульянов-Ленинран пуçне, пурте палламан ятсем, çĕнĕ ятсем. Керенскисем, Милюковсем, Авксентьевсем çук унта… Кусем мĕнле çынсем-ши? Хăш çулпа уттарасшăн-ши иирĕн мĕскĕн Раççейăмăра?
Декречĕсем лайăх ĕнтĕ: хресченсене çĕр кирлех, мирĕ пурне те кирлĕ. Лайăххи лайăх та… чĕре темшĕн вырăнта мар. Ахалех каламарăм çĕркаç Çимуна. Вăл большевиксем пирки нумай пĕлет. «Сана тĕкĕнмĕç вĕсем», — терĕ пĕркун. Тĕкĕнмĕç, кĕтсех тăр! Чим-ха, ма мана тĕкĕнмелле вĕсем? Эпĕ никама та усал туман… Эсерсем епле килĕшнĕ тата большевиксемпе? Сулахаййисем тенĕ, Эх, килĕшӳ, килĕшӳ! Килĕшӳ çукки хăртать çав. Патшалăхра мар, пĕр çемьере те килĕшӳ çук. Çимун большевиксене ырлать, Назар ун пеккисене пуçхĕрлĕ çакма хатĕр… Эх, Назар, Назар. Аçта-ши эс халь? Генералусене хупнă терĕç. Ху ăçта, мĕн туса çӳретĕн-ши? Е пуçтах пуçна çухатрăн-и?! Çухатман пулсан, халĕ мĕн шухăшлатăн? Большевиксене çакас, перес тетĕн-и?. Перекеннисем кунта та тупăнĕç-ха. Тен, тин пĕрне-пĕри пеме тытăнĕç. Çук, лăпкă пурнăç пуласси пĕтрĕ. Тата пысăкрах пăлхавсем, юнлă пăлхавсем пуçланса кайĕç. Çимун каларăшле, большевиксем халăха нумай юн тăктарĕç. Ав Белянкинĕ те… »
Çав вăхăтра Çимун сыпма ĕлкĕреймен мучăш патне пырса кĕчĕ. Мăрзабай хаçатсене пытарма туртăнчĕ те ĕлкĕрейменнипе хăех кулса ячĕ:
— Эп ют çын пуль тесе… Хам сана кĕтсе лараттăм. Çеркаç ывăнса çитнипе санпа калаçаймарăм. Ме, вула ĕнтĕ. Вула та хăвăн шухăшна кала. Елĕкрех большевиксем власть илсен те усси пулас çук тесе калаçрăн. Халь мĕнле шухăшлатăн?
Çимун савăнчĕ. Паян старшина пытанмасть унран. Йĕрĕнчĕк кăмăшкана сыпма та кирлĕ пулмарĕ. Вăл хаçат вуланă вăхăтра Мăрзабай хăйĕн шухăшне сасăпах вĕçне çитерчĕ:
— Белянкин тĕлĕнтерчĕ мана. Халь вăл большевиксене хирĕç мар иккен. «Эпир Совет влаçĕшĕн сасăларăмăр, анчах правительствăна кĕме килĕшмерĕмĕр», — тет. Мĕне пĕлтерет вара вăл, сасăлани? «Пирĕн хамăрăн та Совет пур, хресчен Совечĕ», — тет тата. Икĕ власть пулать-и вара? Сан большевикусене пĕлместĕп те, Белянкинсем еннелле те кăмăл туртмасть манăн…
Çимун та, мучăшĕ пекех, шухăша кайрĕ. Иккĕшĕ те пуласлăх пирки пăшăрханчĕç вĕсем. Анчах пăшăрханăвĕ иккĕшĕн пĕр пулмарĕ. Ваттине юнлă пăлхавсем пуçланасси пăлхантарчĕ. Çамрăкки, çĕнĕ влаçа ырă сунса, ун тĕреклĕхĕшĕн пăшăрханчĕ.
Мăрзабай, канăçлăх шыраса, эрехне черккесене тултарчĕ.
— Атя, эппин, çĕнĕ влаеть сывлăхĕшĕн сыпар, — шӳтлесерех сĕнчĕ вăл Çимуна.