Выбрать главу

— Хăвăншăн çеç тăрăшатăн пулсан, эп хирĕç мар, — терĕ хуçа кăшт çапла шухăшласа ларнă хыççăн. — Пĕр лаша кӳлсе кай. Анчах улпут пурлăхĕпе ман хапха умне килсе ан тăр. Кирек ăçта пушат лавна.

Ун пирки те малтанах шухăшласа хунă Тимук.

— Тавтапуç, Павăл пичче, ăçта пушатмаллине тупăп, — терĕ те шалти пӳлĕмрен йăпăрт тухса кайрĕ.

— Каллех Павăл пичче пултăм иккен, — сухал витĕркулса илчĕ Мăрзабай. Унтан пĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те хăйне хăй сасăпа мăкăртатса каларĕ: — Акă епле пуçланчĕ çĕнĕ самана! Тĕнче пĕтетех пуль. Çук, мĕскĕн Раççее большевиксем те, эсерсем те çăлаймĕç. Юлашки пурлăхăмăра тĕрлĕ Виçĕ Якурсемпе Мирски Тимуксем — хуларисем те, ялтисем те — шалча таран çаратса, тустарса пĕтерĕç. Эх, самана, самана!

Вăрттăн пăлхавçăсем

Виçĕ Якур пуху туса ирттернине ял çыннисем мана пуçлареç. Якурĕ хăй те, Хаяр Макар сăмахне итлесе, çын çинче шарлами пулчĕ. Халĕ вĕсем помещик именине çаратма вăрă-хурахла вăрттăн хатĕрленеççĕ. Çĕрле, ял çывăрнă чух, тухса кайма шутлаççĕ. Пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ, çуна çуле урапа çулĕнчен шанчăклăрах тесе, юр çăвасса çеç кĕтеççĕ. Анчах юлашки хыпарсем те пăлхавçăсене васкама хушаççĕ: ку вăрттăн ĕçе халех, çĕнĕ власть йĕркелениччен туса ирттермелле. Мирски Тимук, разведчик пек, Киселев именине çитсе, ырă хыпар илее килчĕ: именире, пĕр тутар хуралçăсăр пуçне, урăх никам та юлман. Управляющийĕ, пушкăртсенчен хăраса, хулана вĕçтернĕ. Лерен шанчăклă хурал илсе килесшĕн, тет, вăл. Тутар хуралçă, Тимукăн тахçанхи пĕлĕшĕ, пăлхавçăсем пырасса кĕтсе пурăнать: хăй те мĕн кирлине тиесе тарĕччĕ уц чух.

Мăрзабай «шуйттан шутне» кĕме килĕшменнине пĕлсен, Смоляковпа Хаяр Макар иккĕшех канаш тытрĕç.

— Мирски Тимук хăй тĕллĕн пыни пирĕншĕн лайăхрах та, — терĕ лавккаçă. — Большевикпа матрос пурччĕ пирĕн. Халĕ батрак тă тупăнчĕ. Тата мĕн к-ирлĕ?

— Апли апла та, — савăнма васкамарĕ Хаяр Макар, — Мăрзабай пиртен уйрăлни шухăшлаттарать-ха. Юратмастăп çав çынна, çав вăхăтрах хисеплетеп. Ăслă çын. Ахальтен çапла хăтланмасть пуль.

— Ĕлĕкрех чăн та ăслăччĕ вăл, — терĕ Смоляков. — Халь ĕçе-ĕçе ăсран тайăлнă. Ан тив, хăтлантăр. Пурпĕрех пире сутас çук вăл. Пирĕн «большевик» кутăн ан чактăрччĕ. Çав хуйхă кăна, — терĕ тата лавккаçă, Виçĕ Якур пирки асăрханса.

— Ун пирки ан пăшăрхан. Эпĕ ăна эс иирĕн утаман тесе йăпататăп. Тăмсай вăл, тискер тăмсай.

— Чим, — асăрхаттарчĕ лавккаçă, — утаману пурне те пĕрер лашапа виç-тăват хут кайса килме сĕнмерĕ-и? Пĕр пек тӳпешĕн çунать вăл. Эпир тӳрех виçĕ лавпа тухнине курсан, ĕрĕхсе каймĕ-и?

— Ничава, ĕрĕхме памăпăр! — лăплантарчĕ юлташне Макар. — Пурне те Кивçуртра пухăнма калăп. Каçранах урапасене лайăхрах сĕрсе, анкартине кайса лартма, çур çер автанĕ авăтасса кĕтме хушăп. Кивçуртра тин эпир миçе лашапа тухнине курĕ вăл. Нимех те тăваймĕ вара.

Çнмунан та разведчикĕсем çывăрмаççĕ. Вĕсем паян хайсен йыснăшĕ-мучăшĕсем урапасене питĕ тăрăшса сĕрнине асăрхарĕç. Летчикĕ тата Хветюкран, ача тесе, питех сыхланмарĕ. Ача вара çĕнĕ йыснăшĕпе Наталяккăшĕ анкартисемпе çур çĕр автанĕсем пирки пăшăлтатса калаçнине илтрĕ.

Çак хыпарсене пĕлсен, Çимун Трашука юланутпа Куçминккана Радаев патне ăсатрĕ. Лешекки вырăсĕ Куçминккана хуларан ревком пулса таврăннăччĕ ĕнтĕ.

… Виçĕ Якур хăйне куштансем чăн та лартнине Кивçуртра тин тавçăрчĕ. Виçĕ пуян кашниех виçшер лашапа çула тухнă, кашни пĕрер тарçă илсе килнĕ тата.

— А-а, эсир, çăткăнсем, ĕмĕтсĕр куштансем, пире, чухăнсене, лартасшăи! — тӳрех урса кайрĕ Виçĕ Якур. — Эп сире тĕнче хĕррине кăтартăп! Халех пĕтĕм яла пăлхатăп. Эпир сире, ĕмĕтсĕрсене, хăвăра йĕмсĕр хăварăпăр.

Çапла кăшкăрашса, лашине каялла тавăра пуçларĕ Якур. Çав самантра Хаяр Макарпа Мирски Тимук, урапа икĕ енчен ыткăнса, пăлхавçă утамана ярса тытрĕç. Лавккаçă лаша чĕлпĕрĕнчен пырса уртăнчĕ.

Урнă йытă пек сĕлеке юхтарса тапаланать урапа çинче месерле кайса ӳкнĕ Виçĕ Якур. «Ухмах: гранатăна алăра тытса пымаллаччĕ, темшĕн ларкăч айне чикрĕм ăна», — çиçет унăн пуçĕнче шухăш.

Макар хаярлăхпа, Тимук тискерлĕхпе Виçĕ Якура парăнас çук. Смоляков пулман пулсан, ахăрах, çын вĕлермесĕр чарăнмастчĕç пуль тĕрлĕ шухăшлă вăрă-хурахсем. Лешĕ лаша пуçне турта çумне пăрса лартрĕ те — малтан юлташĕсене утамана пусмăрланăшăн вăрçнă пек турĕ, унтан йăпăлти чĕлхепе капла пулса тухнăшăн ӳкĕннĕ пек пулса калаçрĕ.

— Эсĕ, Егорыч, ытла та хĕрĕнчек иккен. Эп айăплă, сана каласа ĕлкĕреймерĕм. Кĕçĕр, тĕттĕм пулсан, пĕр шанчăклă çын хуларан таврăнчĕ. Кĕç-вĕç Киселев именине хĕçпăшаллă хурал килсе çитет, тет. Малтан канашланă пек, виçĕ хут кайса килме ĕлкĕреймĕпĕр терĕм вара эпĕ. Çавăнпа виçшер лаша кӳлтĕмĕр. Санăн пурпĕрех пĕр лаша çеç. Пурлăх пирки ан пăшăрхан, мĕн тиесе килнине пĕтĕмпех турă хушнă пек пĕр тан пайлăпăр. Ĕнен ман сăмаха, тупата çапла тăвăпăр.