Выбрать главу

Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пур паян: Виçĕ Якур туя килнĕ пек тумланнă. Тĕпелте хулăн тутине пăркаласа ларать. Акă вăл та халап калама пуçларĕ:

— Юлташсем! — чăвашлах калаçать Якур. — Чухăнсемпе вăтам хресчен юлташсем! Радаев юлташ сире Совет влаçĕ пирки каласа пачĕ. Тĕрĕс каларĕ. Пирĕн власть! — çак тĕлте Якур, сассине хытарса, чăмăрпа сĕтеле шаккасшăнччĕ, Радаевран именчĕ те каллех: — Халь пирĕн власть тетĕп. Çавăнпа калатăп та сире, итлĕр лайăхрах. Пирĕн ял куштанĕсем Киселев именине çаратас терĕç. Улпут пурлăхĕ мар, халăх пурлăхĕ вăл халь. Çăткăнсем çĕрле кашни виçшер лашапа кайса килчĕç. Эпĕ, фронтовик, куштансемпе пĕр шухăшлă пек пулса, вĕсемпе пĕрле пĕр лавпа кайрăм, вĕсен тискер ăшчикне пĕтĕмпех пĕлес терĕм. Мана та ултăлама пăхрĕç вĕсем. Урапа çине мĕн тиенипе çырлахман вĕсем, манран вăрттăн тата виçĕ лаша çавăтса, пĕр сеялка çаклатса килнĕ. Пытарма тăрăшрĕç çав пурлăха, анчах Совет влаçĕнчен ним те пытараймăн. Пĕтĕмпех хисепе илĕпĕр. Тĕрĕслекенсем пур пирĕн. Халăх пурлăхне тустарма памăпăр…

Радаев, пăшăрханса, пĕр Якура, пĕр Çимуна пăхса илет. Çимун куçĕ кулăш çутипе ялкăшать. Пăшăрханмалли çук иккен.

Хайхи «тĕрĕслекенсем» хăйсем те çав вăхăтрах Çимун пӳртĕнче пухăва килнĕ пек пухăнса ларнă. Вунпĕрĕн вĕсем, Радаевпа Çимунăн помощникĕсем.

— Кукка сисмесĕрех юлĕ, — терĕ Илюша. — Пирĕнпе тек айкашма вăхăт çук ун. Ревком вăл, паянах ытти ялсене Совет влаçĕ тума тухса каять.

Радаев Чулçырмаран тухса кайнă вăхăтра Смоляков лаша утланса Куçминккана вĕçтернĕ. Радаевран маларах Белянкинпа курса калаçасшăн вăл.

Мишша-салтак

Хĕл кăçал кая юлса килчĕ. Декабрь уйăхĕнче тин çуна çулĕ ларчĕ.

Хĕллехи микула иртсен, Çимунпа Трашук çуна çулĕпе хулана кайрĕç. Мучăшĕ Çимуна, хăйĕн ăйăрне кӳлсе, чаплăрах ăсатасшăнччĕ. Çимун килĕшмерĕ.

— Маншăн ытларах чухăнсем алă çĕклерĕç, — терĕ вăл, шӳтленĕ пек пулса. — Чухăнсен депутатне ăратлă ăйăрпа çӳрени килĕшмест.

Мăрзабай шӳтлемерĕ, хăтăрса каларĕ юлашки сăмахне:

— Асту. Белянкинран ан пăрăн, ун сăмахне итле. «Аслă çын, тĕреклĕ хресченсенчен юлмасть вăл», — терĕм ăна сан пирки. Кулак, чухăн тени — большевиксен сăмахĕ вăл, Маншăн чухăн тени кахал тенипе пĕрех. Саншăн та çапла пултăр.

Çимун хирĕçмерĕ: «Ма хирĕçес? Эп хам та аташкаларăм. Мучи манран ытларах аташать. Белянкинсем енне кăмăл туртмасть терĕ пĕр кун. Халĕ Белянкина итлеме хушать. Куçминккара та улшăну çине улшăну. Радаев пур чух каплаччĕ, вăл кайнăранпа урăхла, белянкинла пулса тăчĕ. Эпĕ те пĕр йăранпа утаймарăм çав. Радаевсене те пулăшкаларăм, Белянкинсене те юрарăм: эсерсемпе пĕрле Самара, хресченсен съездне, кайма килĕшрĕм. Çапах хулара Радаевпа курса калаçасчĕ. Самани те шанчăклă мар çав. Эп унччен шутланă пек пулса тăмарĕ-и? Большевиксем татăклă власть илни палăрмасть-ха. Ялта, вулăсра, уесра эсерсем çĕнтерсе пыраççĕ. Кĕпĕрнере тепле-тĕр ĕнтĕ?..»

Çак шухăшсене палăртмарĕ Çимун мучăш умĕнче. Хăйне кĕпĕрнери съезда суйласса пачах кĕтменччĕ вăл. Белянкин ун ятне асăнсан питĕ тĕлĕнчĕ. Халăх уншăн харăс алă çĕклени пушшех тĕлĕнтерчĕ ăна. «Мĕнле капла, пурне те юрарăм-и? Пуянсем старшина таврашĕ терĕç пуль. Чухăнсем фронтовикшăн алă çĕклерĕç-и?» — шухăшларĕ Çимун. Хăйне хăй: «Пурпĕрех Самара каймастăп», — тесе те пăхрĕ. Çапах кайма килĕшрĕ. Ма килĕшнине хăй те пĕлмест. Тĕрĕсрех, ялтан тухнă чух пĕлместчĕ. Халь тавçăра пуçларĕ. Çул тăршшĕпе Оля каласа панă пĕр адреса асăнкалать вăл — манса каясран хăрать. Çырса хумаллаччĕ. Ухмах, камран хăрарăм? Пăлаки пурпĕрех хут пĕлмест.

Пăлакн пĕлессе нимех те пĕлмест, çапах тем сисет вăл. Упăшкине инçе çула хатĕрленĕ чух вăрттăн куççуль юхтарчĕ.

— Мĕн, мана вăрçа ăсататăн-им? — асăрхарĕ Çимун. — Ан йĕр. Вăрçа каймастăп, алла пăшал тытмастăп. Халь алă çĕклесе çеç çапăçма пуçлатпăр ĕнтĕ.

Пăлаки лăпланмарĕ, ĕсĕклесех ячĕ:

— Кам пĕлет?! Аçта, мĕн тума кайнине, кама мĕнле пăшалпа пемеллине эс ху та пĕлместĕн. Эх, самана, самана!

«Сисет-шим, апăрша? Те хăйĕн шăпи пирки, те халăх пурнăçĕ пăтранса кайнине кура асăнчĕ çак нумай пĕлтерĕшлĕ сăмаха?»

Хула çулĕ çывăх çул мар. Темĕн çинчен шухăшлама та çитет. Иккĕн ларса пыраççĕ Çимунпа Трашук, анчах калаçма май çук. Вичкĕн çил çула урлăрах вĕрет — шăп çурçĕр енчен. Тăлăи çухавине тавăрса калаçма памасть. Çуна çулĕ лăпкă çул, сăпкари пек çывăрттарма пăхать. Çимун тĕлĕрсе кайрĕ. Трашука тĕлĕрме юрамасть. Хускалкалать вăл, юлхаввăн чупакан лашине хушăран пушăпа тивертсе, сасăпа хĕтĕртсе илет.

Ероховка ялне çитсен (çурма çул), Çимун, сылтăм енне куçса ларса, тилхепе тытрĕ. Трашук вара çул тăршшĕпех çывăрчĕ. Çакăншăн кайран, хуларан каялла таврăнма вăхăт çитсен, хытă ӳкĕнмелле пулчĕ уиăн. Яла пĕччен таврăнмалла-çке. «Ероховкăна епле çитес? Аташса кайăп-и?» Çул пирки Çимунран ыйтса пĕлесшенччĕ Трашук, лешĕ ĕнер кунĕпе таçта çухалса çӳрерĕ, паян та, ирех тăрса, унпа калаçмасăрах таçта тухса танкканă.