Выбрать главу

Трашук çапла хуйхăркаласа лаша кӳлнĕ вăхăтра хапхаран пĕр салтак килсе кĕчĕ. Пӳрте кĕмерĕ вăл, тӳрех кӳлнĕ лаша патне васкарĕ.

— Кам? Вырăс-и, чăваш-и? — ыйтрĕ вырăсла.

Трашук Чулçырма чăвашĕ иккенне тата вăл аташасран хăранине пĕлсен, савăнса кулса ячĕ.

— Вот чудак. Тепĕр тăлăп пур-и? — терĕ. — Питĕ лайăх. Çулне эс пĕлмесен, лаша пĕлет. Эпĕ те тăван ял çулне мансах кайман пуль-ха. Атя, эппин кайрăмăр! — чăвашла-вырăсла çатăлтатрĕ те таçтан килсе тухнă салтак, йĕкĕт сăмах чĕнессе кĕтмесĕрех тăлăп тăхăнса, çуна ăшне кĕрсе ларчĕ.

Çапла Трашукăн каялла каллех пĕччен мар, иккĕн таврăнмалла килсе тухрĕ. Çынни чулçырмасемех, анчах Трашук ăна палламасть. Каланă тăрăх, — Осокинсен таврашĕ, Михаил Антонович Осокин. Трашук пĕчĕккĕ чухнех салтака кайнă çын иккен вăл. Çавăнтанпа яла килсе курман пулать. Тăван чĕлхепе тытăнкаласа калаçать. Чăвашла калаçма пуçлать те юлашкинчен вырăсла çавăрсах хурать. Те çавăнпа, те хăйĕн кăмăлне кура, салтак ытлашши сăмахламарĕ. Шахматовка ялне çитичченех тенĕ пек сăмах чĕнмесĕр тĕлĕрсе пычĕ вăл. Трашук, иккĕн ларса пынă çĕртех пĕччене юлса, шухăша кайрĕ вара. Пирвайхи хут ху-лара пулнăскер, вăл хăйĕн çĕнĕ туйăмĕсене аса илсе тĕрĕслеме тытăнчĕ.

Ĕнер вăл лашана кантармалла кунĕпе хула курса çӳрерĕ. Хула урамĕсем çиппе туртса лартнă пек — тӳп-тӳрĕ. Икĕ урам хушшине квартал теççĕ. Пӳртсем çумĕпе урамрах хăма урай сарнă, ăна пăртувар теççĕ-мĕн. Кашни йывăç. пӳрт Мăрзабайăннинчен те чаплăрах, чул пӳртсем пирки каламалли те çук, Аслă урам пушшех те чаплă вара. Вăл ыттй урăмсенчен сарлака мар, анчах унти пӳртсене пӳрт теме те май килмест — керменсем темелле. Икĕ хутлă пĕр çурчĕ, чие тĕслĕ кирпĕчрен купаланăскер, шăп пĕр квартал йышăнса ларать — пĕр урамра пуçланать те тепĕр пуçĕпе тепĕр урама тухать. Ак епле иккен вăл хула тени.

Пуринчен ытла хулари лавккасем, магазинсем тĕлĕнтерчĕç ăна. Вывескисене Куçминккари пек арăш-пирĕш çырман, кĕнекери пек тăпăл-тăпăл хитре саспаллисемпе сăрласа çырнă. Пĕр вывеска умĕнче Трашук нумай вăхăт çăвар карса, тем пуласса кĕтсе тăчĕ. «Бакалея. И. Д. Половинкин» тесе çырнă унта. Хайхи, Виктор Половинкин, Наташа каччи, çакăнта пурăнать.

Половинкинсен çурчĕ те икĕ хутлă. Аялта магазин. Çӳлте хуçасем пурăнаççĕ курăнать. Аялти чӳречисем алăкран пысăк. Магазина кĕмелли алăкĕ икĕ чӳрече хушшинче. Юнашарах тепĕр алăк пур. Вăл кăшт уçăлса тăрать. Епле хĕлле те хупăнмасть алăкĕ? Çав алăкран кĕрес пек пырса пăхрĕ Трашук. Чăнкă пусма çӳлелле хăпарса каять. Çӳлте тата тепĕр алăк пур иккен. Халех Виктор Половинкин револьвер йăтса тухассăн туйăнчĕ йĕкĕте. Алăкĕ чăнах та уçăлчĕ. Трашук хăраса ӳкрĕ, каялла туртăнчĕ те пăртувар херринчи çӳллĕ юпа хыçне пытанчĕ. Тарас та килет, çӳлти хутран кам тухниие те курас килет.

Тухакан пулмарĕ-ха. Арçын сассипе хĕрарăм сасси илтĕнет. Тем ихĕрсе калаçаççĕ. Хăрамалли çук-тăр. Акă аялти алăкран хитре тумланнă çамрăк майрă тухрĕ. Вăл, хĕвел пек йăл кулса, каялла çаврăнса пăхрĕ те: «Атю», — терĕ.

Ак тамаша! Улькин хуçа хĕрĕ ку. Юмахри пек хитре хĕр. Сулахай питçăмарти çинче хура пăнчă — шăна ларнă пек. Çĕркаç Трашук курнăччĕ ăна. Чĕкеç пек чĕвĕлтетсе калаçать. Сафо ятлă. Хĕвел çути Трашук çине ӳкрĕ: «атю» тенĕ хыççăн Сафо ялтăракан куçпа куç чакăртса тăракан йĕкĕте'пырса çупăрларĕ те çӳллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа пăртувар тăрăх чаклаттарчĕ…

Тĕлĕнмелле. Хула çыннисем хĕлле те урана пушмак тăхăнса çӳреççĕ. Чулçырмасем кĕрсе çӳрекен кил хуçи Улькин хăй ял çынни сăнлă. Темиçе сăмах чăвашла та пĕлет тата. Карчăкне Илюшăн амăшĕнчен уйăрса илеймĕн. Хĕрĕ вара патша хĕрĕ пек тумланать. Каласасса та темле урăхла калаçать: пăртувара тротуар тет. «Атю» тени мĕне пĕлтерет тата?..

Хăюллă та нăмăссăр хăй. Акă Сафо тăлăп ăшне, Трашук çумне кĕрсе ларчĕ, юна вĕрилентерсе йăпшăнать: «Трофим Петров, эп сана юратап. Юрат мана, пăрах хăвăн сивĕ юнлă Наçтукна, — тет. — Виктор Половинкина юратмастăп, çавăнпа эп ăна: «Атю», — терĕм. Атя тени мар вăл. Юлах, эп кайрăм тенн пулать… » Тăлăп ăшĕнче те мар ĕнтĕ вĕсем, çунашкапа çӳллĕ ту çинчен катаччи ярăнаççĕ. Акă çунашки тӳнсе кайрĕ. Трашук сăмсипе юр купине чикĕнчĕ.

— Эх, эсремет, шуйттан! Кучер-и эс! Тилхепе тытса пынă çĕртех çывăрма право çук сан!

Те вăрçать, те шӳтлесе ахăрать вăранса кайнă салтак. Лаша чарăннă. Трашук аран ĕселенсе çĕкленчĕ.