Выбрать главу

— Çывăрман эп. Анаталла ĕрĕхсе кайрĕ тутă кĕсре, чараймарăм. Енер кунĕпе сĕлĕ шăтăртаттарчĕ, шуйттан. Сулăнчăк тата кунта, — мăкăртатрĕ йĕкĕт.

— Суй, суй ытларах, — ихĕрет салтак. — Эп вĕт çуна тӳничченех вăрантăм, эс харлаттарнине илтсе юлтăм.

Трашук çуна тĕпне каллех тĕшĕрĕлчĕ. Сăлтак çав вăхăтра тăлăпне хывса пăрахрĕ те çуна çинчен сиксе анчĕ.

Сĕвек çыранлă вартан утăпа хăпарса çитсен, хăла кĕсре каллех юртăпа ярăнчĕ. Салтака пăрахса хăварас мар тесе, Трашук шухăланнă кĕсрене чарма пăхрĕ.

— Ан чар, ан чар! Юрттар лашуна! — кăшкăрчĕ хыçалтан салтак, вара чупрĕ, чупрĕ те çуна çине çăмăллăн сиксе ларчĕ. Кăшт йывăррăн сывласа ларнă хыççăн вăл Трашук аллинчи тилхепене туртса илчĕ: — Çул тăршшĕпе улпут пек ларса пыратăн. Ав, епле ĕнтĕркесе кайнă. Хыв тăлăпна, утса ăшăн кăшт, — терĕ.

Трашук анчĕ. Лаши те çав вăхăтра пĕлнĕ пекех чарăнчĕ те айри юра савăнсах сарăхтарчĕ, унтан каллех малалла хускалчĕ. Салтак тăтăшах каялла çаврăнса пăхкаласа, тилхепене пушатмасăр тытса пычĕ. Сасартăк вăл кулса ячĕ, вара лашана пушăпа чашлаттарчĕ.

Пĕр шухăшсăр ăшăнса утса пыракан йĕкĕт, лаша тапса сикнине курсан, хăраса ӳкрĕ. «Темле çын пулчĕ-ха ку, хăйне пĕлместĕп, палламастăп. Тен, пĕр-пĕр вăрă-хурах, лаша вăрри?» — вăркăнчĕ шухăш пуçра. Вара Трашук, пĕ-тсм вăйне пухса, лаша хыççăн хашкаса чупрĕ. Салтак ахăлтатса кулса пырать. Те лаши кăшт ерипенленчĕ, те Трашук хăй тата хытăрах чупрĕ — çуна хыçĕ çывхарсах килет. Акă алă тăсса ярса тытмалли çеç юлчĕ. Аллине тăсрĕ Трашук, çав вăхăтра çуна хыçне ярса тытас вырăнне хăй çул çине тăсăлса ӳкрĕ.

Чĕре çурăлас пек шаккать. Çул сылтăмалла пăрăннă май лаша хăва тĕмĕсем хыçне пулса çухалчĕ. Трашук ура çине тăчĕ, пуçне усса, малалла утрĕ. Мĕн пулсан та, халь хăваласа çитесси пĕтрĕ ĕнтĕ. «Атте лашине усал çынсем туртса илнĕ, халь. хам, ухмахланса, çын лашине çухатрăм йулать. Емĕр лашаран хуйхă курса пурăнмалла пулчĕ-шим?..» — шухăшларĕ вăл йĕрсе ярас пек. Çул кукри тĕлне çитсен, савăнса кулса ячĕ. Салтак лашине чарнă, хăй çуна çинчен аннă та шăл йĕрсе кĕтсе тăрать.

Тин вара салтакпа айван йĕкĕт хушшинче варлă калаçу пуçланчĕ.

— Чупма пултаратăн, анчах санăн практика сахал. Спортсмен пулас пулать. Эпĕ санран икĕ хут аслăрах, çавах, иксĕмĕр ăмăртса чупсан, эсĕ мана хăваласа çитеймĕн, — терĕ салтак иккĕшĕ те тăлăн тăхăнса çуна тĕпне кĕрсе ларнă хыççăн.

Ку салтак чăнахах Осокинсен таврашĕ пулнине халĕ ĕненсе çитрĕ ĕнтĕ Трашук. Тимĕркке мучи пекех уçă кăмăллă çын, шӳт тума та юратать. Тимĕркке мучи унăн пиччĕшĕ пулать иккен — ашшĕн шăллĕ. Вырăссем ун пек чух «дядя» теççĕ. Чăвашăн атте шăллĕ мучи мар — пичче пулать.

Осокин ял хыпарĕсене тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕ, Трашука вĕçĕмсĕр калаçтарчĕ. Трашук хăй мĕн пĕлнине хаваслансах каласа пачĕ. Анкара пуçларĕ вăл: ку Мишша пичче — Радаев хăраххи мар-и?

Çимун Самара хресченсен съездне кайни çинчен пĕлсен, Осокин хыпăнса ӳкрĕ, хулана халех таврăнас пек, темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ, унтан Трашука ятлама тытăнчĕ:

— Эх, йĕксĕк! Путсĕр ача, суйтан мăйраки! Ма ун пирки мана хуларах каламарăн? Ана сыраса тупмаллаччĕ, унăн кăмăлне тĕрĕслесе ăс кĕртсе ямаллаччĕ… Эх, йĕксĕк!

— Эсĕ ху айăплă, Мишша пичче, — терĕ Трашук. — Хулара ним те ыйтмарăн. Тӳрех тăлăп тăхăнтăн та çуна ăш-не кĕрсе лартăн. Халĕ ма мана вăрçан вара?

— Сана мар, хама вăрçатăп эпĕ. Ыйтмаллаччĕ çав. Ну юрĕ. Унта вăл пурпĕрех Тайман Сахарĕн аллине лекет.

Халь ĕнтĕ Трашук Осокин пирки иккĕленмерĕ, ăна Радаевсем, Илюшăсем çинчеи каласа пачĕ, хăйсен «отрячĕ» пирки те манса хăвармарĕ. Виçĕ Якура вĕсем епле ăс вĕрентни çинчен каласа панă хыççăн салтак уйрăмах хытă савăнчĕ. Трашукшăн вăл халь ĕнтĕ Çимунран та çывăхрах çын пек туйăна пуçларĕ, çавăнпа йĕкĕт салтакран нимĕн те пытарми пулчĕ.

Осокин Рамаш ашшĕне лайăх пĕлет иккен, ăна вăл нумай пулмасть Самарта тĕл пулнă. Рамаш пирки калаçнă май халĕ Трашук револьверсем çинчен те асăнмасăр хăвармарĕ. «Бульдог» ятлă револьвер мĕнлине те ыйтрĕ.

— Бульдог — хĕрарăм револьверĕ вăл, ача вăййи, — хуравларĕ салтак. — Арçын револьверĕ ак çакăн пек пулать.

Салтак тăлăпне сирчĕ те сăран пиншак айĕнчен наган туртса кăларчĕ. Çаврака муклашкине çавăркаласа, патронсене алса çине кăларса тăкрĕ, револьверне Трашука тыттарчĕ. Леш, кун пек япалана халиччен курманскер, чĕлхине чаклаттарсах тимĕр япалана урлă-пирлĕ хыпашласа пăхрĕ. Унтан сивĕнсе кайнă тимĕре алăран ӳкерчĕ те, шăнтнă пӳрнисене вĕркелесе:

— Ку пăшалпа çулла çеç переççĕ-и? Хĕлле пӳрнесене чĕпĕтет вăл, — терĕ.

— Манка хытти! — çилленнĕ пек пулчĕ салтак. — Сана наган мар, бульдогскине те пама кирлĕ мар.