Выбрать главу

Наганне тăлăп айне пуçтарса чикнĕ хыççăн салтак хăйĕн Тимĕркке пиччĕшĕ пирки ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. Хăйĕн кил-çурчĕ унăн ялта çук иккен. Вăрçă пуçланичченех салтака кайнăскер, вăл халиччен те авланайман. Тимĕркке мучие асăнсан, Трашук, ăшĕнче кулкаласа, хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Салтак ăна итленĕ май кулать-кулать те каллех ыйтать:

— Çаплах юмахласа çӳрет-и? Мĕнле-ха? «Керенски çухăрать. Ленин йыхарать. Замана!» — тет-и?

— Ара, ара. Урамра кама та пулин тĕл пулсан, ăна саламлас вырăнне: «Эй, замана!» — тесе кăшкăрать.

— Çапла пуль çав. Вырăс пек калаçнăн туйăнать ĕнтĕ ăна. «Капиталист» вырăнне «габидалист» тет пуль. Эпĕ хам та салтакра малтан çапла пичче пек калаçма тăрăшса култараттăм вырăссене. Кайран тĕрĕс калаçма хăнăхса çитрĕм. Анчах, асăрхарăн пуль-ха, хытă пăлханнă е васканă чух вырăсла та, чăвашла та Селĕп Кириленни пек ш вырăнне с тухса каять… Аслă çын вĕт ман Тимĕркке пичче? Кăмăлпа та пит ырă çын вăл. Атте вилнĕ хыççăн пичче маншăн атте вырăнне пулчĕ, шкула вĕренме ячĕ. Ана хăйне те эпĕ кăшт вулама вĕрентсе хăвартăм. Хаçат вуласа тăрать иуль. Питĕрти ĕçсене тĕрĕс ăнланса илнĕ-ха, аптраман пиччем. Осокинсен таврашĕ çав. Радаева унпа паллаштармаллаччĕ. Вот кама Самара хресченсен съездне ямалла пулнă.

Трашукăн салтака кӳрентермеллех пулчĕ вара.

— Калаçасса лайăх калаçать Тимĕркке Мучи, — терĕ вăл, — анчах пухăва çӳремест. Хаяр Макарпа тата Смоляковсемпе туслă вăл, пĕрле кăмăшка вĕретеççĕ. Мĕн вĕретнине хăйсемех ĕçсе яраççĕ…

Салтак кăмăлсăрланче пулас. Чылайччен шăп ларчĕ. Ларсан-ларсан, каллех Мăрзабай Çимунне аса илчĕ:

— Эсерсемпе çыхланмĕ тетĕн-и? Мĕнле хуравларĕ-ха вăл Радаева?

— Большевик мар эп, сочувствующи кăна терĕ.

— Юрать. Маттур! — çирсппĕн каларĕ те салтак тăлăп çухавипе хупланса шăпланчĕ.

Ероховкăра пирĕн çулçӳревçĕсем лашана кăшт кантарчĕç, хăйсем чей ĕçкелерĕç те каллех çула тухма васкарĕç, паянах киле çитес терĕç. Яла каç тĕттĕмĕпе, çынсем кăна мар, йытăсем те çывăрма выртнă вăхăтра çитрĕç.

Пӳрте кĕрсе Çимун арăмĕпе паллашнă хыççăн салтак çапла каларĕ:

— Пăлаки тăхлачă, зпĕ паян иичче патне каймастăп ĕнтĕ, кунтах выртса çывăрасшăн. Сире кансĕрлемĕп-и?

Пăлаки хăй ку Тимĕркке таврашне ăçтан тăхлачă тивнине пĕлмест. Ют ялтан качча килнĕ хĕр Тимĕрккен шăл-ле пуррине тĕлĕкре те тĕлленмен. Çавах кĕтнĕ хăна е тăван килнĕ чухнехи пекех вĕтеленчĕ хĕрарăм.

— Ара, хăта, çывăр, кунтах çывăр. Çимун тӳшекне сарса парăп, — çапла каларĕ те Пăлаки апат хатĕрлеме пикенчĕ.

Тул çутăлсан, Мишша, хăйĕн пиччĕшне курмасăрах, Лешеккине кайса килес терĕ. Урамра вăл Чулçырман тепĕр çыранĕнче ларакан пӳртсем еннелле пăхса тăчĕ. Тимĕркке каеă пуçĕнчен иккĕмĕш пӳртре пурăнать. Ку тĕлтен ун килкартийĕн ăшĕ лайăх курăнать. Ак çенĕк алăкĕ уçăлчĕ. Алăкран хура сăхман тăхăннă çын тухрĕ, аллисене хыçала туса килкартинче утса çӳре пуçларĕ. «Темĕскер самани пирки хăй тĕллĕн калаçать ĕнтĕ Владимир Осокин. Сана, вунă çул иртнĕ пулсан та, çыран урлă пăхсах паллама пулать», — тесе мăкăртатрĕ кĕçĕн Осокинĕ.

Трашук Осокина кунĕпе кĕтсе ларчĕ. Каç еннелле тӳ-сеймерĕ, яла анса Чулçырма кĕперĕ урлă каçрĕ те Тăвайккинелле уттарчĕ. Смоляковсен тĕлне çитсе пыратчĕ — çав вахăтра лавккаçă хапхинчен икĕ çын тухрĕç. Пĕри, хура сахман тăхăннăскер, тайкаланать. Тимĕркке мучи иккен. Тепри, кĕрĕк пиншак тăхăнни, урă çын пекех курăнать. Хапхаран иккĕшĕ те алла-аллăн тытăнса тухрĕç. Унччен те пулмарĕ, Тимĕркке мучи сасартăк юлташне пӳлсе хупарларĕ. Хăй хĕрсех тем сăмахлать. Никон Иванч та Никон Иванч текелет. Фальшин иккен кĕрĕк пиншакли. Трашук вара чарăнсах итлесе тăчĕ. Тимĕркке «Сибада Михайлă» тесе кăшкăра пуçларĕ. Çав вăхăтра вырăс Тимеркке мучие, хытă тĕртсе, юр çине йăвантарса антарчĕ.

Леш ура çине тăче те каллех юлташĕ патне çывхарчĕ. Халĕ ун сăмахĕсене Трашук уççăнах илтрĕ: «Чим-ха, ан вăрç, Никон Иванчă. Эс Сибада Михайлăн ула лашине ма туртса илтĕн? Тус пул. Мана тĕрĕссине каласа пар… » Малалла мĕн пулнине курсан, Трашук аптрасах ӳкрĕ. Мĕн тăвас? Вĕлерет вĕт ку тискер вырăс Тимĕркке мучие. Пырса хутшăнасчĕ, Фальшинне хăйне чышса антарасчĕ. Çук, йăваш чĕреллĕ ача, хăйĕн тантăшĕсемпе те нихçан çапăçса курманскер, пырса хутшăнмарĕ, ним тума аптраса, иккĕленсе тăчĕ. Фальшин халь ватă çынна тĕртсе мар, чышкипе ăçтан лекнĕ çавăнтан чышса сирпĕнтерет. Леш кашни чышмассерен пĕр месерле, пĕр ӳпне кайса ӳкет. Фальшинĕ урсах кайрĕ, чарăнмасть… Çын пухăна пуçларĕ. Хĕрарăмсем: «Ара, чарăр ку путсĕр вырăса, вĕлерет вĕт Тимĕркке пиччене», — тесе кăшкăрчĕç. Трашук ытла пăлханса кайнипе хăш вăхăтра кунта салтак тусĕ килсе çитнине те асăрхаймарĕ, халь Тимĕркке мучи вырăнне Фальшин хăй чикелене-чикелене хапхана пырса çапăннине асăрхарĕ.