Выбрать главу

— Сирĕн хушамат тĕрĕссипе мĕнле пулать, Сахар пичче? Кунта сана Тайманкин теççĕ, Рамаш хăйне Тайманов тесе çырать, — тесе ыйтрĕ.

Ывăлĕ пирки асăнсан, Сахар куçĕ ялтăртатса илчĕ.

— Рамаш çапла çырать тетĕн-и? Кам патне çырать, ăçтан çырать, мĕн çырать? Çухатнă вет эпĕ ăна!

Çимун Рамаш пирки хăй Трашук урлă мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Тайман Сахарĕ малтанах лара-тăра пĕлми савăнчĕ, каярахпа кулянса калаçрĕ:

— Пасарлăялта çемье темле пурăнать ĕнтĕ. Тăлăха юлнă килйыша Чулçырмана куçарасчĕ те… Тăван ялта çапах та çăмăлрах пулĕччĕ. Иккĕмĕш арăм манăн — Лисук — Селĕп Кириле йăмăкĕ. Чулçырмара тăванĕсем пулăшĕччĕç ăна. Халĕ Рамаш та çемьене пулăшаймасть пуль çав.

Калаçнă хушăра Тайман Сахарĕ сылтăм аллипе янахне шăлса турткаларĕ. Çимун, çавна асăрхасан:

— Сухаллуна нумай пулмасть хырнă пуль, Сахар пичче. Пӳрнӳсем халĕ те çук сухала ачашлаççĕ, — терĕ.

— Хĕ-хĕм, — тесе кулчĕ Сахар та, — сухал хырни икĕ çул çитсе пырать, пӳрнесем авалхи йăлана ниепле те манаймаççĕ. Халăха та, çавăн пекех, авалхи йăласене пăрахтарса çĕнĕпурнăç йĕрĕ çине куçарма хĕн çав…

Каçхине Тайман Сахарĕ Çимуна вырăс чăвашсемпе паллаштарчĕ. Вокзал çывăхĕнче, пĕр тăлăх карчăк патĕнче, пĕчĕк пӳртре пурăнаççĕ вĕсем. Икĕ пĕртăвана çапла ят панă Самар чăвашĕсем. Асли Алексей Васильевич ятлă, кĕçĕнни — Андрей Васильевич. Хушамачĕ Самарин пулать. Хăйсем вырăс, пурпĕр чăвашла чăвашран та таса калаçаççĕ. Калаçни кăна мар, хăйсене хăйсем чăваш тесе çӳреççĕ тата. Алексей фронтранах большевик пулса таврăннă, кĕçĕнни, учительте ĕçлеиĕскер, эсертан тухса, пиччĕшĕ хыççăн кайнă. Халĕ вăл та большевик.

Çак икĕ «вырăс чăвашăн» историне Сахар Çимуна малтанах каласа пĕлтерчĕ.

Хыр вăрманта, Самар юханшывĕ çинче, Ками-Сарма ятлă чăваш ялĕ ларать. Çав яла тахçан пĕр вырăс тимĕрçĕ пырса кĕнĕ, пырса кĕнĕ те çавăнтах пурăнма юлнă. Ками-Сармара унччен тимĕрçĕ пулман. Чăвашсем вырăса ялта юлма йăлăнса ӳкĕтленĕ. Тавралăх хитре пулнăран, ял çыннисем кăмăла кайнăран — килĕшнĕ вырăс. Халăх ăна Самар шывĕ хĕррине тимĕрçĕ лаççи туса лартма пулăшнă. Çынсен ырă кăмăлне манман вырăс, хăй те вăй çитнĕ таран чухăн пурăнакан халăха пулăшнă: кивçенле ĕçленĕ, ытлашши чухăн çын валли укçасăр ĕçлеме те хатĕр пулнă. Шутсăр юратса пăрахнă ял çыннисем çак ырă кăмăллă вырăса. Хĕр шыраса ялтан тухса ан кайтăр тесе, ăна хăвăртрах авлантарма тăрăшнă. Хĕрне çавах вăл хăех тупнă: пĕррехинче тимĕр-тăмăр таврашĕ сутма хула пасарне кайнă та пасартан пĕччен мар, иккĕн ларса килнĕ…

Вырăсăн чăн-чăн хушаматне никам та тĕплĕн пĕлмен. Кам та пулин ыйтсан, вăл кулса: «Самар шывĕ хĕрринче пурăнатăп — Самарин пулатăп ĕнтĕ», — тенĕ. Çапла Ками-Сарма тимĕрçи таврари çынсемшĕн Самарин пулса кайнă. Ачисене те кӳршĕ ялта тĕне кĕртнĕ чух Самарин тесе çыртарнă. Темле «айăпшăн» влаçсенчен тарса пурăннăран çапла хăтланнă иккен вăл.

Икĕ ывăл ачине тимĕрçĕ мĕнпур вайне хурса вĕрентме тăрăшнă. Ӳссе çитсен, аслине салтака илсе кайнă, кĕçĕнни учительте ĕçленĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ вырăс ачисем чăвашла чăваш пекех калаçма вĕреннĕ.

— Вырăсла кăшт самайрах калаçма вĕреннĕ чăваш вырăс хушшинче хăй чăвашне палăртма хăрать, эсир, вырăс пулин те, чăвашран йĕрĕнместĕр. Сире уншăн чăваш çĕршывĕнче халех палăк лартас пулать, — сăмах хушрĕ Çимун паллашнă хыççăн.

Икĕ вырăс чăваш сассисене дуэт юрланă чухнехи пек кйлĕштерсе ахăлтатса кулса ячĕç. Вĕсем яланах çапла: пĕр-пĕр сăмах калас умĕн малтан ахăлтатса кулса илеççĕ. Кулса лăпланнă хыççăн тин сăмах пуçлаççĕ, сăмах хушшинче каллех хушăран ха-ха! тени илтĕнкелет.

— Вырăсăн чăвашран мăшкăлласа кулас йăла ĕлĕк чăнах та тĕл пулкалатчĕ. Çав йăла пире малтанах йĕрĕнтерчĕ. Эпир вара шăллăмпа, хамăра хамăр чăваш тесе, çав йăлана хирĕç протест тăватпăр.

— Чăвашла таса калаçатăн, çапах «протест» сăмаха вырăслах çавăрса хутăн-ха!

— Пичче салтакра нумай пурăнса чăвашла калаçма мана пуçланăччĕ. Эпĕ ăна çĕнĕрен вĕрентрĕм. Тепĕр тесен, «протест» сăмах вырăс сăмахĕ те мар вăл, ют чĕлхерен кĕрсе вырăсланнă. Халĕ ăна чăвашлатас пулать, — терĕ кĕçĕнни.

— Алексейпе Андрей, чăнах та, чăвашран та чăвашрах ĕнтĕ, — терĕ халиччен сăмах чĕнмесĕр ларнă Тайман Сахарĕ. — Иван Васильевич вĕсене чăваш салтакĕсем хушшинче ĕçлеттерет. Нумай чăваша большевиксем енне çавăрчĕç вĕсем.

— Алексей Васильевич, Андрей Васильевич, Иван Ва-сильевич, — тĕлĕнчĕ Çимун. — Виççĕшĕ те пĕртăван-и вĕсем? Лешĕ те вырăс чăваш-и?

— Çук, лешĕ Самарин мар, Воробьев. Вырăс мар вăл, чăн-чăн чăваш. Хăй китай çынни е яппун çынни сăнлă. Кусем, куратăн, епле хитре, яштака çынсем. Лешĕ пысăк мар, çинçешке этем. Пăхма — çитĕнмен каччă пек, пуçĕ вара… Аслă та пысăк вĕреннĕ çын ĕнтĕ. Ăна Куйбышев юлташ питĕ хисеплет. Хăвах курăн. Ыран паллаштарăпăр.