Выбрать главу

Тайман Сахарĕ çапла калаçса ларнă вăхăтра Çимун вырăс чăвашсене сăнаса ларчĕ. Чăнах питĕ хитре, кĕрнеклĕ йĕкĕтсем. Иккĕшĕ те пĕр сăнлă, кăвак куçлă çырă çынсем. Çапах расналăхĕ те пур. Кĕçĕннин пичĕ-куçĕ тăсăкрах, пĕвĕ вăрăмрах. Асли кăшт лутрарах, патвартарах. Пичĕ-куçĕ, шăллĕпе танлаштарса пăхсан, кăшт лапчăннă пек.

Чылайччен калаçса ларчĕç çак каç вĕсем пĕчĕкçĕ пӳртре. Çимун «хресчен» депутачĕсем вырнаçнă çурта таврăнмарĕ, çывăрма кунтах, вырăс чăвашсем патне юлчĕ. Анчах вĕсемпе пĕрле Дутова хирĕç çапăçма хăй те часах тухса каясса сисмерĕ-ха вăл.

Сурхури

Чулçырмара шурă та таса лăпкă хĕл кунĕсем тăраççĕ.

Çулла кунта шурăмпуç палăрнă-палăрман урам мĕкĕрме, мекеклетме, кĕмсĕртетме тытăнатчĕ. Анкартинче те, хирте те, вăрманта та тĕрлĕ сас-чӳ янăратчĕ. Халь пур çĕрте те шăп.

Шартлама сивĕ ир. Тавралăх шап-шурă. Йăмра тураттисем, лупас таврашĕнчи улăм пĕрчисем пас тытнипе шуралса хулăнланнă. Шурă мăрьесенчен шупка тĕтĕм тухса пĕлĕте кармашать.

Сăрă çерçисем хушшинче сарă пĕсехеллĕ кăсăясем чĕвиклетеççĕ. Хĕллехи хăнасем, çулла ялта мар, вăрманта та кураймăн вĕсене. Сивĕтсен, вăрман çимĕçĕ юр айне пулсан, çак çунатлă пĕчĕк чĕрĕ чунсем этем çывăхне вĕçсе килеççĕ.

Кăнтăрла виç-тăватă пуян хапхи яр уçăлать. Хапхаран лаши-сурăхĕ черетлĕн кĕпĕрленсе тухаççĕ. Пĕлĕте кармашнă пусă тараси чĕриклетсе пуççапма тытăнать. Пуян çапла шăварать выльăхне. Чухăнраххисем йышлă мар выльăха çăл валашкинчен те, лахханран та, витререн те шăвараççĕ.

Ача-пăча катаччи ярăннă çĕрте шавлакалать.

Урăх сас-хура илтĕнмест хĕллехи ял урамĕнче.

Мишша-салтак хăйĕн кăмăшка сăрăхтаракан пиччĕш патне каймарĕ, çакăнтах, Пăлаки патĕнче, Трашукпа пĕрле Çимуна кĕтсе пурăнчĕ. Çимунĕ раштава та таврăнмарĕ. Пăлаки вĕçсер хуйхăрса ахяатать. Хăйĕн ăшĕнче тарăн хуйхă пытарнă хĕрарăма Трашук та, Мишша-салтак та лăплантараймаççĕ.

Вырăс йăлипе хĕллехн чăн пысăк та чаплă праçник — раштав. Чăваш Христос çуралнă куна пачах хисеплемест теме çук. Ялта раштав çитсен тĕллĕн-тĕллĕн арçын ачасем тул çутăлличченех килĕрен çӳресе раштав юрри пĕли-пĕлми юрлаççĕ («Рашство твоя кристепошнаш»)… Тул çутăлсан, пуянрах пурăнакансем какай пельменĕ, чухăнсем улма пельменĕ е çăмах пĕçерсе çиеççĕ. Кăнтăрла мăн хĕрсемпе каччăсем кунĕпе хĕвелçаврăнăш тĕшĕлеççĕ. Чулçырмара престол праçникĕ — хĕллехи микула — раштавран чаплăрах иртет. Çапах микули те раштав пекех чиркӳ праçникĕ, урăхла каласан, вырăс праçникĕ.

Чăвашăн хăйĕн хĕллехи праçник пур, авалхи праçник — сурхури. Питĕ пысăк праçник вăл — çут тĕнчери чăн хăватлă, чăн авалхи турă — хĕвел — çĕнĕрен çуралнине пĕлтерекен уяв.

Çав праçник ятне теме курса панă чăваш халăхĕ. Сурăх ури, сурхури тенĕ. Тен, ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ вăрманта мар, хир енче пурăнса сурăх нумай ĕрчетнĕ пуль. Тен, сурăх ури — юратнă какай, чаплă сăй пулнă пуль. Тен, сурхури праçникĕ те мĕскĕн хаяăх çителĕклĕ, тутă пурăнăç пирки ĕмĕтленнине кăтартнă пуль. Кам пĕлет. Ана ваттисем те манса пĕтнĕ. Халĕ чăваш, сурхури çитсен, сурăх тислĕкĕ евĕрлĕ йăва пĕçерет. Хĕрсем, çĕрле сурăх витине кĕрсе, пĕр-пĕр сурăха кайри ураран тытма тăрăшаçсĕ. Хура сурăх тытсан, хĕр каччи хура пулать, шурă сурăх тытсан, сарă качча каять вăл.

Елĕк-авал сурхури праçникне чăваш хĕллехи микула иртсен виççĕмĕш эрнекун тунă, теççĕ. Çапла пулнă пуль. Каярах сурхурине чăваш хушшинче тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăтра палăртма пуçланă. Хăшĕ раштав кунне сурхури тенĕ, хăшĕ — çĕнĕ çул каçне, хăшĕ — çĕнĕ çулпа крещени хушшинчи эрнене, хăше тата — крещени каçне çеç. Чулçырмасем сурхури праçникне çĕнĕ çул каç тăваççĕ.

Кăрлач сивви кăçал раштавчченех пуçланчĕ. Паян та шартлама сивĕ кун. Каç енне тата хытăрах сивĕтсе пăрахрĕ.

Тĕнчене кисрентернĕ пин те тăхăрçĕр вунçиччĕмĕш çул иртсе каять. Юлашки каç. Тĕнче кисреннĕ ĕнтĕ, анчах Чулçырмара пурнăç лăпкă-ха. Ыран Çĕнĕ çул. Малашне яла та кисрентерекен вунсаккăрмĕш çул пуçланать. Çыннисем сисеççĕ-ши çавна? Сисекеннисем те пур. Осокин хулана кайма хатĕрленет. Большевиксен уес комитечĕ чĕнсе илнĕ ăна. Мĕнле ĕçпе чĕнтернине Осокин чухлать. Вăл Самарта чухнех паянхи лару-тăру пирки Тайман Сахарĕпе тĕплĕн калаçнăччĕ.

— Манăн та Дутовсене хирĕç çапăçма вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл Трашукпа калаçнă чух. — Тен, яла килмесĕрех кайнă пулăттăм та — эс чăрмантартăн мана, тăруках кӳлнĕ лашапа куç тĕлне пултăн.