Выбрать главу

Ыран мĕн пуласса Мăрзабай та сисет пуль, мурçиеш. Пуçĕ пăтранса кайнăскер, вăл пĕчченех шалти пӳлĕмре пĕчĕккĕн-пĕчеккĕн кăмăшка сăрăхтарса ларать, такампа калаçать хăй, тем мăкăртатать, такама юнаса илет. Çапах шухăшĕ пĕр йĕрпе пыма тăрăшать унăн: «Иртнĕ çул, пăтранчăк çул иртрĕ, пĕтрĕ. Çапла-и? Çук, суятăн. Çул мар, тĕнче пĕтсе килет. Светопреставление теççĕ вырăссем. Пре-ставление, пред-ставление. Чипуха! Чăваш вăйлăрах каланă: ахăр! Ахăрсамана. Урса кайнă, йĕркерен гухнă самана. Çапла мар-и? Çапла. Тĕнчи-самани урлă-пирлĕ те пуçхĕрлĕ пăтăрмашланнă. Виçĕ Якур власть пуласшăн. Тамаша! Питĕрте Ленин. Чулçырмара Виçĕ Якур. Ленин. Кам вăл Ленин? Чăвашсен тусĕ терĕ Çимун. Суять Çимун, суеçĕ, ултавçă вăл. Улталарĕ мана: раштава та, Çĕнĕ çула та киле таврăнмарĕ. Белянкинсем тахçанах таврăннă, вăл, путсĕр çын, большевиксен евчи, таврăнмарĕ. Эй, çăва патне Çимуна!.. Питĕрте Ленин. Оренбургра Дутов. Кам вăл Дутов? Атаман. Унăн йĕмĕ хĕрарăм кĕпи пек — хĕрлĕ хăмачлă. Шанмастăп зп сана, Дутов. Эс казаксен атаманĕ. Емĕрнех мужика кураймастăр эсир, казаксем. Эпĕ мужик. Чим-ха, кам каларĕ Мăрзабай мужик тесе? Мĕн вара? Мужик ĕнтĕ эп, улпут мар, казак мар. Хресчен эп. Крестьянин. Кресть-янин, хрнстианин. Христ… стоп! терĕ пĕр вырăс. Вырăс? Фальшин — вырăс. Ухмах вăл Фальшин. Пупĕ те ухмах. Большевиксене антихрист теççĕ. Çук, анти мар, христсем вĕсем, Христоссем. Тупата туршăн, Христоссем. Пурне те тан тăвасшăн, пĕр çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарасшăн. Тăрантарĕç те! Шывран эрех тăваймĕç-и тата? Шывран эрех. А ман Тимук çăкăртан эрех тăвать. Путсĕр, ирсĕр çын. Çавă антихрист мар-и? Чим-ха… Болыневнксем Христос пек-и? Е Христосĕ большевик пулнă-и? Христос — большевик. Вот пупсене, фальшинсене çапла каласчĕ… Суятăн, Мăрзабай, Христос ĕмĕрне те болыпевик пулман вăл. Ухмах эс, Мăрзабай. Ан ĕç урăх. Ан ĕç тесе кам каларĕ? Пурпĕрех ĕçеп. Пысăк хуйхă ман пуçа çиет. Çимун мана пăрахса кайрĕ. Назар çухалнă. Хăйĕн генералĕсемпе пĕрле çухалнă, пĕтнĕ вăл. Назар пĕтсен, Мăрзабайăн ăрăвĕ те пĕтет… Çимун Мăрзабаях мар çав вăл. Пурпĕрех вăл та пĕтет… »

Çав вăхăтра хапха умĕнче ачасем шавлани илтĕнчĕ. Акă такмак каланă пек юрлама тытăнчĕç. Мăрзабай чӳрече патнех пырса итлесе тăчĕ.

Мучи, пире кĕртетни? Кĕртмесессĕн, каятпăр… Кĕртет, кĕртет, ан кайăр. Кинемей, пире кукăль пар. Паратни те памастни? Кукăль парсап, каймастпăр… Парать, парать, ан кайăр.

Çавах ачисем Мăрзабай хапхинчен кĕмерĕç. Пĕри, шухăраххи, юлашкинчен чӳречеренех кăшкăрчĕ: «Сурхури!.. Сурăхсем путек туччăр, арăмсем ача туччăр, хĕрсем хĕсĕр пулччăр!» Вара ача кĕтĕвĕ шавласа-кулса пуян пӳртĕнчен пăрăнса кайрĕ.

Мăрзабай сасартăк çилленсе ӳкрĕ, алăк уçса, тулти пӳртелле кăшкăрчĕ:

— Эй, кам пур унта? Тавăрăр ачасене! Кукăль парăр, йăва парăр, кĕрпе-çу парса ярăр!

Тулти пӳртре сас-хура пулмарĕ. Вара ватăла пуçланă Мăрзабай макăрса ячĕ. Пĕччен вăл çут тĕнчере. Пĕччен! Килтисем ăна пăрахса кайнă. Ял ачисем ун патне кĕме те хăраççĕ. Çимун улталарĕ. «Эх, Назар! Аçта эсĕ, Назар? Таврăн киле! Эс чурăс хурăнварсене хунăшăн ӳпкелешмĕттĕм тек… »

Сурхури-çке паян. Сурхури каç макăрма юрамасть. Мăрзабай, чышкипе куççульне сĕркелесе, тепĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те юмăç пăхас терĕ.

Пĕррехинче Мăрзабай хуларан оракул — юмăç пăхмалли кĕнеке илсе килнĕччĕ. Çав кĕнекене арчаран туртса кăларчĕ вăл халь, шкапра тахçанах хатĕрлесе хунă урпа пĕрчине шыраса тупрĕ. Кĕнеке хуплашки çинче — ӳкерчĕк: çаврашка варрине пĕр ухмах пуçне кĕртсе лартнă. Урпа пĕрчине çӳле çĕклесе, çав ухмах çамки çине патлаттарса ӳкерчĕ Мăрзабай. Урпа пĕрчи сиккелесе пĕр йĕр çине кайса ӳкрĕ. Çирĕм çиччĕмĕш номер. Кĕнекине уçса, номерне шыраса тупрĕ Мăрзабай, вуларĕ: «Сан ăраскалу — хăвăн аллунта».

«Эй, ухмах, суятăн эсĕ. Араскал çук Мăрзабайăн — хăй аллинче те, çын аллинче те», — тесе кĕнекине çурса тăкма пикеннĕччĕ Мăрзабай — тулти пӳртре алăк шаклатрĕ. Вара вăл пĕчĕк ача пек хăраса ӳкрĕ те кĕнекине хăй айне хĕстерчĕ.

Наçтук килсе кĕчĕ, тӳрех арча патне пычĕ.

— Мĕн кирлĕ сана унта, хĕрĕм? — ыйтрĕ ашшĕ.

— Оракул кирлĕ. Кĕтерипе юмăç пăхас тетпĕр. Юмăç пăхмалли каç вĕт паян, атте.

— Сансăрах пĕлеп, — çиллессĕн мăкăртатрĕ ашшĕ. — Çуккă оракул. Сутса ятăм эп ăна, суять вăл, вырăс юмăçĕ. Ав, витене кайса сурăх тытăр. Сана тытмасан та юрать, сан каччу сарă.

Наçтук- тутине пăрса тухса кайрĕ. Мăрзабай тăчĕ те тĕрлĕ шухăшпа тарăхнă мухмăр-сухмăрла чунне кĕнеке çурса кантарчĕ.

Лешеккинчи хĕрсем те кĕçĕр юмăç пăхрĕс, хапха урлă пушмак е кĕççе атă парахса, хăш еннелле качча каяссине сăнарĕç. Оля çеç ниçта та тухмарĕ. «Ман юмăç пăхас вăхăтсем иртсе кайрĕç, арăм пулнă эпĕ, Рамаш. арăмĕ», — тесе шухăшларĕ те Рамаш патне çыру çырма ларчĕ.