Выбрать главу

Хăйĕн мĕскĕн шăшше чăнахах сисрĕ пуль хĕр.

Пĕччен юлнă Кĕтери пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те хăй ăссĕн çуйăхса илчĕ:

— Ман кĕлетке çине пуш пучах ӳкни савăнтарчĕ тетним вара? Кĕтсех тăр! Пуян килĕ çине лач суратăп эпĕ, ак çапла! — шухă хĕр, чăнах та, улăм пĕрчи çине сурчĕ те, ташланă пек тапăртатса, хăйĕи кĕлеткине те, Наçтукăнне те таптаса хăварчĕ.

Комиссар эмелĕ

Урал казакĕсен атамаиĕ Дутов, октябрь хыпарĕ Оренбурга çитсенех, большевиксен комиссарĕсене — вăтăр икĕ комиссара — тĕрмене хупнă. Лешсем унта нумаях ларман, ирĕкре юлнă юлташĕсем пулăшнипе тĕрмерен ушкăнĕпех тарма пĕлнĕ. Çав кунах вĕсем Оренбургри ĕçсем пирки шанчăклă. телеграфистсем урлă Ленин патне телеграмма çаптарнă.

Кĕç Совет правительстви хушнипе Питĕртен чрезвычайнăй комиссар, Кобозев юлташ, Самара килсе çитнĕ. Дутовăн вунă пинлĕ çарĕпе çапăçма Самартан Кобозев ертсе кайнă «çарта» малтан… икçĕр хĕрлĕ гвардеец çеç пулнă. Дутов атамана йĕрĕх аташтарнă пулас. Вăл хăех комиссарсен çирĕм пинлĕ çарĕ пирки сӳпĕлтетсе шуррисем хушшинче хуйхаштаракан хыпар сарнă. «Йĕрĕхĕсем» чăнах та пулнах иккен — икĕ çамрăк телеграфист. Кобозев Пăслăка çитсен, Оренбурга, вăрттăн ĕçлекен комиссарсем патне, телеграмма çаптарнă, унта вăл 200 хĕрлĕ гвардеец пирки асăннă. Пăслăкри телеграфист, Оренбургри юлташсене ытларах хавхалантарас тесе, 200 çумне тепĕр нуль хушнă. Тăваттăмĕш ункине Оренбургри телеграфист хăйĕнчен хушса хунă.

Çав вăхăтрах Челябинск енчен те пысăк мар отряд Оренбург еннелле васканă. Çак икĕ хыпара Дутов штабĕнче пĕрлештернĕ те: «Блюхер генерал çирĕм пинлĕ корпус ертсе килет», — тесе хăйсен атаманне ĕнентернĕ.

Василий Блюхер генерал пулман. Вăл салтак тата… комиссар пулнă. Ана Самарти ревком, Челябинекра вăй пухса, Дутов çарне çурçĕр енчен таиăнма хушса янă.

Пинсем пулман çав ун чух Блюхерпа Кобозев отрячĕсенче. Çапах шурă казаксен çарне татăклă тапăнас вăхăтра комиссарсен çарĕ виçĕ пинрен ирте пуçланă. Самар, Челябинск, Екатеринбург, Ĕпхӳ рабочийĕсем, хĕçпăшалланса, Совет влаçĕшĕн çапăçма харăс çĕкленнĕ. Вĕсен çумне Питĕртен Павлов мичман ертсе килнĕ моряксен отрячĕ хутшăннă.

Дутовăн вунă-вуникĕ пинлĕ çарне комиссарсен виçĕ пинлĕ çарĕ çĕнтерет. Тинех Оренбургра та вара, ик-виçĕ уйăха кая юлсан та пулин, Совет влаçĕ йĕркеленет. Дутов тĕрминчен тарса хăтăлнă вăтăр икĕ комиссартан хăшĕ вăрçăра вилеççĕ. Чĕрĕ юлнисемшĕн ĕç мăй таран. Дутовăн арканса пĕтеймен çарĕпе те çапăçмалла, Совет ĕçне те — хулара, ялсенче, станицăсенче — пуçарса ямалла. Ревкомсем, комиссарсем таçта та кирлĕ. Сахалрах çав вĕсем халлĕхе, çителĕксĕр. Çавăнпа та ревком çапăçура суранланнă комиссара, Батурин юлташа, сывалса выртнă хушăрах госпиталь комиссарĕ пулма хушать.

Уйăх иртнĕ çĕре комиссар сывала пуçларĕ, çавах ун пуçне сырнă шурă сурпана салтмаççĕ-ха. Палата-кабинетри диван çинче, кăшт канма выртнă çын пек, пуçне алăпа тĕвелесе выртать вăл.

Алăка шаккамасăр палатăна сестра чупса кĕчĕ.

— Кулать, кулать, комиссар юлташ! Тупата туршăн, кулать, — пăлханса кăшкăрчĕ вăл.

— Лăпланăр, Лидия Семеновна. Кам кулать, камран кулать? — ăнланаймарĕ Батурин комиссар.

— Николаев тăна кĕнĕ. Икĕ уйăхри чĕчĕ ачи пек, тутипе çеç йăл кулса выртать.

Николаев салтака шанчăксăр палатăна вырнаçтарнă пулнă. Вилнĕ тесе, ăна морга та йăтса кайма пултарнă. Анчах Батурин комиссара Кобозев комиссар Николаева хытă пăхма хушса хăварнă.

Батурин вăл — рабочн. Дутова хнрĕç çапăçма Блюхерпа пĕрле Самартанах çĕкленсе тухнă хĕрлĕ гвардеецсенчен пери. Блюхер çинчен лайăх пĕлнĕ Батурин. Лешĕ, империализм вăрçинче салтак пулса çапăçнăскер, пĕтĕмпех суранланса пĕтнĕ. Юлашки хут йывăр аманнă хыççăн Блюхера, вилнĕ тесе, темиçĕ хут та çар госпнталĕнчи палатаран морга ăсатнă. «Вилĕ» салтака кашнинчех пĕр ăста профессор вăхăтра ĕлкĕрсе çăлса хăварнă. Унăн чĕри яланлăха тапма чарăнманнине пĕлнĕ çав профессор. Çакна асра тытса, Батурин комиссар та Николаева тăруках морга ăсатма хушман. Главнăй врача çакă тарăхтарса янă, анчах вăл сывалса çитмен комиссара вăрçса пăлхантăрас мар, хăй те морга лекме пултарĕ тата тенĕ те питех шарламан.

Николаев ятне илтсен, Батурин комиссар халĕ яшт! сиксе тăчĕ, çав самантрах пуçне икĕ аллйпе те çавăрса тытрĕ:

— Главнăй пĕлет-и? — ыйтрĕ вăл йăвашланнă сасăпа,

— Çук-ха. Эпĕ, эсир хушнă пек, тӳрех кунта васкарăм.

— Тавтапуç. Пырăр, Николай Петровича пĕлтерĕр малтан. Эпĕ каярах кĕрсе курăп.

Главнăй врач шанчăксăр салтака пырса пăхса тăчĕ те: «Тăна кĕни питех палăрмасть-ха. Хăй калаçа пуçличчен ан сăмахлăр унпа», — терĕ.