Выбрать главу

— Хам ирĕкпе мар, Кобозев юлташ хушнипе килтĕм, — тенĕ вăл. — Эрне кĕтме вăхăт çук. Дутов Верхне-Уральск таврашне пырса тухнă. Тепĕр сехетрен çавăнта тухса каятпăр. Ан пăшăрханăр, Николай Петрович. Суранлă салтакшăн юлташпа курнăçни эмел вырăнне пулĕ.

Главнăй врач вара комиссара пилĕк минутлăха палатăна кĕртме килĕшнĕ, анчах салтака калаçтарма хушман.

Çапла, Çимун пĕччен выртакан палатăна икĕ комиссар пырса кĕчĕç.

Çимун çĕнĕ комиссара тӳрех палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ.

— Эй, турăçăм! Кăяш Тимкки, Авандеев юлташ! Эс вара ăçтан килсе тухрăн? — пуçне çĕклеме пăхрĕ салтак.

— Ан хускал. Лăпкă вырт, ан калаç, атту главнăй хă-валаса ярать пире. Эс ху кам пултăн вара, мана ăçтан пĕлетĕн?

Çимун хăй камне каласан, Авандеев хытсах кайрĕ. Ак тамаша! Мăрзабай таврашĕ — хĕрлĕ гвардеец, большевик?!

— Мĕнле вара эп камне пĕлмесĕрех килтĕн ман пата? — тĕлĕнет Çимунĕ те.

— Юрĕ, юрĕ. Пĕтĕмпех каласа парăп. Эс шарламасăр итлесе вырт. Воробьев юлташ хăй сана çакăнта леçсе хăварнă. Самара таврăнас умĕн вăл сан пирки Кобозев юлташа каласа кăтартнă. Петр Алексеевич халь Мускава кайрĕ. Воробьев сăмахне манман вăл, мана госпитале кĕрсе курма хушса хăварчĕ. Хушаматне çеç каларĕ. Николаевсем сахал-и тĕнчере. Тĕрĕссипе, эс çав хушаматпа çырăннине пĕлмен те эпĕ.

— Сухоречка вырăсне, Радаев юлташа, тĕл пулман-и эсир? Большевик вăл. Дутовпа çапăçма манран маларах кайрĕ. Çавна курас килет, — калаçмасăр тӳсеймерĕ Çимун.

— Ун пирки илтмен. Тупма тăрăшăп. Тупсан, сан патна килсе курма хушăп, — терĕ Авандеев. Хăй тем пирки те тĕпчесшĕнччĕ Мăрзабай таврашне, — ытла хавшак çынна калаçтарма аван мар.

— Юрĕ, Семен Тимофеевич, сывал часрах, — терĕ вара Кăяш Тимкки. — Дутова, ак, пуçĕпех аркатса тăкăпăр та, каллех сан патна килĕп. Пĕрле Самара кайăпăр ун чух. Эпĕ ссылкăран таврăннăранпа Тайман Сахарне те, Куйбышев юлташа та кураймарăм-ха. Валериан Владимировичпа эпир Çĕпĕрте пĕрле пулнăччĕ…

Комиссарсене урăх калаçтармарĕç. Главнăй врач вĕсене вăйпа тенĕ пекех палатăран хăваласа кăларчĕ.

— Мĕнле пек? Хальтерех ура çине тăрасса шанма пулать-и? — ыйтрĕ главнăй врачран Авандеев.

— Çынна шеллеместĕр эсир, большевиксем, — терĕ ку, икĕ комиссартан хăрамасăрах. — Ана ĕлĕкхи суранĕпех килне ăсатмалла пулнă, эсир инвалида татах çапăçтарасшăн. Хальхи суранĕнчен тахçанах сывалнă пулĕччĕ, кивĕ суранĕ аптратать ăна. Самайлансан та, ик-виç уйăхсăр тухаймасть пуль. Кирлĕ эмелсем çук çав пирĕн. Çамрăк организм хăй вăйĕпе вилĕме çĕнтерессе çеç шанатăп.

— Ав, мĕнле çынсем пирĕн, Ииколай Петрович! — шухăша кайнă пек пулса хуравларĕ Авандеев. — Каламарĕ-çке пире Николаев кивĕ суранĕсем пирки. Хăй ирĕкĕпе Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕ.

Тĕрĕссипе, Авандеев кун пирки хăй те пĕлмест-ха. Урăхла тума пултарайманнине çеç пĕлет вăл: Дутовпа çапăçакан çарта — пурте хĕрлĕ гвардеецсем, доброволецсем.

— Главнăй сирĕн мăркама юратать пулин те, хăй аванçын пек курăнать, — терĕ Авандеев Батуринпа уйрăм калаçнă чух. — Ытти персонал мĕнле?

— Лайăх çынсем. Çĕнĕ йĕркесем, тен, хăшпĕрин кăмăлне каймаççĕ пуль те, хăйсен ĕçне пурпĕр йĕркеллех тăваççĕ. Саботаж тени палăрмасть.

— Асту, комиссар, госпитальти ĕçсемшĕн ревком умĕнче эсĕ ответлă. Николаев пирки ан ман. Сăнасах тăр. Хăйĕнпе калаçнă чух çĕнĕ хыпарсем каласа йăпат, хавхалантар.

— Ун валли çырусем пур. Памарăм-ха, — терĕ Батурин.

— Кам çырать?

Виçĕ çыру кăларса хучĕ Батурин..

— Аха! — хĕпĕртерĕ Авандеев. — Ку Воробьев çырăвĕ, ку Самаринран. Ак ку вара Тайманкин-юлташран пулчĕ. Чăн малтан çак армак-чармак çырнă çырăва вулаттар. Анаçыракан çын Николаевпа пĕр ялсем, ашшĕн тусĕ…

Ашă сăмах госпиталь комиссарне хăйне те кирлĕ çав.

— Мана та хăвăнпа пĕрле илсе кай пĕрех хут, — терĕ Батурин юлашкинчен йăваш сасăпа. — Ытла кичем кунта. Мана Самартан Блюхерпа пĕрле госпитальте комиссар пулма яманччĕ вĕт.

— Ăçтан пĕлен? — ăшшăн кулчĕ Авандеев. — Паян ăçта кирлĕрех, çавăнта тăратать пире революци. Эсĕ кунта кирлĕрех… Юрĕ, юрĕ, пуçăнти шурă сурпанна салтсан, курăпăр унта.

Авандеев комнссара ăсатсан, Батурин комиссар тахçанах килнĕ çырусем çинчен главнăй врача пĕлтерчĕ. Çырусене Авандеев черетпе пама хушнине те каларĕ.

— Тĕлĕнмелле çынсем эсир, комиссарсем, — терĕ вара главврач кăмăллăн. — Медицина туйăмĕ те пур иккен сирĕн. Ку çырусем чи лайăх эмел вырăнне пулĕç. Вулаттарасса ăна хăйне вулаттарма юрамасть. Ан тив, Лидия Семеновна вуласа патăр. Çав сестрана пуринчен ытла кăмăллать иирĕн салтак.