Выбрать главу

Хăйне çĕнĕ тĕне кĕртекен «хреснашшĕнчен» те çыру илчĕ Çимун:

«Сан сăмахна итлерĕмĕр эпир, Николаев юлташ, — çырать Воробьев. — Хайхи сана кӳрентерекен хресчен ĕçтăвкомне хăваласа салатрăмăр (шӳтлеме те пĕлет иккен Иван Васильевич, шухăшлать Çимун). Анчах эсерсем каллех пире ура хума май тупрĕç. Советсен черетлĕ съездĕнче максималистсемпе, анархистсемпе пĕрлешсе пире çĕнтерчĕç. Кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнче те халь вĕсем пиртен йышлăрах. Çавăнпа Куйбышев юлташ хула ĕçтăвкомĕпе (унта рабочисем йышлăрах) ревком урлă пирĕн ĕçе ертсе пырать. Пурпĕрех аптрамастпăр-ха. Шалти тăшмансене аркатасса шанатпăр… »

Ку хыпар хурлантарчĕ Çимуна. Терлĕ белянкинсем ялта та, хулара та тĕттĕм халăха пăтратаççĕ иккен. Пĕр хурланса, пĕр хавхаланса вулать Воробьев çырăвне Çимун. Çӳллĕ ту тăррине хăпарса, Российăн революциллĕ кун-çулне уççăн курнă пек туйăнать халь ăна.

«Сан тусусем тырăшăн кĕрешеççĕ ялта. Кулак халĕ революцин чи усал тăшманĕ пулса тăчĕ. Мĕнрен мĕн килнине лайăх чухлать вăл, революцие выçлăхпа пăвса вĕлересшĕн. Милюковсемпе Рябушинскисем Октябрьчченех кулаксене ун пирки асăрхаттарчĕç. Çавăнпа Владимир Ильич пире «тырăшăн кĕрешни — революцишĕн, социализмшăн кĕрешни пулать вăл», тесе ăнлантарса парать… »

Çимун хăйĕн ăсĕпех кун пирки тавçăра пуçланăччĕ. Халĕ мĕн тӳрĕпе эсерсемпе тĕрлĕ ытти контрреволюционерсем хула халăхне, салтаксене те çав шутрах, выçăхтарасшăн тăрăшнине лайăх ăнланса илчĕ. Часрах сывалса татăклă кĕрешĕве хутшăнас килет.

Юлташĕсен çырăвĕсем, чăнах та, Çимуншăн хăвăртрах сывалма пулăшакан эмел пек пулчĕç. Хăй ответ çырма пултараймасть-ха. Ун пирки Лидия Семеновна та астăвать иккен. «Эсир мĕн çырмаллине калăр, эп хамах çырăп», — терĕ вăл Çимуна.

«Трашук патне сестрана çыртарсан та пырĕ, — шухăшлать Çимун. — Лешсем патне кайран хамах çырăп».

Çимунăн сывлăхĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн самайлансах пырать. Кĕç вăл вырăн çинче ларма пуçласа комиссара савăнтарчĕ. Комиссар ун патне кун тăршшĕпе темиçе хут та кĕрсе тухать. Главнăй ерçмен чух вĕсем ытларах калаçса юлма тăрăшаççĕ. Лидия Семеновна главнăй пирки вăхăтлă систерет комиссара. Лешĕ вара куçне хĕссе тухса каять.

Вăй илнĕçемĕн Çимун кăмăлĕ уçăлсах пырать. Акă вăл Çамаринсенчен вĕренсе юлнă хитре юрăсене аса илсе ĕнĕрлеме пуçларĕ.

Пĕррехинче Батурин комиссар, уиччен хăйĕн патне сестра чупса кĕнĕ пек, главнăй кабинетне хашкаса пырса кĕчĕ те:

— Юрлать, юрлать, Николай Петрович! — терĕ пăлханнă сасăпа.

— Кам юрлать, мĕн юрлать? Тулăклă калаçăр.

— Николаев юрлать.

— Николаев?!

Главнăй, ялт! сиксе тăрса, комиссар хыççăн васкарĕ. Пăлатăна кĕмерĕç вĕсем, алăк патĕнче итлесе тăчĕç. Хитре таса тенор çурма сасăллăн савăнса шăранать:

С моря несутся Чайки лихие… Санта-Лючия, Сан-та-а Лючи-и-я!

— Сирĕн чăвашăр, большевикăр, итальянецсен юррине юрлать-çке, — тĕлĕнсе кайрĕ главнăй.

— Интернационал темерĕм-и эп сире? — савăккăн кулса хуравларĕ комиссар.

Икĕ улăх

Чулçырмана халь паллаймăн. Урамĕсем, çурчĕсем улшăнман, халăхĕ улшăннă. Çĕнĕ çул иртсен, яла салтаксем таврăна пуçларĕç. Çыру çырса тăраканнисем пурте тенĕ пекех килсе пĕтрĕç. Çыру çырса тăманнисем те тупăнкаланă. Ĕлĕм-Чĕлĕм ывăлĕсем — Кĕркурипе Пали — иккĕшĕ те таврăнчĕç. Ял çыннисем виçĕ çул ытла салтакра, вăрçăра пулса йăлтах улшăннă: йăвашшисем харсăрланнă, харсăррисем йăвашланнă. Çав вăхăтрах пурте нумай калаçакан пулса кайнă. Салтак арăмĕсем паллаймаççĕ упăшкисене.

Праски çеç, упăшкипе сахал пурăннăскер, Кĕркури улшăннине асăрхаймарĕ. Вăл Кĕркурие çылăха кĕмесĕр кĕтсе илнĕшĕн халь тем пекех савăнать. Кĕтерие ыталаса чуптурĕ. Мĕншĕн чуптунине каламарĕ. Кĕтеришĕн каламасан та паллă. Вăл хăй тĕллĕн çеç айван хĕрарăмран кулса илчĕ.

Тăлăха юлнă хĕрарăмсем вара, упăшкисене паян тин çухатнă пек, çĕнĕрен хурланса ӳкрĕç. Хрулкка учитель хĕрĕ çеç — Мулла Анукĕ — хурланмасть, хурлансан та, çынна палăртмасть.

Ятрус Хрулккине, вăл Мăрзабай Тимушĕнчен те нумай вĕреннĕрен, ял çыннисем малтан Мулла-Хрулкка тесе чĕнетчĕç. Кайран, учителе тухсан, апла чĕнме пăрахрĕç. Хрулккан пĕртен-пĕр хĕрне вара çаплах Мулла Анукĕ тесе чĕнеççĕ. Анук халĕ пысăк пӳртре пĕчченех пурăнать. Амăшĕ вилсен, ашшĕ урăх авланмарĕ, хĕрне хăех пăхса ӳстерчĕ. Халĕ вăл, учительте катари ялта ĕçлекенскер, хĕрĕ патне сайра хутра çеç килкелет. Хăюллă хĕр хăй тĕллĕн те аптрасах каймасть. Ашшĕ ăна самаях вулама-çырма вĕрентнĕ. Çĕр ĕçне хăнăхманскер, Хрулкка ĕçпе те, канашпа та хĕрне хуçалăхра пулăшаймарĕ. Анук хăех арçын. ĕçне тума, хуçалăха тирпейлĕ тытса тăма вĕренчĕ. Пĕр лаша, пĕр ĕне, темиçе сурăх пур ун. Пĕр ят çĕрĕ акса пурăнать.