Выбрать главу

Çултан туха пуçланă хусах хĕр вăрçă пуçланнă çул хăй пекех хусах йĕкĕте киле кертрĕ. Анчах упăшкине, Праски пек, ача тăвичченех салтака ăсатмалла пулчĕ унăн. Çав çулах Анук вăрçăран хура хут илчĕ. Каллех пĕччен пурăнма пӳрнĕ иккен ăна.

Пĕчченлĕх хăртмарĕ уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăма. Еалтак арăмĕсем татти-сыпписĕр çӳре пуçларĕç ун патне — рыру çыртарма, хаçат вулаттарса хыпар пĕлме. Пĕр хăнăхса çитнĕскерсем, сăлтавсăрах килсе ларакан пулчĕç. Унсăрăн та Анук пӳртĕнчен çын татăлмасть. Кĕркунне кунта хĕрсем улах лараççĕ, хĕлле çамрăксем юмах итлеме пухăнаççĕ. Юмах ăсти Шатра Микка кӳршĕрех пурăнать. Микка ерçмен чух юмахне Анук хăй çаптарать. Ывăнма пĕлмесĕр калаçать.

Мулла Анукĕн пӳрчĕ Çырмапуçĕ вĕçĕнче хăрах енлĕ урама урлă, урам вĕçне питĕрсе ларать. Урам тепĕр енĕ — Чулçырман чăнкă çыранĕ. Питĕ улах вырăн ĕнтĕ. Те çавăнпа, те кил хуçи вашаватлă пулнăран, халь кунта каçсерен вăрçăран таврăннă салтаксем çӳре пуçларĕç. Те юмах итлесшĕн, те революци пулнăранпа калаçма вĕреннĕскерсем, калаçасшăнах пухăнаççĕ хăйсен арçын улахне. Шатра Микка çынна калаçтарма пĕлет. Халь вăл хăй юмах янинчен ытла салтаксене калаçтарать. Çак ĕçре кил хуçи те лайăх пулăшать ăна.

Микка Мишша салтакăн сурхури юмахне манман-ха. Çĕнĕ юмах вĕçĕ пирки вăл мĕн каланине те лайăх астăвать. Халь çав вĕçлевсĕр юмаха юмахçă салтаксене ярса пачĕ.

Фронтовиксем çăвар карса итлеççĕ Миккан çĕнĕ юмахне. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Пăхăр-ха ĕнтĕ çак Миккана! Ялтан тухмасăрах паянха лару-тăру пирки тĕнче куркаланă салтаксенчен лайăх чухлать. Ытларах Ленин çинчен, ун ашшĕ чăвашсемпе туслă пулни çинчен, Ленинăн пиччĕшĕ синчен каласа пани тĕлĕнтерчĕ вĕсене.

Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн кĕçĕн ывăлĕ Кĕркури, çак урамрах Шатра Миккапа юнашарах пурăнакан Ахтем Макарĕ — питĕ тăнлă çынсем. Пуринчен ытла çавсене тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Микка. Епле-ха кӳршĕре пурăнса та ĕлĕкрех асăрхаман вĕсем: кĕрнексĕр пĕчĕк чăваш пысăк ăстăнлă, хитре кăмăллă çын иккен.

— Атя, Микка пичче, Совет влаçĕ çинчен тата юмах çаптар эппин, — терĕ тахăшĕ. — Пире, айвансене, мĕн пулнипе мĕн пулассине каласа пар.

— Çĕнĕ юмахăн вĕçĕ çук-ха, — хуравларĕ Микка. — Юмах епле вĕçленесси сиртен килет. Эсир юмаха тивĕçлĕ ĕçсем тусан, эп вара çав ĕçсем пирки сирĕн ачăрсене юмах ярса парăп. Халь эсир хăвăр мĕн курни çинчен, киле епле таврăнма пĕлни çинчен каласа кăтартăр пире.

— Каласа парĕç сана, кĕтсех тăр! — лăхлатса кулса ячĕ Анук. — Епле пăшалсене пăрахса фронтран тарни çинчен калама именеççĕ вĕсем.

Салтаксем, чăнах та вăтаннă пек пулса, йĕкĕлтекен хĕрарăма нимех те тавăрса калаймарĕç. Анукĕ чарăнмасть-ха, тӳррĕнрех ыйтса вĕтелентерет чĕмсĕрленнĕ салтаксене:

— Керенский киле ямарĕ сире, ерман патшине çĕнтериччен çапăçма хушрĕ. Халь мĕн, Ленин киле таврăнма хушрĕ-и? Е эсир, Виçĕ Якур пек, никамран ыйтса тăмастăр-и, никама та пăхăнмастăр-и?

— Эс, Анук, ним пĕлмесĕр ан сӳпĕлтет-ха, — терĕ вара Ахтем Макарĕ. — Эпир таркăнсем пек тарман фронтран. Полк комитечĕ киле таврăнма ирĕк пачĕ пире. Пăшалсене те пăрахса хăварманччĕ эпир. Сызрань хулине çитсен, большевиксен комитечĕ винтовкăсене илсе юлчĕ.

— Эс, Макар Петровчă, пире ним пĕлмен çынсем тетĕн-и? — хĕрсе кайрĕ Анук. — Эпир Микка пиччепе сиртен те ытларах пĕлетпĕр. Ленин мир пирки декрет кăларнă. Сирĕн çинчен вăл: «Салтаксем миршĕн урапа сасăлаççĕ», — тенĕ. Сире уншăн хурламан пултăр. Совет влаçĕ салтаксене киле таврăнма чармарĕ. Анчах ак мĕн çинчен ыйтасшăн эпĕ сирĕнтен: мир тăвакан, çĕр паракан Совет влаçне тăшмансенчен камăн хӳтĕлемелле? Сире киле таврăнма полк комитечĕ ирĕк пачĕ тетĕр. Юрĕ. Замана шăллĕ Мишша пичче хăй дивизи комитечĕн пуçлăхĕ пулнă. Сирĕн пекех, киле таврăннăччĕ. Халь ăçта вăл, пĕлетĕр-и? Совет влаçĕшĕн тăшмансемпе çапăçма кайрĕ. Вăт калăр ĕнтĕ, урапа сасăлакан паттăрсем, мирпе çĕр паракан Совет влаçĕшĕн çапăçма хатĕр-и эсир е арăмăрсен хыçне пытанса ларма килтĕр-и?

Замана Тимĕрккин шăллĕ çиичен илтнĕ салтаксем, вăл Çырмапуçĕ тĕпĕнчи пӳрт еннелле сукмак тупни çинчен те хăлхисене кĕнĕ вĕсенне. Тепĕр чух пулсан кун пирки шăл йĕркелесе те илнĕ пулĕччĕç. Халĕ вара пĕри те пуçне çӳлелле çĕклемерĕ.

Анукĕ хăйĕн сăмахне пĕтернĕ хыççăн кăшт чарăнса тăчĕ те сасартăк: «Чĕнместĕр!» — тесе ахăлтатса илчĕ.

— Ну усал та эс, Анук, — кулса ячĕ Кĕркури те. — Аплах ан намăслантар пнре. Эпир те ннм пĕлмен çынсем мар. Микка пичче пек юмах яма та пултаратпăр. Малтан пĕр сăмах калам акă. Михаил Осокин Хĕрлĕ гвардие çырăнса вăрçа кайнă вăл, тĕрĕс каларăн, Анук, Совет влаçĕн тăшманĕсемпе çапăçма кайнă. Совет влаçне хӳтĕлеме халь рабочисемпе большевиксенчен çеç тăракан Хĕрлĕ гварди çителĕклĕ мар. Совет влаçĕ патша çарĕ вырăнне Хĕрлĕ Çар тума пуçларĕ. Халлĕхе Хĕрлĕ Çара салтаксем хăйсен ирĕкĕпех çырăнаççĕ. Халь ĕнтĕ эпĕ те сире пĕр юмах ярса парам.