Выбрать главу

Салтаксем хускалкаласа илчĕç. Анук Шатра Миккапа юнашар ларчĕ те: «Атя, Кĕркуç, яра пар», — терĕ, куçне вылятса.

— Эпĕ, хăвăрах пĕлетер, Румыни фронтĕнче пулнăччĕ, — пуçларĕ Кĕркури. — Пирĕн пата та Совет влаçĕ пирки хыпар çитрĕ. Пирĕн аялти-çӳлти комитетсем пĕр-пĕринпе вăрçса, хирĕçсе пĕтрĕç. Эпир вĕсем пĕр шухăшлă пулса мĕн каласса кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр те пĕтĕм полкĕпех Россия еннелле туртăнтăмăр. Ĕçсем чăнах та юмахри пек пулса кайрĕç пулин те, тăван çĕршыва юмахри пек хăвăрт çитеймерĕмĕр. Хир-хир урлă çуран утма та, поездпа юнашар чупма та тиврĕ, буфер çине те утланса пăхрăмăр, вагон тăрринче те выртса куртăмăр. Çапла тăван çĕршыва çитрĕмĕр-çитрĕмĕрех. Мускав таврашнелле çывхарсан тин вагон ăшне кĕрсе ларма телей çитрĕ пире. Телейĕ те чухăнрах пулчĕ, пирĕн хĕрлĕ вагонсем чăп-тулли, ларма-выртма вырăн çук. Тӳсетпĕр-ха. Вагонран кирлĕ чух та тухма хăратпăр, тухсан калле лараймăн. Кĕтмен çĕртен вагонсем пушанас кун та çитрĕ. Пĕр пысăк станцире (ятне лайăх астумастăп, те Резан, те Казан пулчĕ) пире ытлашши чарса тăчĕç. Çавăн чух пирĕн вагон тăрук пушана пуçларĕ. Эпĕ те тухса курас терĕм вара. Пăхатăп, поездри пĕтĕм халăх пĕр çын тавра пухăнса кĕпĕрленнĕ. Çынни улăп пек, пуринчен çӳллĕрех курăнать: те салтаксем тĕрелесе тăраççĕ ăна, те вăл пĕр-пĕр япала çине хăпарса тăнă. «Комиссар — оратель калаçать», — терĕç çывăхри салтаксем. Чăнах та, алă сулкаласа тем кăшкăрать çынни — çиле хирĕç илтĕнсех каймасть. Вара эп çиле майăнрах кайса тăтăм та улăп-комиссарăн юлашки сăмахĕсене илтсе юлтăм. Çав сăмахсене асăнсан, халĕ те чун çӳçенсе илет.

Кĕркури шăпланчĕ.

— Мĕн каларĕ вара комиссар? Пире те каласа çӳçентер эппин, — татах йĕкĕлтерĕ салтака Анук.

— Мĕн каларĕ тетĕн-и? Эп ун пек калаймăп çав. Пире, сан пек, намăслантарса та пăхрĕ, хавхалантарса та калаçрĕ. Хайхи, пăшал пирки асăнса чуна витерчĕ. Эс — çĕр çынни, революци салтакĕ! Сан аллунта пăшал тет. Çав пăшала алăран ямасан, пурте большевиксен партийĕ тавра пĕтĕçсен, пирĕншĕн нимле тăшман та хăрушă мар, тет. Пире хăватлă парти ертсе пырать, пире пĕтĕм тĕнчери революци çулпуçĕ Ленин юлташ çул кăтартса пырать тет. Юл. ашкинчен пире пурие те Хĕрлĕ Çара çырăнма чĕнчĕ вăл.

Кĕркури каллех шăпланчĕ. Мулла Анукĕ, кĕлеткипе малалла туртăнса, пăлхавлăн ыйтрĕ:

— Нивушлĕ пĕр çын та çырăнакан тупăнмарĕ-и?

— Çырăнмарĕç темерĕм-çке. Вагонсем пушанса юлчĕç терĕм вĕт. Çурри ытла, Хĕрлĕ Çара çырăнса, çав комиссар хыççăн кайрĕç.

— А эсир? Мĕнле куçпа пăхса ăсатрăр юлташăрсене? Сан чуну çӳçенеймен пуль çав ун чух, Григорий Ермилчă. Çырăнмарăн, çамрăк арăму патне васкарăн. Çапла-и? — кулса-тăрăхласа мар ĕнтĕ халь, хурласа-айăпласа каларĕ Мулла Анукĕ, Ятрус учитель хĕрĕ.

— Ериперех, Анна Фроловна, — терĕ вара Кĕркури те. — Сиплемен сурана ан шăйăр-ха. Çырăнма паян та вăхăт иртмен. Тен, çавăнпа ку юмаха аса илтĕм пуль.

Тепĕр пӳртре те арçын улахĕ каç-каç пухăнкалать — Тăвайккинчи лавккаçăн шăвăç витнĕ вăрăм пӳртĕнче. Кунта куштансен улахĕ. Анчах Белянкинпа çыхăнса тăракан Смоляков чее хăтланать. Летчик-Миккана чухăн тесе чĕнет вăл вăрттăн улаха, Мирски Тимука — батрак тесе. Замана Тимĕркки те кирлех вĕсене: «вăтам хресчен» вăл. Ун шăллĕ большевик пулни пăшăрхантармасть куштансене. Ялтан кайнă-ха вăл, ашшĕсен пӳртне пĕртте кĕрсе курманнипе пиччĕшне кӳрентерсе хăварнă. Çавăнпа Замана Тимĕркки каллех çӳре пуçларĕ кăмăшка шеллемен лавккаçă патне.

Малтан куштансен улахĕнче питĕ шавлăччĕ.

— Çĕр парса улталарĕç пире. Çĕр пуяншăн ĕлĕк те çителĕклĕччĕ. Халь Мишша-салтаксем пуянсен пӳлмисене тустарасшăн. Памастнăр тырă! Вĕлерсен те памастпăр! — кăшкăрать Хаяр Макар.

— Ан кăшкăр, Макар Данилчă. Эс кăшкăрнинчен усси çук, — лăпкă сасăпа калаçать кил хуçи. — Халлĕхе пирĕн шанчăк татăлчĕ. Дутов Оренбургран ула ярăмлă йĕмне пăрахсах тарнă. Калединсем пиртен ытла инçе. Совет влаçĕпе мирлĕ пурăнма май тулас пулать. Совет влаçĕ — халăх влаçĕ, теççĕ. Эпир халăх мар-и? Совета хамăр кĕреймесен, хамăр çынсене кĕртме тăрăшар. Яла таврăннă салтаксемпе калаçас пулать. Ревком пире йĕмсĕр хăварасшăн, выçă вĕлересшĕн тесе хĕтĕртес пулать вĕсене. Хамăра кирлĕ çынсене Совета суйласан, ял çыннисем пурте пĕр шухăшлă пулсан, вара ревкомсем пире ним те тăваяс çук.

— Совет влаçĕ тĕрекленет, тĕрлĕ лавккаçăсене хĕстерет. Замана! — ахăрса илчĕ Тимĕркке.