Выбрать главу

Çак хыпарсене Мулла Анукне кайса пĕлтерес терĕ Трашук. Анчах хăй аллипех уçнă алăкран кĕмерĕ именчĕк йĕкĕт, пӳрт тулли халăхран хăраса каялла чакрĕ те алăка ерипен хупса хăварчĕ. Пурпĕрех халăхран тараймарĕ Трашук. Ун хыççăн кил хуçи йăпăрт чупса тухрĕ, пӳрт умĕнче йĕкĕте лăскаса тĕпчекелерĕ те пӳрте сĕтĕрсе кĕртрĕ, икĕ хĕрлĕ гвардеец çырăвĕсене пурин умĕнче вулаттарчĕ. Çавăнтанпа Трашук та каç-каç арçын улахне çӳрекен пулчĕ.

Лешеккине пухăва фронтовиксем пурте пĕрле пухăнса кайрĕç. Улах пуçĕ те юлмарĕ вĕсенчен. Анук вырăс хушшинче именсе тăмарĕ, алăк патĕнче хĕсĕнсе лармарĕ, хăюллăн тĕпеле иртсе ларчĕ. «Пăхăр-ха, хĕрарăм пухăва килнĕ», — мăкăртаткаларĕç мăк сухалсем. Майралла тумланнă хĕрарăм илтмĕш пулмарĕ, çавăнтах тавăрса хучĕ:

— Упăшкана вăрçăра вĕлерчĕç. Халь хам — кил хуçи. Совет влаçĕшĕн хамăнах сасăлас пулать. Сирĕн енче те ман пек тăлăх салтак арăмĕсем пур. Вĕсен те пухăва килмеллеччĕ.

Ваттисем шăпланчĕç, çамрăккнсем йăл-нăл кулкаласа илчĕç. Белянкин ку ытла хăюллă хĕрарăма тӳртĕн пăхкаларĕ, вăл Ятросовăн хĕрĕ пулнине пĕлсен вара, Анук умне пырса пуç тайрĕ, кăмăллăн алă пачĕ.

Кайран, суйлав пуçлансан, белянкинсене тĕлĕнме те, ӳкĕнме те лекрĕ. Кам пĕлнĕ-ха учитель хĕрĕн кутăнлăхне! Смоляковсен кандидачĕсене пурне те тиркесе пĕтерчĕ, халăха култарчĕ, вырăс-чăваш фронтовиксене хавхалантарчĕ. Чăвашран чăн малтан Медведев ятне асăнчĕç. Хушамачĕ чаплă ĕнтĕ. Сухоречкăри чаплă пуянăнни пек. Вырăссем ун мăшкăллă ятне пĕлмеççĕ-ха. Анук пĕлтерес терĕ. Сăмах ыйтмасăрах, хăн тĕллĕн калаçса ларнă пек, çапах пурте илтмелле, каларĕ:

— Эй, мĕскĕн Натали! Мĕн тесе çак услап Летчика киле кĕртрĕн-ши? — Унтан турех Миккана тĕллерĕ: — Эс, Самлей чăвашĕ, Летчик-Микка, матрус тумне пасарта сутăн илнĕ, теççĕ, эс Киселев именинчен çăнăх, кĕрпе илсе килес вырăнне темле трюма илсе килнĕ, теççĕ, çав трюмана Натали сана пуçран çапса ватнă, теççĕ, — чăнах-и? Ан имен, халăха тĕрĕссипе каласа пар.

Фронтовиксем каçса кайса кулаççĕ. Белянкин шкул шăнкăравне хаяррăн силлесе шăикăртаттарать, Смолякова сиве куçпа шăтарать. Лешĕ хăй те, аптраса кайнăскер, куçне мăчлаттарса, хулне хĕскелесе ларать. Çакăн хыççăн Кĕркурисемпе Лешеккинчи фронтовиксем хăюланчĕç, Тук икĕ енĕпе хе хăйсене кирлĕ çынсене Совета суйларĕç.

Çăварни хăнисем

Çитĕннĕ йĕкĕте хусаха юлнă çамрăк хĕрарăм патĕнче пурăнни килĕшмест. Трашук Осокина хулана ăсатнă кунах çыаăрма амăш патне çĕрпӳрте кайрĕ. Малтанхи вăхăтра кăнтăрла Çимун килне выльăх пăхма, шыв тултма çӳрекелерĕ. Каярах, Пăлаки патне Ыхраçырминчен ларма хĕр килсен, кăнтăрла та çӳреми пулчĕ.

Выльăх-чĕрлĕхсĕр, картишсер кил-çуртра ĕçсĕр пурăнма кичем. Юр ытларах çăвинччĕ хуть. Вара упа хăйĕн шăтăкĕнчен тухнă пек çĕрпӳртрен чаваланса тухатăн та, кунĕпе юр тасатса, урам варрине çити çул туса йăпанатăн. Юрĕ те ытлашши çумарĕ кăçал. Ирĕксĕрех услапа ерĕн капла. Хĕл варринче тарçа кĕрĕшме те май çук. Ним ĕçсĕр, тĕллевсĕр пурăнакан Трашук хытă тарăха пуçланăччĕ. Çав вăхăтра çырусем килсе йăпатрĕç ăна. Çырусем салтак улахне ертсе кайрĕç, салтаксем ĕç тупса пачĕç: Лешеккине вырăс юлташсем патне кайса çӳреме хушрĕç.

Кĕçех тата Мăрзабай хăй патне чĕнсе илчĕ Трашука. Хуçа шалти пӳлĕмре пĕчченех. Хăй яланхи пекех кăшт хĕрĕнкĕ.

— Ирт кунталла, Трашук, лар юнашар, — терĕ вăл чи малтанах. Унтан йĕкĕте эрех тултарса пачĕ. — Çимун пăсăлнă маиăн, халь унăн тарçă тытма юрамасть. Санăн, Трашук, хăвăн малашлăху пирки шухăшлама вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, — хушса хучĕ кăшт тăрсан. — Пурăн ман патрах. Ывăл вырăнне пулăн. Ман пурлăх çине тарçă куçĕпе ан пăх. Эп вилсен, кунта эсĕ хуçа пулăн, — вĕçлерĕ юлашкинчен.

Каччă чĕринче вара каллех телей ĕмĕчĕ хускалчĕ: «Чăнахах мана киле кĕртесшĕн пуль вăл», — савăнса шухăшларĕ айванскĕр, анчах хуçан асла херне хăй каллех шута илмерĕ.

Çавăнтан пуçласа Трашук çĕнĕрен Мăрзабай патĕнче ĕçлеме тытăнчĕ.

Пĕр-пĕр ĕçе пуçарма е ăна хăй ăссĕн татсă пама хăнăхман-ха Трашук. Кăмăлĕпе те йăраланчăк, иккĕленчĕк çын вăл. Çимун таçта госпитальте выртнă çĕртех ун валли ĕç тупса хунă. Ниме пухса, Пасарлăяла кайса, Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмана куçарма хушать. Лисук инкен пиччĕшĕпе, Селĕп Кирилепе кайса калаçмалла. Çийĕнчех каймаллаччĕ те… каймарĕ-ха. Хăюлăх çитереймерĕ пулас.