Выбрать главу

Лешеккине пухăва каякан салтаксем Трашука та хăйсемпе пĕрле ертсе кайрĕç. Анчах лешĕ шкул çуртне, халăх çине, кĕмерĕ, çенĕкре ура шăлса юлчĕ. Унтан каялла тухрĕ те Ольăсен хушлăхĕ еннелле çул тытрĕ.

Оля килте пĕчченех, çыру вуласа ларать. Куççульпе шывланнă куçĕ Рамаш малалла мĕн çырнине уйăрса илейми пулнă. Алăк шаклатса хупăнсан, хĕр шартах сикрĕ, унтан Трашука курчĕ те ăна тӳрех мăйран пырса уртăнчĕ.

— Ах, Троша, Троша! Пуçне хурать вĕт мана курмасăрах! — ĕсĕклесе макăрса ячĕ хăй çавăнтах.

Каярахпа, макăрса чунне кантарнă хыççăн, çырăвне вăл сасăпа çĕнĕрен вулама пуçларĕ. Акă мĕнле хыпарсем ыраттарнă иккен хĕр чунне:

«… Шепелев юлташа пытартăмăр. Вăл, мĕскĕн, патша тĕрминче ӳпкине çĕртсе янă. Çур енне вилсе кайрĕ. Маншăн атте пекех çывăх та хаклă çынччĕ. Ун вырăнне сулахай эсера Прозоровские Совнарком пуçлăхĕ турĕç. Ку Шепелев пек мар, йăлт урăх çын. Уншăн машина çӳретес килмерĕ. Хăй те мана чарса тăмарĕ. Эпĕ халĕ Хĕрлĕ гварди отрядĕнче. Уесĕпе кулак пăлхавĕсене пусарса çӳретпĕр. Пирĕн командир, Маркелов юлташ, лайăх çын. Рабочи. Вăрçă вăхăтĕнче прапорщик пулнă. Ыран каллех ĕçе тухса каятпăр. Инçе каймалла. Шурă Атăл пуçĕнче, таçта сĕм вăрмансем, варринче, икĕ пысăк ял пур. Пĕри Çĕлĕм ятлă, тепри йĕрныкша — хула пек пысăк та пуян ял. Йĕрныкша пуянĕсемпе офицерсем, Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклесе, Çĕлĕм чухăнĕсене пырса тапăннă. Çав пăлхава пусарма тухса каятпар…

Эсĕ, Оля, ман пирки ан пăшăрхан. Çăварниие пыма ерçеймерĕм. Халь çăва тухасса кĕтмелле пулать ĕнтĕ. Кĕт мана çимĕке. Пирĕн праçник вăл, туй кунĕ. Унччен тăшмансене çĕнтеретпĕрех… »

— Эх, Рамаш, Рамаш! — ассăн сывласа илчĕ хĕр, вулама чарăнса. — Кĕт мана тет. Çимĕкчен кĕтме хушать. Тата вунпилĕк эрне ытла! Эпир çимĕкне те кĕтсе йлĕпĕр. Эс кĕтсе илейĕн-и?! Пĕрмай хăрушлăхра, çапăçура. Эх, Рамаш, Рамаш. Ма эс пĕлтĕр кунта килсе çапăнтăн? Ним хуйхăсăр пурăннă пулăттăм. Çимĕкчен пуçна хумасан та, ку еннелле çул тытайăн-ши? Ав Илюша та пурăнмарĕ килте, Трашук. Сирĕн салтакăрпа ерсе, Рамаш пекех, революци тума кайрĕ. Хăçан туса пĕтерĕç-ши çавыа? Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.

Кăшт шăпланса ларчĕ те йăл кулма тăрăшрĕ Оля.

— Çитет пуль мана хӳхлеме, Трашук? Каçар, хĕрарăм йăли-юрри çапла вăл. Пĕр-пĕр савăкрах хыпар каласа йăпат-ха, эппин мана. Пирĕн йĕкĕтсем фронтовиксемпе пĕрле пухăва кайрĕç. Эс каймарăн-им?

Хурланчăк хĕре йăпатас кăмăлпа унччен калайманнине тин каларĕ вара Трашук. Мăрзабай Çимунĕн, хайхи «культурăллă салтакăн» хыпарĕсене каласа пачĕ, кĕсйинчен çыру кăларса Ольăна кăтартрĕ. Темĕскер хăйĕнне шухăшлакан салху хĕр салтак хутне, йăлашăн кăна тенĕ пек, тытса çавăркаласа пăхрĕ, унтан сасартăк чĕрĕлнĕ куçпа тинкерсе вулама пуçларĕ.

— Ой, Трашук! Рамашăн ашшĕне асăнать вăл. Ма малтанах каламарăн? Семен Тимофеич Пасарлăяла кайса вĕсен çемйине кунта куçарма хушать. Рамаш хăйĕн тăванĕсĕм пирки те маннă, ют çынсем астутараççĕ. Атя, ниме пухса, кайса килер. Кунти тăванĕсемпе калаçрăн-и?

Трашук хирĕç тем ăнланмаллах мар мăкăртатрĕ. Çав вăхăтра Спиркăпа Филька шавлăн килсе кĕчĕç. Илюша кайнăранпа Спирка «Чугунов гвардийĕнче» асли пулса юлнă. Ĕлĕкрех Трашук пек чĕмсĕр те йăвашскер, халь хăйне хăй хăюллă тыткалать. Пухура пулнă иккен вĕсем. Филька кĕнĕ-кĕменех сăмах пуçларĕ, Мулла Анукĕн паттăр хăтланчăкĕсем пирки сывлăш çавăраймасăр пакăлтатрĕ.

Оля йĕкĕтсене хăех пухăва кайма хушнăччĕ, халь ун пирки маннă тейĕн, Филькăн сăмахне хăлхана чикмерĕ, хăйĕн сăмахне хускатрĕ.

— Чим-ха, Филимон, итле-ха, Спиридон, — йĕкĕтсене яланхи пек мар чĕнсе тĕлĕнтерчĕ вăл, — итлĕр-ха, ачасем. Рамашпа унăн ашшĕ таçта-таçта революци туса çӳреççĕ. Пиртен аллă-утмăл çухрăмра çеç вĕсен çемйи тарăхса пурăнать. Атьăр-ха, чăвашсемпе вырăссем, хутăш ниме туса Рамаш çемйине хамăр яла куçарар.

Филька çавăнтах пуху пирки манса кайрĕ.

— Чăнах та! Хĕрлĕ гвардисем икĕ революционер çемйине пулăшма тивĕç. Эпĕ пуринчен малтан ниме гвардине çырăнатăп.

— Ан кăшкăраш-ха, лашасăр герой. Сан пек пехотăран нимешĕн ним усси те çук, — сивĕтме пăхрĕ ăна Спирка.

— Сан ĕç мар. Тен, ташласа, пуçхĕрлĕ тăрса, хам валли лаша тупăп. Ан итле ăна, Оля, пĕр лав пур тесе шутла. Сан лаша пур. Спиркăн хăла кĕсри пур. Ман лаша пулать. Эс, Троша, миçе лаша тăратма пултаратăн?

Ĕçе тĕплĕ тума юратакан Спирка асăрхаттарчĕ:

— Лавсем çитерĕпĕр-ха. Анчах ăçта, кам патне илсе килĕпĕр Рамаш çемйине? Малтан пĕр-пĕр хваттер тупас пулать.

— Лисук инкен тăванĕсем пур ялта. Çавсемпе паянах калаçăп. Эпĕ те хам валли лаша тупăп, тăванĕсем пĕр-ик лашапа пырĕç, — терĕ Трашук.

— Мĕнле çынсем вĕсем? Чухăнсем-и е кулаксем мар-и? — ыйтрĕ Илюша пекех кулаксене «юратми пулнă» Филька.