— Мĕнле калас… Лисук инкен пиччĕшĕ, Кирилл Иванович, Селĕп Кириле теççĕ ăна…
— Чим-ха! — пӳлчĕ Трашука Филька. — Ана паян Совета суйларĕç вĕт. Питĕ лайăх. Совет членĕ ертсе кайĕ ниме гвардине.
Оля çатăлти Филькăна тин юратса пăрахнă пек, хăй ниçта кайса кĕрейми ăшталанма пуçларĕ. Вĕсем Рамаша хăйне çăлма кайма хатĕрленнĕ пек туйăнчĕ ăна.
Пасарлăялăн Чăваш вĕçĕнче те кăçал хĕлле арçын йышĕ тăрук хутшăнчĕ. Чĕрĕ юлнă салтаксем киле таврăнчĕç. Анчах вĕсем Чулçырмари пек улаха пухăнса лармаççĕ. Упа пек кашни хăйĕн шăтăкне — тăм пӳрте — хĕл каçма кĕрсе выртнă тейĕн. Хушăран кăна, икĕ кӳршĕ хĕрарăм пĕрле мунча хутсан, вĕсен упăшкисем пĕр-пĕринпе калаçма хăрамаççĕ.
— Эс Ленин çинчен илтнĕ-и? — ыйтать пĕри.
— Илтнĕ. Вăл пулман пулсан, эпир паян пĕрле мунча кĕреймĕттĕмĕр, ача, — тет тепри, тата хăюллăраххи.
— Леш, пире вăрçа хăвалакан Керенскийĕ, ăçта кайса кĕнĕ вара?
— Шуйттан пĕлет. Хĕрарăмла тумланса тарнă, теççĕ. Иккĕнех чух икĕ салтак хăйсен шухăшĕсене пĕр-пĕринчен пытармаççĕ.
— Тĕлĕнмелле ĕçсем, ача. Пиртен вăтăр-хĕрĕх çухрăмра — Çĕнĕ самана, Совет влаçĕ. Кунта пирĕн кам влаçĕ пулчĕ вара? Патша влаçĕ тахçанах çук. Утаман влаçне пĕтернĕ, теççĕ.
— Купцасемпе пуянсен влаçĕ.
— Кунта та большевиксем пурччĕ, теççĕ.
— Пулнă та, купцасем пĕтернĕ вĕсене. Пĕри çĕç, Клемейкин ятли, тарса хăтăлнă.
Дутова Оренбургран сирпĕтнĕренпе икĕ уйăх иртнĕ пулин те, Пасарлăяла, чăнах та, Совет влаçĕ çитеймен-ха. Ялти власть лавккаçăсемпе куштансен, ял старостипе чиркӳ старости аллинче.
Çакăнта пурăнать ĕнтĕ Тайман Сахарĕн çемйи, тĕрĕссипе каласан, çемье хӳрешки. Çулла Стерлитамака тухса кайнă чух Рамаш килте ултă чĕрĕ чун хăварчĕ. Халĕ кунта амаçури амăшĕпе Рамашăн вунпĕр çулхи шăллĕ Тарас çеç пурăнаççĕ. Ыттисем ăçта?
Малтан, кĕр еннелле, Лисукăн икĕ пĕчĕк ывăл ачи темле усал чирпе умлă-хыçлă вилсе кайрĕç. Кĕркунне тепĕр инкек килсе çапрĕ ĕлĕк самаях пурăнакан шорник çемйине. Уйăхра пĕрре Тарас пĕчĕк урапапа Пасар вĕçĕнчен пĕр иăт çăвăх тата сахăр, краççын турттарса килетчĕ. Анчах пĕррехинче вăл пушă урапапа таврăнчĕ. Яланах кăмăллă калаçакан Гурьянов хальхинче пачах урăх çын пек калаçрĕ унпа.
— Ак сире! Кукиш ĕмсе пурăнăр малашне, — усал ача пек, пысăк пӳрнине икĕ пӳрне хушшине туса кăтартрĕ Тараса шурă сухаллă, мăнаçлă çын. — Пиччӳне тав тăвăр уншăн.
Урăх ним те каламарĕ ашшĕн кумĕ, Тарас çапах та ăнланчĕ, пушă ураиине каялла тавăрса шалтăртаттарчĕ. «Пичче те, атте пек, большевик пулса кайнă ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Ун ашшĕ те, пиччĕшĕ те Тараспа большевиксем пирки калаçман. Анчах шкул ачисенчен ним те пытараймăн. Чăн вăрттăн хыпарсене те таçтан пĕлеççĕ вĕсем.
Çавăн хыççăн Тарасăн аккăшĕ Верук пасара килнĕ Якаль чăвашĕсемпе Темен куккăшĕсем патне хĕл каçа ларма кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ килте виççĕнех юлчĕç: Тарасăн кăкăр ĕмекен пĕчĕк йăмăкĕ пур-ха. Çапла виççĕн выçăллă-тутăллă хĕле кĕнĕччĕ вĕсем, раштавсем иртсен, Лисукăн чăн пĕчĕк ачи те шăпланчĕ.
Пĕчĕк йăмăкне пытарнă чух Тарас пирвайхи хут мăн çын пек хытă ĕсĕклесе макăрчĕ. Иăмăкне шелленипе çеç мар, амăшне шеллесе макăрчĕ вăл. Чăнах та, юлашки ачи вилнĕ хыççăн Лисука çынсем паллайми пулчĕç. Макăрмасть, çынпа калаçмасть, пĕр вырăнта тăнă çĕртех чунсăр юпа пек хытса каять. Сăнпа сарăхса-хуралса ларчĕ. Икĕ ывăл ачине пытарнă хыççăн нумай хӳхлесе макăрчĕ вăл, халь макăрмасть. Çавă шалтах тĕлĕнтерсе хурлантарать вăхăтсăр çитĕне пуçланă ачана.
Тарас хальтерех кăна чухлакан пулнăччĕ: ун амăшĕ — амаçури иккен. «Тăван. анне ырă чун, амаçури усал чун», тенине илтнĕ вăл. Ун амăшĕ, амаçури пулин те, питĕ ырă чун. Вăл нихçан та Тараса вăрçмасть, кӳпкемест, хăех ăна урама тухса ачасемпе выляма хистет. Ашшĕ вăрçа кайнă, пиччĕшĕ пурăнма Пасар вĕçне куçнă хыççăн Тараса амăшĕпе тата варлăрах пулма çырусем пулăшрĕç. Ача ашшĕн çырăвĕсене вуласа парать, амăшĕ хушнипе çыру çырать.
Тĕлĕнмелле сăмахсем çыртарать ăна амăшĕ. Хăй кăшт хĕремесленсе пуçне пăрать те: «Çыр. Эй, савнă чунăм, çутă уйăхăм, хĕрлĕ хĕвелĕм… çыртăн-и?» — тет. Тарас пуçне çĕклемесĕр амăшĕн сăмахĕсене пĕр улăштармасăр çырать. Куçран куçа пăхма иккĕшĕ те вăтанаççĕ вĕсем çыру çырнă чух. Малтан Тараса çак сăмахсем кулăшла пек туйăнатчĕç. Каярах вăл пурнăç тути-масине туя пуçларĕ, «ăшăтмасть-ха пире хĕрлĕ хĕвел», — тесе шухăшлакан пулчĕ.
Çакăн пек çырусем вĕсем ĕлĕкрех çыратчĕç. Кĕркуннеренпе ашшĕнчен çыру килми пулчĕ. Рамашран та хыпар çук.
Халĕ Тарас час-часах килте пĕчченех юлать. Никампа калаçми пулнă амăшĕ таçта кайса çухалать те киле час таврăнмасть. Пĕррехинче Тарас амăшĕ хăш еннелле кайса çӳренине вăрттăн йĕрлерĕ. Пасар вĕçĕнчи масара, ачисен тăпри çине çӳрет иккен вăл, мĕскĕн. Ача каллех хурланчĕ, киле таврăнсан, амăшне кĕтсе, макăрса та илчĕ.