Выбрать главу

— Юрĕ-çке, Роман Захарччă, çывăр, — хушрĕ вăл хăйне хăй, куçне хупса. — Мĕн тесен те ырантан тепĕр кунне киле таврăнмаллах…

Çак самантра кам та пулин кăна: «Çук, Роман Захарччă, çимĕке Пасарлăяла çитейместĕн эс. Çимĕк кунĕ Пăрутапăрĕ çывăхĕнче каçса кайса ташлатăн. Лешеккинчи варлă туссемпе юратнă хĕр тытса тăрĕç сана», — тенĕ пулсан, Рамаш кулса вилĕччĕ.

Анчах тепĕр кунне пĕр ăнсăртран пуçланса каймарĕç-и кĕтмен çĕртен килсе тухнă чăрмавсем?

Ансăртран тени, тен, тĕрĕсех пулмĕ, çавах ăнсăртлăхĕ те пулчĕ çав. Рамаш Чулçырмана килнĕренпех Трашуксене, Яхрушсене вырăс ачисемпе паллаштарма, туслаштарма ĕмĕтленнĕччĕ, вĕсене пĕр каçхине вырăса вăййа кайма хистесе те пăхрĕ. Килĕшмерĕç чăваш ачисем: Трашук хăйĕн хăюсăрлăхне кура пуçне сулкаларĕ. Яхруш катăк шăлне кăтартса кулса илче: «Пĕр шăла çапса кăларни те çитĕ. Урăх çапăçас килмест ман. Пăрутапăрне те çакăн пиркиех çӳреместĕп», — терĕ.

Çав Пăрутапăрĕ çывăхĕнче паллашрĕ те Рамаш хăйĕн пулас тусĕсемпе.

Чӳккукрипе Тикĕтпусси хушшине темшĕн Пăрутапăрĕ теççĕ. Кунта вăрмана икке уйăрса тăракан чылай пысăк уçланкă пур. Хăйăрлăх. Тен, ĕлĕкрех ку тĕлте пăру тапăрĕ валли ăнăçлă çыран пулнă пуль. Халь Тук çыранĕ чăнкăланнă. Пăрутапăрĕ çывăхĕнче Тук урлă каçса çӳреме шарлак вырăн пур тата. Вырăс ачисем пулă тытма çак тĕлте ку енне йĕм тавăрса каçаççĕ. Вырăс енче Тук çыранне хăмăш пусса кайнă — пулă хыптарма кансĕр.

Юлашки кун ирхине Трашукпа Рамаш вăлта йăтса Пăрутапăрне çитрĕç. Рамаш чăнкă çыран айĕнче пĕр авăр кăмăлларĕ: «Çакăнта хыптаратпăр, кунта çуйăн тытма та пулăть», — терĕ. Трашук темшĕн турткаланса тăчĕ, çӳлерех кайса тата лайăхрах вырăн шырама хистерĕ. Рамаш килĕшмерĕ. Хăна кăмăлне тăвасах пулчĕ вара…

Рамаш кĕçех пĕр-икĕ уланкă туртса кăларчĕ. Трашукăн ĕç ăнмарĕ. Тем пăшăрханса, вăлта хăмăшне курмасăр, Тук леш еннелле нăхса ларать вăл. Акă унта виçĕ йĕкĕт курăнчĕç, шарлак тĕлне васкаса çывхараççĕ. Вара Трашук хăйне пăшăрхантаракан шухăшне Рамаша каласах терĕ.

Çак вара пулăçăсем Чугун авăрĕ теççĕ. Кунта вырăс ачи Илюшка Чугунов икĕ юлташĕпе пулă тытма çӳрет. «Хăйĕн» авăрĕнче урăх никама та хыптарма памасть вăл. Çавăн пиркиех Яхрушăн шăлие çапса кăларнă та.

— Ав, халĕ те нирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Трашук юлашкинчен, Рамаша асăрхаттарса. — Атя каяр кунтан. Каймасан, тытăçмаллах пулать.

Рамаш тăруках сăмах чĕнмерĕ. Пĕлет вăл: Трашук хăравçă чĕреллĕ çын мар. Кăлăхах хирĕçме, вăрçма юратманнипе çеç кунтан каясшăн. Трашук ура çине тăнăччĕ, Рамаш ăна чарчĕ:

— Чим-ха, вырăссенчен тарма ан васка. Эп тахçанах вĕсемпе паллашасшăнччĕ. Хăйсене паллатни? Кам ачисем, пуян таврашĕсем мар-и?

— Чухăнсемех. Илюшкинчен Фальшин ывăлĕ те хăрать, теççĕ. Пуçтах та паттăр йĕкĕт. Лешсене пĕлсех каймастăп. Кунта вĕсем яланах виççĕн çӳреççĕ. Халь юриех пирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, хăйсем вăлта хатĕрĕсене те илмен, — терĕ те Трашук, каллех, вăлтине ярса, хăй вырăнне ларчĕ.

Акă Тук урлă каçнă вырăс ачисем Чӳккукринчен килсе тухрĕç… Хур-кăвакал пек умлă-хыçлă утса килеççĕ. Малтин утти тăйлăк-тайлăк. «Хăйне хăй пĕр-пĕр атаман пек шутлать ĕнтĕ ку, — шухăшларĕ Рамаш. — Хитре вырăс ачи: сарă, кăтра çӳçлĕ. Кăтрисем карттус айне шăнăçаймаççĕ. Пичĕ-куçĕ шăратса тунă пек. Пурте çарран, йĕм пĕççисене чĕркуççи таран тавăрнă, — вырăс ачисем çывхарнăçемĕн сăнать Рамаш. — Пĕри Зар Ехим пек хĕрлемес пуçлă, тепри ман пекех хуратутлă шĕвĕркке. Анчах пĕри те усал ача пек курăнмаççĕ-çке… »

— Юрĕ. Малтан вĕсем мĕн калаçнине итлер-ха, — терĕ Рамаш.

Çӳллĕ çыран хĕрринчен сиксе аннă майăнах кăтра çӳçли кăшкăрса ячĕ:

— Марш ман вырăнтан, чăваш чĕпписем!

Рамаш ларнă çĕртен тăмасăрах вырăса куçран чăр пăхрĕ. Трашукĕ хăйне хăй лайăх пĕлмест иккен. Ана халиччен çын çапла кӳрентерсе курман пулас. Вăл чĕри вĕресе кайнине хăй те сисмерĕ. Илюшка çапла кăшкăрсанах ура çине тăчĕ. Лешĕ тата хытăрах хаярланса кăшкăрчĕ:

— Кама каларăм, чăваш чĕпписем! Эсир Чугунова пĕлместĕр иккен…

— Пĕлетпĕр, Чугун катăкĕ, — терĕ Трашук тăвăннă сасăпа. — Эс мĕн, ку вырăна сутăн илтĕн-им? Ахальтен мар ăна Чугун авăрĕ теççĕ. Сан çавăнта сикесех пулать пуль.

Рамаш, Трашукран тĕлĕннипе, варне тытса кулса ячĕ.

— Кул, кул, чăваш чĕппи, анчах кайран ан макăр, — терĕ Илюшка шăл витĕр, хăй Рамаш еннелле çаврăнса та пăхмарĕ.