Алла хӗҫ тытнӑ халӑх куҫ умӗнчех улшӑнса пычӗ. Паян вара пуриншӗн те питӗ яваплӑ кун, халӑх Эсреле хирӗҫ каякансене ӑсатма тухнӑ. Пӗтӗм таврара ҫарӑҫ[1] юрри янӑрать.
Акӑ инҫех те мар самай пысӑк ушкӑн курӑнса кайрӗ. Хыҫаларах тӑванӗсем, тус-тантӑшӗсем утса пыраҫҫӗ. Макӑракансем те пур. Вӗсене асӑрхасан Элпипе Улӑп ҫумӗнче тӑракан Юман чӑтса тӑраймарӗ, хирӗҫ чупрӗ. Карталанса утса юрлаканскерсем ӑна ушкӑн варрине тӑратрӗҫ.
Ҫамрӑк ҫарӑҫсем йӑлкӑшса ҫунакан кӑвайт патне ҫитсессӗн юрлама чарӑнчӗҫ, йӗри-тавра карталанса тӑрса кӑвар умӗнче тупа турӗҫ, тем пек хӑрушӑ самантра та пӗрне-пӗри хӳтӗлеме сӑмах пачӗҫ. Унтан шӑпӑрҫӑ хӑй кӗввине пуҫларӗ. Ҫарӑҫсем сӑран аттисене хыврӗҫ те шӗл кӑвара тикӗс сарса хурса ташлама тытӑнчӗҫ, ҫарранах кӑвар ҫине кӗрсе кайрӗҫ. Ташласа ҫаврӑнса пынӑҫемӗн Улӑп кашнинех хӗҫ парса тӑчӗ. Юман та кунтах, ун валли чи вӑрӑммине, йывӑртараххине суйласа илчӗ. Ҫав самантра Элпи чупса пычӗ те:
— Халех хӗҫ тыттарма ан васка-ха, ҫамрӑк вӗт-ха вӑл, — терӗ.
— Амӑшӗ, эсӗ ан чар-ха, ҫитӗннӗ арҫын шутне кӗтӗр ӗнтӗ, — лӑплантарма пикенчӗ Улӑп. — Ан хӑра, эпӗ ӑна яланах хам ҫумра тытӑп, хӳтӗлӗп…
Акӑ, ҫарӑҫсем вуншарӑн, ҫӗршерӗн тӑрса тухрӗҫ. Сӑрнайҫӑсемпе ялавҫӑсем те хатӗрех тӑраҫҫӗ, Улӑп алӑ суласса кӑна кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ҫарӑҫсен шутӗнче Нарпи те пур. Вӑл ухӑпа перекенсен ушкӑнне ертсе пырать. Меллӗ самантпа усӑ курса Нарпи кукашшӗ патне чупса пычӗ те пил пама ыйтрӗ.
— Хӗрӗм, тӑшмана ан шелле, — терӗ мӑчавӑр. — Тавҫӑруллӑ та сыхлануллӑ пул. Асту, сансӑр пуҫне манӑн урӑх никам та ҫук. Улӑп хушнине итле. Ҫӗнтерӳпе таврӑн. Турӑ сыхласа тӑтӑр сана.
— Эсӗ каланӑ пек пултӑр, — терӗ те Нарпи ыттисем патне чупса кайрӗ. Кашниех кӑкӑр умне тӗве тирӗнчен тунӑ хӳтлӗх ҫакнӑ.
Ҫӗрпӳсемпе пинпӳсене пил панӑ хыҫҫӑн черет Юманпа Улӑпа ҫитрӗ.
— Хӑватлӑ Улӑп, сана ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене чӑваш турри янӑ. Паллах, чӑвашсене сыхлама. Санӑн ҫулна хӗвелпе уйӑх ҫутатса тӑччӑр, ывӑнасран ҫӗрпе шыв вӑй парса пыччӑр. Эсреле тӗп туса ҫӗнтерӳпе килмелле пултӑр.
— Ҫапла пултӑр, — терӗ Улӑп.
— Эсӗ вара, ҫамрӑк Юман, чӑн-чӑн ҫар пуҫӗ пулса таврӑн.
— Ҫапла пултӑр, — терӗ Юман.
Унтан мӑчавӑр иккӗн аран йӑтса тӑракан хӗҫҫе Улӑпа пама хушрӗ. Лешӗ сылтӑм аллипе тытрӗ те каллӗмаллӗ сулкаласа пӑхрӗ, инҫех мар ӳсекен ватӑ йӑмран мӑнтӑр туратне чалт кӑна касса ӳкерчӗ.
— Ҫак хӗҫҫе чи ӑста тимӗрҫӗсем ятарласа сан валли турӗҫ. Аллунтан ан ӳкер ӑна. Ун ҫивӗчлӗхӗ тӑшман пуҫне кастӑр.
— Ҫапла пултӑр! Халӗ ӗнтӗ кайма та вӑхӑт. Элпи, малашне кунти пурнӑҫа санӑн йӗркелесе пыма тивет. Ман вырӑна юлатӑн. Мӑчавӑрпа, кунта юлнӑ турхансемпе канашла. Хӑрушлӑх сиксе тухсан халӑха ҫӗкле, кирлӗ пулсан хӗҫ тыттар.
Элпи малтан Улӑпа, унтан Юмана ыталарӗ, йӗпеннӗ куҫне шӑла-шӑла илчӗ.
— Кайрӑмӑр! — терӗ те Улӑп аллине ҫӗклерӗ. Таврари шӑплӑха сӑрнай сасси ҫурса ячӗ. Темиҫе пин ҫынран тӑракан ҫар вӑрӑм ҫула тапранчӗ…
Кунти тавралӑх пушанса юлнӑ пекех туйӑнчӗ, темле лӑпкӑлӑх хуҫаланма пуҫларӗ. Апла пулин те пурнӑҫ хӑй йӗркипех шуса пычӗ. Йывӑрлӑхӗ ытларах хӗрарӑмсемпе ваттисем ҫине ӳкрӗ. Ачасем те вӗсен ҫумӗнчех, вылясси вырӑнне ӗҫлеме тивет.
Вӑрҫӑ вӑл ача вӑййи мар, унта темӗн те пулса иртет. Кӗҫех акӑ аманнисем килме пуҫлӗҫ. Вӗсене кӗтсе илсе сыватас ӗҫе вара Улӑп хушнипе Минеслу турханӑн йӗркелесе пымалла. Сурансене ҫыхма таса пир ҫителӗклех хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ачасем вара улӑхра, анасем хӗрринче эмел курӑкӗ пухаҫҫӗ. Ку пит йывӑр ӗҫех марха. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрлесси вара пит тертлӗ.