Выбрать главу

Шӑпах ҫак ыйтупа кайрӗ те ӗнтӗ Минеслу Элпи патне. Ак тамаша, тӳрех кӗртмеҫҫӗ иккен. Хурал ҫав тери тимлӗ, ҫивӗч куҫлӑ.

— Тӑхтама тивет, — терӗ хапха умӗнче тӑракан ватӑрах арҫын. — Элпи патша халӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнать.

— Мӗнле патша? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Минеслу.

— Хӑйне вӑл ҫапла чӗнме хушать. Ҫӑвӑнса тухнӑ хыҫҫӑн выртса канмасӑр хӑй патне никама та кӗртмест. Унччен кайкаласа ҫӳре. Каймалли ҫук пулсан ҫак каска ҫинче кӗтсе лар.

Минеслу кун пеккине кӗтменччӗ. Мӗнле-ха капла, юнашар йӑх турханне кӗртмеҫҫӗ. Тарӑхнине пытармасӑрах малалла утрӗ, анчах ун умне самай тӗреклӗ ҫамрӑк арҫын тухса тӑчӗ, аллипе сулкаласа унталла кайма юраманнине пӗлтерчӗ.

— Мӗскер эсир? Ку тата мӗншӗн ҫарта мар? Пӑх-ха ӑна, ҫапӑҫас вырӑнне хӗрарӑмсене сыхласа пурӑнать.

— Минеслу турхан, сана палларӑм эпӗ. Апла пулин те ытлашши ан вӑрҫ-ха, лӑплан. Пирӗн мӗн хушнине итлемелле. Кӑна та ан ятлаҫ, калаҫаймасть вӑл. Ун чӗлхине хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн Эсрел ҫыннисем касса татнӑ, — ӑнлантарчӗ ватти. — Хӑюллӑ ҫынччӗ вӑл, халӗ вара хуҫӑлнӑ, унчченхи пек мар. Тархасшӑн ан ятлаҫ, веҫех илтет вӑл, анчах калаҫӑва хутшӑнаймасть.

Ҫав хушӑра килкартинчи пӗчӗк пӳртре хӗрарӑмсем юрлани илтӗнсе кайрӗ. Юрри вара темшӗн ҫав тери салхуллӑскер.

— Кусем камсем тата? — ыйтрӗ Минеслу.

— Ал ӗҫ ӑстисем вӗсем. Элпи патша валли кӗпе ҫӗлеҫҫӗ. Улӑпа кӗтсе илме кирлӗ тет.

— Ав мӗнле иккен.

— Ахах-мерченне ӗнер тупса килчӗҫ-ха, халӗ тӗррине тӑваҫҫӗ. Кӗпи питӗ чаплӑ пулать теҫҫӗ… Эсӗ килни ҫинчен кӗрсе калам-ха.

Лешсем ҫаплипех юрлаҫҫӗ, чӗрери тунсӑха юрӑпа лӑплантарасшӑн.

Ука пӗрчи пек ҫӳҫӗме Якатман кун иртмерӗ. Йӗс мерчен пек савнине Асӑнман кун иртмерӗ…

Кӗҫех леш хурал тухрӗ те кӗме юранине пӗлтерчӗ. Минеслу пӳртелле васкарӗ.

Питӗ капӑр хыҫлӑ пукан ҫинче Элпи ларать. Те курӑк шывӗпе ҫӑвӑннӑран сӑнӗ тин ҫеҫ мунчаран тухнӑ чухнехи пекех ҫиҫет.

— Ырӑ кун пултӑр, Элпи, — терӗ Минеслу ӑшри хирӗҫӳлӗхе пытарма тӑрӑшса.

— Элпи мар, Элпи патша темелле, — тӳрлетсе илчӗ Улӑп арӑмӗ.

— Мӗнле-ха капла, пӗр харӑсах икӗ патша-и пирӗн?

— Улӑп ҫапла хушса хӑварнӑ.

— Апла эсӗ каланӑ пек пултӑр эппин, Элпи… патша.

— Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха, Минеслу турхан? Мӗн ыйтмалли пур?

— Ыйтмалли ҫук-ха манӑн. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерессине лайӑхрах йӗркелесчӗ. Ҫӑнӑх сахал, пухакансем те ҫукпа пӗрех.

— Хӑв тата мӗн тӑваканни? Сана хушнӑ пулсан, ӗҫле.

— Хам йӑхра йӗркеллех-ха, ыттисен турханӗсем ҫара кайнӑ вӗт-ха. Вӗсене хушу тӑвасси сан ӗҫ мар-и-ха?

— Ҫук, ку ыйтупа мана чӑрмав кӳмесен те юрать. Хӑвах татса пар.

— Мӗнле-ха капла? Хӑвна патша тесе чӗнтересшӗн, ӗҫне тӑвасшӑн мар.

— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн кунти йӗркесене.

Элпи икӗ хутчен алӑ ҫупса илчӗ те пӳлӗмре Чӗкеҫ курӑнса кайрӗ.

— Итлетӗп сана, Элпи патшамӑр, — терӗ пуҫне тайса.

— Минеслу турхан мӗн каланине шута ил те пулӑшма тӑрӑш. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр ҫитмест тет вӑл.

— Юрать, Элпи патшамӑр, эсӗ каланӑ пек пултӑр.

— Халӗ кайма пултаратӑр… Мӑчавӑра чӗннӗччӗ унта…

— Кунтах вӑл, Минеслу тухасса кӗтсе тӑрать.

— Кӗтӗр эппин.

Канӑҫсӑр пурӑнӑҫ мӑчавӑра та ҫапать. Мӑнукӗ ҫара кайнӑ хыҫҫӑн сӑнран та улшӑннӑ пек. Ара, вӗри апат та вӑхӑтра лекмест те. Чаплӑ пукан ҫинче мӑнаҫланса ларакан Элпи умӗнче вӑл юмахри чике варчӑк[2] пек кӑна курӑнать. Элпи вара мӑчавӑра хисеплесе ура ҫине те тӑмарӗ. «Кун пек пукан Улӑпӑн ҫукчӗ. Ятарласа тутарнӑ пуль ӗнтӗ», — шухӑшласа илчӗ ыттисем пурте сума сӑвакан варчӑк.

— Мӗскер, усал хыпар ҫитмерӗ пуль те? — ыйтрӗ мӑчавӑр кӗнӗ-кӗменех хӑравҫӑ сасӑпа.

— Ҫук, урӑххи пирки-ха. Питӗ сумлӑ ӗҫ хушатӑп сана.

— Мӗн-ши ӗнтӗ?

— Улӑп валли кермен лартмалла. Ун текех ҫакӑн пек илемсӗр пӳртре пурӑнмалла мар. Халӑха пух та ӗҫе пуҫӑн. Ниме тетӗр-и-ха? Халех пуҫӑнмалла.

— Чимӗр-ха, ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗнпе тата кампа лартмалла вара керменне? Ҫак тапхӑрта кермен пирки шутламалла-и вара?

— Улӑп валли парне пултӑр.

— Вӑл ҫапла та-ха. Вӑхӑчӗ меллӗскер мар-ҫке. Кермен тесе калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ӑна лартма чул та, вӑрман та кирлӗ, пирӗн вара йӗркеллӗ ӗҫ хатӗрӗсем те, ӑстисем те ҫук. Ватӑ-вӗтӗпе мӗнле кермен лартӑн-ха. Тимӗр-тӑмӑр та чылай кирлӗ. Хӑвах пӗлетӗн, пурне те хӗҫ тунӑ ҫӗре янӑ вӗт-ха.

— Мӗн кирлине тупӑр. Укҫине хам парӑп.

— Ҫук, ҫук, ҫакна халӑх йышӑнас ҫук. Ку ӗҫе чунӑм пачах та туртмасть.

— Апла эс патша хушнине тӑвасшӑн мар-ха?! — хыттӑн каларӗ Элпи.

— Мӗнле патша? Улӑп кун пирки калаҫмастчӗ-ҫке.

вернуться

2

Варчӑк — ватӑ арҫын.