Выбрать главу

Пĕччен тăрса юлнă Наçтук патне Чее Миття пырса явăçрĕ. Наçтук пур каччăпа та пĕр пек калаçать. Хаяр Макар ывăлне те тиркемест пек.

Майра хĕрĕпе чăваш хĕрĕ Тикĕтпуссинчен килсе тухсан, чăваш каччисем хушшинче калаçу пуçланчĕ:

— Рамаш хĕрне курар-ха.

— Сăнĕпе Кĕтери евĕрлĕрех.

— Тупнă майра! Пирĕн чăваш хĕрĕсем те унран хитререх.

— Леш кам тата? Ай, хитре хĕр, Хăна хĕрĕ пулмалла. Кам хăни?

— Самлейрен е Хурăнвартан кам патне те пулин килнĕ пуль ку сар пике.

Каччăсем шавланине Рамаш савăнса итлесе тăрать. Хĕрсем тумĕсене улăштарни çинчен никам та пĕлмест. Кĕтери, кулса ярас марччĕ тесе, питне хупласа илет. Оля чăваш каччисем мĕн калаçнине ăнланаймасть, хăй çавах Рамаш вĕрентнĕ чăваш сăмахĕсене аса илме тăрăшать.

— Рамаш хĕрне калаçтарам-ха, каччи çиллентер кăшт, — терĕ Чее Миття. Унпа юнашар тăракан Наçтук хăйĕн акамне тӳрех палларĕ, анчах Миттяна систермерĕ.

Чее Миття тĕрленĕ кофтăпа чечеклĕ сараппан тăхăннă майра хĕрĕпе сăмах пуçласа янă вăхăтра Зар Ехим «хăна хĕрне» пырса хупăрларĕ.

Ыттисем икĕ хĕр тумĕсене улăштарса тăхăннине часах тавçăрса илчĕç. Каччăсем Зар Ехимпе Чее Миттяна тăрăхлама тытăнчĕç вара. Хĕрсем Оля тавра кĕпĕрленчĕç. Майра хĕрĕ чăвашла тумланнине халиччен курман вĕсем, çавăнпа халь каçса кайса савăнаççĕ. Чее Миття часах тарчĕ кунтан. Вара каччăсем «хăна хĕрĕнчен» хăпнă Зар Ехиме алăран тытса каллех Оля патне çавăтса пычĕç.

— Эс ма хăна хĕрĕнчен таратăн? Чăнахах хăна хĕрĕ ку, чулçырмасем мар.

Зар Ехим хĕремеслене-хĕремеслене кишĕр тĕслĕ пулса кайрĕ.

Улăхри хĕрсен-каччăсен кăмăлĕсем пурин те уçăлса кайнă. Кулаççĕ, шӳт тăваççĕ. Вырăс каччисем çине те кăмăллăн пăха пуçларĕç. Рамаша çав кăна кирлĕччĕ. Вара пурне те хăнасемпе паллаштарчĕ.

— Паян вырăссем — пирĕн хăнасем, — терĕ Рамаш. — Малашне туслă пурăнар. Илюша Чугунова каччăсем нумайăшĕ пĕлеççĕ, тен, хăшĕ унпа çапăçса та курнă пуль. Паян çапăçмастпăр. Вылятпăр, кулатпăр, савăнатпăр. Атьăр, ушкăнлă вăйăсем пуçласа ярар. Малтан вырăс вăййине вĕрентем сире. «Третий лишний», — теççĕ. Кайран хуралла чупăпăр — ку вăййа вырăссем те чăваш пекех выляççĕ. Унтан юрлăпăр, ташлăпăр…

Чупрĕç, юрларĕç, ташларĕç паян пикесемпе яшсем. Вăйă май мăшăрсем вĕçсĕрех ылмашса тăчĕç. Пĕр мăшăра анчах никам та уйăраймарĕ. Хăшĕ юриех чупмарĕç майра хĕрĕ хыçĕнчен, хăшĕ чупсан та тытаймарĕç. Оля чăваш каччисене вăлтма часах вĕренчĕ. Каччă хăваласа çите пуçласан, вăл, йĕс хӳрине кăтартса, тилĕ пек каялла вăркăнать е тĕмĕсем тавра чупкаласа хыçран йĕрлекеннине ывăнтарать те хирĕç чупакан Рамаша кĕтсе илет. Вара вĕсем васкамасăр каялла таврăнаççĕ. «Эп чăнахах чăваш арăмĕ пултăм», — тет Оля, çĕррисемпе тенкисене тĕнкĕлтеттерсе. «Çук-ха, — тет Рамаш, — ку хĕр тумĕ. Арăм тумĕ йăлт урăхла. Ана та тăхăнса курăн-ха».

Илюшăна Рамаш Наçтукпа тăратрĕ. Наçтукшăн пурпĕрех. Вырăс каччипе те вăл сăпайлăн, пĕр вăтанмасăр калаçрĕ.

Филька Кĕтерие хăваласа тытрĕ. Ку вырăс ачи Чее Миттян ячĕ мĕне пĕлтернине ыйтса пĕлчĕ те:

— Вырăсла вăл Хитрый Митрий пулать, — терĕ. Унтан хăй чăвашла вĕренесшĕн пулчĕ.

— «Эс ман кăмăла каятăн» — чăвашла мĕнле пулать? — ыйтрĕ Филька.

— «Эп тăрри шăтăк», — терĕ Кĕтери.

— «Эп турри шитык», — култарчĕ вара Филька хĕрсене.

Трашук тăтăшах Наçтук çине пăхкалать, анчах ун патне пыма хăрать вăл, ăна алăран тытма, унпа юнашар тăма вăтанать. Çавăнпа юлашкинчен йĕкĕт Христьăна тытрĕ те кунĕпех çавăнпа калаçса ирттерчĕ.

Выляса ывăнсан, Рамашпа Илюша юрă пуçлама сĕнчĕç. Малтан вĕсем хăйсем вырăела юрласа ячĕç. Хăш-пĕр вырăс юррисене чăваш ачисем те пĕлеççĕ. Оля «Потеряла я колечко» юрлама пуçласан, хĕрсем те юрра хутшăнчĕç.

— Яхруш, кала тăмруна! — кăшкăрчĕ юрă вĕçленсен тахăшĕ. Яхруш вара ташă кĕвви каласа ячĕ. Курăк çăра пулнипе ташă малтан ăнсах каймарĕ, чăвашла йăкăштаттарса шума улăхра йывăр, çавăнпа Яхруш вырăс кĕвви пуçларĕ. Акă Оля, пуç тавра тутăр çавăрса, вырăнтан Хускалчĕ. Чăвашла тумланнă хĕр майралла ташлани питĕ хитре пулчĕ. Майра хĕрĕ ташшине пуçласса пĕччен пуçлать, анчах каярахпа, кăшт тĕпĕртетсе ярăнса çӳренĕ хыççăн, каччă умне пырсатăрать. Оля Рамаш ташланине пĕлмест, çапах та сисрĕ вăл Рамаш ташласшăнне, ун умне пырсă ура тапрĕ.

Ак хăçан пуçланчĕ иккен чăн-чăн ташă! Рамаш иккĕ-виççĕ тапăртатсах пĕтĕм халăха хăй çине пăхтарма пултарчĕ. Вара Филька «Шире круг!» — тесе çухăрчĕ те, йĕри-тавра чупкаласа, вăйă картине сарма пикенчĕ.